Чăваш халăхĕшĕн ĕçленĕ. Чăвашлăхшăн çуннă

25 Çĕртме, 2015

Кĕтмен тĕлпулу

1987 çулхи май уйăхĕнче партин Чулхула аслă шкулĕнче кунта вĕренекен Алексей Аверкин /Елчĕк район каччи/ мана Матрена Григорьевна Борисовăпа паллаштарчĕ. "Пирĕн ентеш, Куславкка районĕнчи Куснартан, - терĕ вăл. - Чăваш автономи облаçĕн пĕрремĕш ревкомĕн пуçлăхĕн Даниил Семенович Эльменĕн мăшăрĕ. Эсир калаçăр, çывăхрах паллашăр. Матрена Григорьевнăна киле ăсатăр. Манăн занятие кĕмелле-ха..."

Алексей пирĕнпе хăвăрт сывпуллашрĕ. Эпир урама васкамасăр тухрăмăр. Матрена Григорьевна çÿллĕ мар, хытанка хĕрарăм. Типшĕмрех те ăшă сăн-питлĕ, йăлтăр çутă куçлă. Эпĕ Эльмен çинчен шухăшласа пуçа ватнă хушăра сăмах пуçлама та ĕлкĕрчĕ: "Хăвăр хăш тăрăхран-ха?" Эпĕ ревком пуçлăхĕ çинчен татăклăн нимĕн те пĕлменнине пула веçех çухалса кайнăччĕ - хама тÿрех алла илтĕм: "Куславкка чăвашĕ". Унтан ятпа хушамата, ял ятне каларăм. Пач кĕтмен тĕлпулу пулчĕ ку. Матрена Григорьевна эпĕ аслă пĕлÿ ăçта илнине ыйтрĕ. Шупашкарта, Чăваш университетĕнче терĕм те - пирĕн калаçу питĕ хитре сыпăнса кайрĕ.

Автономи облаçĕ

- Тĕттĕмре пурăннă эпир, - терĕ вăл йăвашшăн мана хулран тытса. - 17-мĕш çулта чăваш халăхĕн 90% хутла пĕлмен вĕт. 1919-1920 çулсенче Чăвашра хутпĕлменлĕхе пĕтермелли 1200 шкул ĕçленĕ. Вĕсенче 80 пин çын вĕренет тетчĕç. Унччен кăшт маларах, 1918 çулта, Даниил Семенович чăваш халăхне Тутар-Пушкăрт республикине кĕни ăна тан мар лару-тăрура тăратса хăварма пултарасси çинчен В.И.Ленинпа канашланă. Часах вăл ахаль салтак пулса Хĕвелтухăç фронтне тухса каять. Майăн 31-мĕшĕнче Агрыз станцийĕ çывăхĕнче унăн ротинчи командир аманать, вăл ун вырăнне тăрса боецсене атакăна çĕклет. Тăшмана хытă çĕмĕреççĕ вĕсем, анчах Даниил хулпуççине тата çурăмне амантать. Госпитальте уйăх çурă сипленсен вăл Хусанта ĕçе тухать.

1919 çулта Хĕрлĕ çар Хĕвелтухăç фронтĕнче çĕнтерÿсем тунă хыççăн Атăл тăрăхĕнчи халăхсем ирĕккĕн сывласа яраççĕ. Хусанта национальноçсен ĕçĕсен Халăх комиссариачĕн чăвашсен уйрăмĕн пуçлăхĕнче тата "Канаш" хаçат редакторĕнче ĕçлекен Даниил Эльмен юлташĕсемпе пĕрле Чăваш ĕç коммунине тăвассишĕн ĕçлеççĕ. 1920 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче В.А.Алексеев, Г.И.Иванов тата Д.С.Эльмен Мускавра Халăх комиссарĕсен Канашĕн ларăвне хутшăнаççĕ. "Чăваш ĕç коммуни" тăвасси çинчен В.И.Ленинпа пĕрле канашлаççĕ. Владимир Ильич "коммуна" сăмах "автономипе" килĕшсе тăманни пирки пĕлтерет, "Чăваш автономине" облаç тесе ят пама сĕнет. Çапла çуралать çутă тĕнчере Чăваш автономи облаçĕ.

1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри Тĕп Ĕçтăвкомпа Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çакăн çинчен Декрет йышăнать. Çав кунах РКП/б/ Тĕп Комитечĕн оргбюровĕ Чăваш автономи облаçĕн ревкомĕн пуçлăхĕ пулма Д.С.Эльмене, ревком членĕсем пулма В.А.Алексеевпа Л.М.Лукина, Шупашкар уес Канашĕн ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ пулма И.А.Крынецкие тата партин уес комитечĕн пуçлăхĕ пулма Я.П.Соснина çирĕплетнĕ...

Даниилăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ

- Даниил Эльмен 1885 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Исментер ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă, - калаçăва тăрук улăштарчĕ ентешĕм. - Çемьере ултă ача ÿснĕ. Даниил ĕçчен те питĕ тавçăруллă пулнă. 6-ра кÿршĕри ватă арçын патĕнче вулама вĕреннĕ. Шкула çÿреме лайăх çипуç пулман. Çапах та 8-та пĕрремĕш класа каять. 12-ре ăнăçлă вĕренсе тухать, уйрăмах математикăна лайăх пĕлнипе палăрать.

Шкул хыççăн вăл ялти пур ĕç патне çыпăçма пĕлет. Ака-суха ĕçĕ шăл çемми, шăллĕсемпе йăмăкне пăхать, çăпата тăвать. Çапла тăватă çул вĕçсе иртет. Кÿршĕ ялта икĕ класлă училище уçăлать. Даниил çулĕсене пăхмасăрах парта хушшине ларать, питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать вăл. Училищĕри учительсем ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулне кайма канаш параççĕ.

Чăн та, каччă шутне кĕнине пăхмасăрах Чĕмпĕрти шкул инспекторĕ ăна вĕренме йышăннă. Вăл Константин Ивановпа пĕр класра пĕлÿ илнĕ. Икĕ çул чиперех вĕреннĕ-ха. Çапах та пурнăç çине раснарах пăхма тытăннă. 1907 çулта вăл та шкулти манифестацисене хăюллăн хутшăнать, шкул тăррине хĕрлĕ ялав çакакан ушкăна лекет, шкулти йĕркесене хирĕçлесе çырнă хутсем çине алă пусать. Çуркунне пуçламăшĕнче вĕсен класне шкултан кăларса яраççĕ. Тăван ялта та Даниил революци ĕçĕсене хастар хутшăнать. Ашшĕ панă Семенов хушамата Эльменпе улăштарать. Телее, тĕрмене хупса ĕлкĕреймеççĕ ăна, çара илсе каяççĕ. Виçĕ çул ытла пуçлăхсем хăйне вăрттăн сыхланине чăтать вăл. 1911 çулта киле таврăнать те учитель ятне илмешкĕн экзаменсем тытма хатĕрленет.

- Константин Ивановпа çыхăну тытнă-и вĕсем? - чăтаймасăр ыйтрăм эпĕ.

- Çырусем çÿретнине пĕлместĕп. Анчах 1912 çул вĕçĕнче И.Я.Яковлев ăна Чĕмпĕре чĕнсе илет. Кунта Даниил Константин Ивановпа Николай Шупуççыннине тĕл пулать. Вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕ пур ĕçе те ăста пулнă, художество академине вĕренме кайма ĕмĕтленнĕ. Мĕнешкел хитре ÿкернĕ! Çав хушăрах вăл сăнÿкерчĕксем те çапнă, шкулти фотокружока ертсе пынă. Иванов Эльмене хăй пÿлĕмне хăнана чĕннĕ. Ку тĕлпулу 1913 çулхи март уйăхĕнче пулнă. Ун чухне Константин Васильевич фотоаппаратпа Эльмен сăнÿкерчĕкне те тунă. Питĕ ăнăçлă ÿкерчĕк! Даниил куçĕсем çав тери ăшă та ырă, сăн-пичĕ çутă...

Çак сăнÿкерчĕке Кĕçтук çырупа Даниил патне яла ярса панă. Константин Иванов та, унăн поэминчи йĕркесем те Эльмене чăваш тĕнчи çине çĕнĕ куçпа пăхма вĕрентнĕ.

Чăвашла тап-таса калаçать Матрена Григорьевна, хĕрÿленнĕ самантсенче питĕнче нар вылять. Манăн хăйĕн çинчен, ревком пуçлăхĕ Эльмен облаçри ĕçсене мĕнле йĕркелесе яни çинчен питĕ пĕлес килет-çке. Çак шухăш патне хăех таврăнчĕ.

- Вăт, университетра вĕреннĕ терĕн те-ха, - каллех ассăн сывларĕ вăл. - Даниил Семенович чи малтан Чăвашра çамрăк ăрăва аслă пĕлÿ пама университет уçасси, хаçат-кĕнеке кăларма издательство /типографи/ тăвасси пирки ыйту çĕклерĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăр Чăваш драма театрĕ, Хресчен çурчĕ, Атăл леш енче, Шупашкар çывăхĕнче электростанци тума, Шупашкара Шăхранпа çыхăнтарма чукун çул хута яма палăртрĕ. Пурте чăваш ĕçĕсем-çке! 1920 çулхи августра университет уçас ыйтупа Шупашкарта митинг иртрĕ, унта аслă шкул никĕсне пĕрремĕш чул хучĕç...

Октябрьти революци хыççăн Даниил салтакран тăван яла таврăнать. Ăна тÿрех вулăсри çĕр комитечĕн пуçлăхне суйлаççĕ. Темиçе эрнерен уесри рабочисен, салтаксемпе хресченсен пĕрремĕш съездĕнче вăл Етĕрне уес Совечĕн ĕçтăвкомĕн пуçлăхĕ пулса тăрать.

Рена тесе чĕнетчĕ

М.Г.Борисова 1894 çулхи майăн 23-мĕшĕнче çуралнă. Çемьере 6 хĕрпе 2 ывăл ÿснĕ. Килйыш чухăн пурăннă. Çапах та ашшĕ-амăшĕ ачисене вĕрентме тăрăшнă.

Ялти шкула пĕтерсен Матюç учительница канашĕпе Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Экзаменсене лайăх тытать. Анчах вĕреннĕшĕн тÿлеме укçа-тенкĕ çукки чăрмантарать. Инкекрен Иван Яковлевич Яковлев çăлать, вăл ăна шкул шучĕпе пĕлĕвне тарăнлатма йышăнать. Матюç çичĕ çул çине тăрса вĕренет. 1914 çулта çак шкула пĕтерет, аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленет. Анчах çемьерен пулăшу пама шантармаççĕ. Вăл вара Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Тимĕрчелпе Улхаш шкулĕсенче ачасене ăс парать. 1917 çулта Чĕмпĕрти хĕрарăмсен гимназине вĕренме кĕрет те тепĕр çул ăна кĕмĕл медальпе пĕтерет. Пĕр тапхăр Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Старакри шкулта ĕçлет. Унтан Хусанта национальноçсен ĕçĕсен Халăх комиссариачĕ çумĕнчи чăваш уйрăмĕн çăхавсен бюровĕн секретарĕнче вăй хурать.

- 1921 çулхи февраль пуçламăшĕнче эпир Даниилпа пĕрлешрĕмĕр, - сăмаха пач урăх йĕрпе кустарчĕ Матрена Григорьевна. - Вăл вăтăр пиллĕкре, эпĕ çирĕм улттăраччĕ. Мана Рена тесе чĕнетчĕ. Ăна нумай пулăшаттăм. Çырусем килсе тăратчĕç, питĕ нумай çыратчĕç. Эпĕ Мускав хучĕсене уйрăм папкăна, Шупашкартисене тепĕрне, çырусемпе ытти хутсене пурне те тирпейлесе хураттăм. Çирĕп кăмăллă арçын. Ялан шухăшлă çÿрет. Чăтăмлă. Шăл йĕресси пач çук. Çын пирки япăххине нихçан каламастчĕ. Шур юр кĕртĕнчен çĕкленнĕ хĕрлĕ чечек пек туйăнатчĕ. Çаплах хăйĕн çывăх çыннисем ура лартрĕç ăна...

Тăван çĕр туртăмĕ

1921 çулхи çу кунĕсенче Д.С.Эльмене Шĕмшер вулăсĕнчи хресченсем пăлхав çĕкленĕшĕн айăплама пуçлаççĕ. Даниил Семенович хытă кÿренет, тарăхса каять. Хăйне Шупашкартан инçетерех Алтай крайне ĕçлеме ямашкăн ыйтса Тĕп Комитета çыру çырать. Август вĕçĕнче вăл мăшăрĕпе тата Марье ятлă йăмăкĕпе Барнаула çитет, РКП/б/ кĕпĕрне комитетĕнче ĕçлеме пуçлать. Часах çамрăк çемьере хĕрача - Зина - çуралать.

Çĕнĕ çĕрте пурнăç пур енчен те майлашăнса кайнă пек туйăннă. Çемьене чаплă хваттер уйăрса панă. Анчах Даниил Семенович чĕринче канăç çухалса пынă. Чăваш облаçĕнче выçлăх пуçланнă. Вăл пĕтĕм вăй-халне парса тунă пурнăç кунсерен улшăнса пынă. Ăна Тăван çĕршыв туртнă, хăй патне йыхравланă.

1922 çулхи март уйăхĕнче РКП/б/ Тĕп Комитечĕ ăна Чăваш обкомне таврăнма ирĕк панă. Шупашкара çитсенех Д.С.Эльмен каллех чăваш ĕçне кÿлĕнет. Июнь уйăхĕнчен - "Канаш" хаçатăн яваплă редакторĕ. Унтан каллех ăна партин Чăваш обкомне ертсе пыма шанаççĕ. Облаçра - выçлăх. Унтан саранча тапăнать тата. Пурнăç - кĕрешÿре. 1924 çулхи май уйăхĕнчи парти конференцийĕнче вăл вĕренме каясси çинчен пĕлтерет, суйлава хутшăнмасть. Çав çулах июль уйăхĕнче Д.С.Эльмен ертсе пыракан "Канаш" литература пĕрлешĕвĕ "Сунтал" журнал кăларма пуçлать, "Капкăн" журнал пичетлеме хатĕрленет. Парти обкомĕн пленумĕнче ăна каллех "Канаш" хаçат редакторĕ пулма çирĕплетеççĕ.

1924 çулта вăл Мускава Хĕрлĕ профессура институтне вĕренме каять. Малтан хатĕрленÿ уйрăмĕнче пĕлÿ илет, вара институтра вĕренме пуçлать. Парти Чăваш обкомĕн бюровĕ ăна ятарлă стипенди пама йышăнать.

- Даниил ют чĕлхесене юрататчĕ, - палăртса каларĕ Матрена Григорьевна. - Институт пĕтернĕ хыççăн Карл Марксăн "Капиталне" чăвашла куçарма ĕмĕтленетчĕ. Эпĕ те Н.К.Крупская ячĕллĕ коммунистла воспитани академийĕнче вĕренеттĕм. Зинăна ăшă кăмăллă пĕр хĕрарăм пăхатчĕ. Академие эпĕ 1929 çулта вĕренсе пĕтертĕм, Муром хулинче ĕçтăвкомра, халăха вĕрентес ĕç пайĕнче ĕçлерĕм.

Виçĕ сехет калаçрăмăр Матрена Григорьевнăпа. Ывăнса çитрĕ вăл. Эпĕ ăна хăйсен çурчĕ патне çитиех ăсатрăм. Алексей Аверкин хушнине пурнăçларăм.

Герман ЖЕЛТУХИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.