Дактилоскопи тума

20 Нарăс, 2014

Федерацин миграци службин республикăри управленийĕн Шупашкарти Калинин районĕнчи пайĕ граждансене хăйсен ирĕкĕпе патшалăх дактилоскопи регистрацине тума чĕнет.

Ытлари кунпа кĕçнерни кун - 13-18, юн кунпа эрне кун - 9-15, шăмат кун 8-14 сехетсенче йышăнаççĕ. Тăхтав вăхăчĕ - 12-рен пуçласа 17 сехетчен. 8/352/ 63-03-82, 63-22-75 телефонсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

Дактилоскопи - пÿрне йĕрĕсене илмелли процедура, унпа çынсене паллама усă кураççĕ. Дактилоскопи регистрацийĕ сывлăхшăн пачах та сиенлĕ мар, ăна граждансен прависемпе ирĕкĕсене уяса пурнăçлаççĕ. Çак ĕçе «Раççей Федерацийĕнчи патшалăх дактилоскопи регистрацийĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн тăваççĕ, регистраци ирттернĕ май илекен информацие вăрттăнлăхра тытаççĕ.

Хăйĕн ирĕкĕпе дактилоскопи регистрацийĕ витĕр тухма гражданинăн ФМС управленийĕн сотрудникĕсене çак документсене памалла: регистрациленме çирĕплетнĕ йĕркепе ыйтса çырни, паспорт* 14 çул тултарман ачасен çуралнине ĕнентерекен свидетельство кăтартмалла.


Надежда ПАВЛОВА,

ФМСăн Шупашкарти Калинин районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.