Патшалăх саккасĕсем шута юратаççĕ

6 Утă, 2015

Саккасĕсем хăйсем мар, вĕсене пурнăçлама уйăракан укçа шута юратать. Республика прокуратури шăпах çулталăкăн пĕрремĕш çурринче патшалăх тата муниципалитет саккасĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă надзор ĕçне пĕтĕмлетнĕ.

Пĕтĕмпе 6 уйăхра саккуна пăснин 400 ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Представленисем çырнă, 111 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă, административлă правăна пăсни çинчен калакан 60 ĕç пуçарнă май 37 çын явап тытнă. Çавăн пекех малтанхи следстви органĕсене пилĕк материал панă, прокурорсен тĕрĕслевĕсен материалĕсем тăрăх икĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

Патăрьел районĕн прокурорĕ, сăмахран, Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнчи культура çуртне тĕпрен юсанă чухне бюджет укçине вăрланă тĕслĕхе тупса палăртнă. Предприниматель асăннă ĕçпе килĕшÿллĕн 396 алăк курупкине демонтаж туманнине /137 пин ытла тенкĕлĕх/, паллах, пĕлнĕ. Çуртра ун чухлĕ алăк пулма пултараймасть. Апла пулин те тивĕçлĕ акта çак ĕçе пурнăçланине ĕнентерекен кăтартусене кĕртнĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ вара хăйĕн служба вырăнĕпе усă курса клуб директорне хайхи акта алă пусма хушнă. Шăпах çав хута тĕпе хурса кайран бюджет укçине куçарнă. Ку тĕслĕхпе ултавшăн уголовлă ĕç пуçарнă.

Прокуратура органĕсем асăннă сферăри надзор ĕçне малалла тăсаççĕ.

К.АНТИПОВ.

Рубрика: 
Автор: