Акара тар тăкрăмăр, Акатуйра савăнтăмăр
Чăвашсен ламран лама пыракан уявĕсенчен пĕри - Акатуй. Вăл халичченех упранса юлнă. Çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ăна ял çыннисем çеç мар, район, облаç, республика шайĕпе те уявланă. Çĕршыв тĕп хулинче те темиçе хут кĕрлесе иртрĕç акапа çĕр уявĕсем.
Шурă Шупашкарăмăра хăйĕн паянхи сумĕпе çитсе тарăн тымар яриччен чылай пăтăрмахпа тĕл пулма тивнĕччĕ унăн йĕркелÿçисен. Хăй вăхăтĕнче республика ертÿлĕхĕ ăна ял-район шайĕнче ирттерни çитет тенĕ-ши, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне Шупашкарта хапăл пулмарĕ. Çапах та Чăваш наци конгресĕн ĕçченĕсем çине тăнипе тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче темиçе çул Пĕтĕм чăвашсен Актуйне ирттерчĕç. Унта кашнинчех республика тулашĕнчен вун-вун, çĕр-çĕр йăхташ хутшăнчĕ. Паркра самантлăха пирĕн аваллăх чĕрĕлсе тăнăн туйăнатчĕ.
Паллах, çак уява общество организацийĕн вăйĕпе çеç йĕркелени чылай чăрмав кăларса тăрататчĕ. Ăна чăнласах тивĕçлĕ шайра ирттерес тесен патшалăх пулăшăвĕ кирлине туйнă, çавăнпа ыйтăва тивĕçлĕ шайра çĕкленĕ. Усси пулчĕ. 2013 çулхи Акатуя Чăваш Ен Правительствин вăйĕпе йĕркелерĕç. Вăл хăйĕн "пропискине" те улăштарчĕ, тĕп хулан Хĕрлĕ лапамне çитрĕ.
Акă кăçалхи Акатуй та - чăваш халăхĕн чи сумлă та сăваплă уявĕ - Республика кунĕнче Хĕрлĕ лапамра уçăлчĕ.
Çитмĕлех те халăх, çич халăх...
Атте-анне ятне упраса,
Пĕр ăруран тепри тытăнса
Улăпсемĕр хыççăн утрăмăр
Çитмĕл халăх витĕр тухрăмăр.
Ан пăрах çак халăха,
Çăлаканăмăр.
Çак сăмахсенче - чăвашсене, вĕсен несĕлĕсене тав туни, мĕнле инкекре те, мĕнле нишлĕхре те хамăрлăха упраса хăварнăшăн, паянхи куна илсе çитернĕшĕн пуç тайни, малашне те пĕрле пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма, чăваш халăхĕ хăтлă та йышлă пултăр тесе ăнтăлни.
Тăван халăхăм çутçанталăкпа килĕшÿре пурăннă. Халĕ те çаплах. Ун пирки илемлĕ йĕркесем шăрçаланă:
Тăван çĕр - тăван анне!
Çÿлелле пăхать савса!
Çÿлти пĕлĕт вăл атте!
Çупăрлать çĕре савса.
Пит илемлĕ-çке: çилпе
Йывăç-курăк авăнать!
Тимлесен: уйра ирпе
Çутçанталăк туй тăвать!
Сцена çине аякран килнĕ хăнасем - Мускав хулинчи "Атăл" хор, Пушкăртстанри Кармаскалă районĕнчи "Шевле" халăх ансамблĕ, Тутарстанри Пăва районĕнчи "Уяв" фольклор ушкăнĕ, Хакас Республикинчи "Палан" чăваш ушкăнĕ, Чулхула облаçĕнчи Воротынец районĕнчи "Илем" ансамбль, Оренбург облаçĕнчи Абдулино районĕнчи "Янра, юрă" коллектив, Пенза облаçĕнчи халăх юррисен "Шăпчăксем" ушкăнĕ, Самар облаçĕнчи Исаклă районĕнчи "Çăлкуç" фольклор ансамблĕ, Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелекесс районĕнчи "Савăнăç" халăх ансамблĕ, Беларуç Республикинчи "Хамăр ял" фольклор коллективĕ, Иркутск облаçĕнчи "Туслăх хĕлхемĕ" ачасен ушкăнĕ, çавăн пекех хамăр республикăри районсенчен пĕрер коллектив тухрĕç.
Лапам Акатуй ялавĕпе илемленчĕ. Ăна çĕклесе пыраканĕсем - Чăваш Ен ялхуçалăхĕнче палăрнă ентешсем: Етĕрне районĕнчи "Родина" хуçалăхри Галина Толстова оператор, çак районти "Ленинская искра" хуçалăхри Лидия Андреева оператор, "Чувашхлебопродукт" обществăн Шупашкарти филиалĕнчи арман цехĕн операторĕ Валентина Шашкина тата "Вурнары завод СОМ" обществăн слесарĕ Владислав Ильин. Вĕсемех Акатуй ялавне çĕклеме тивĕçрĕç. Çак вăхăтра чуна пырса тивекен "Алран кайми аки-сухи" юрă янăрарĕ.
Уяв ертÿçисем сцена çине хăпарма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне - ЧР инфомаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне Александр Иванова, Чăваш наци конгресĕн президентне, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угаслова, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председательне Петр Краснова, Шупашкар хула пуçлăхне Леонид Черкесова чĕнчĕç.
Александр Степанович хула çыннисемпе хăнасене Чăваш Ен ертÿлĕхĕ ячĕпе Республика кунĕпе, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕпе саламларĕ, Раççейри чăвашсен виççĕмĕш Акатуйĕ уçăлнă тесе пĕлтерчĕ. Николай Угаслов та, Петр Краснов та, Леонид Черкесов та салам сăмахĕ каларĕç, савăк кăмăл, ăнăçу сунчĕç. Кăçалхи Акатуя Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине, Раççейри Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне, çавăн пекех тăван Чăваш Ен 95 çула çитнине халалланă. Çавăнпа сцена çинче асăннă пулăмсене халалланă номерсем пулни - питĕ вырăнлă. Акатуйăн пĕрлештернĕ хорĕ /тĕп дирижерĕ Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин/ "Юрлать шурă çÿçлĕ салтак", "Победа" юрăсене шăрантарчĕ, вăрçă тата çар ветеранĕсен ячĕпе Раççей Президенчĕн шаннă çынни Геннадий Матвеев, Литература çулталăкĕ ячĕпе Раççей Президенчĕн шаннă çынни, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай саламларĕç.
Хĕрлĕ лапамăн тĕп сцени çине çавăн пекех кĕçĕн çулти Нарсписемпе Сетнерсем тухрĕç, "Нарспи" поэмăн йĕркисене чăвашла кăна мар, тĕрлĕ чĕлхепе вуларĕç, вăйă картине тăчĕç. Акатуй спорт уявĕ пулнине çирĕплетсе спортсменсем вăй виçрĕç. Çапла савăнчĕ, кĕрлерĕ Хĕрлĕ лапам. Ун хыççăн Акатуя хутшăнакансем карталанса Анне-монумент енне çул тытрĕç. Унта - Акатуйăн сăваплă картинче - мăчавăрсем /Евгений Ерагин, Виталий Станьял, Алексей Иванов/ Çут тĕнчене тытса тăракан Çÿлти Турă ячĕпе сăваплă сăмахсем каларĕç, Акатуя ăнăçлă ирттерме пулăшма ыйтрĕç, тырă-пулăна, пурнăçри ырлăхсене ÿстерсе пыма, тăван халăха малалла та пĕрле пурăнма ыйтса кĕлĕ, чÿк турĕç. Унтан хисеплĕ мăчавăрсене тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче Çÿлти Турра тата ваттисене асăнса лартнă Юпа патне кайса та чÿк тума ыйтрĕç.
Акатуйăн сăваплă картинче вырнаçтарнă Юпа çумне те ваттисене асăнса хăюсем çакрĕç. Коллективсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, пăхаттирсем вăй виçрĕç.
Манăн вара аякран килнĕ йăхташсен шухăшне пĕлес килчĕ. Хакас Республикинчи Усть-Абакан районĕнчи Доможаков ялĕнче чăвашсем пурăнни пирки халиччен пĕлменччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пырса тухнă иккен унта ентешсем. Куçса пынисенчен пысăк пайĕ Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенчи чăвашсем пулнă. Халĕ унта малтанхи ăрусен ачисем тата мăнукĕсем пурăнаççĕ, чылайăшĕ тăван чĕлхине маннă та-мĕн. Çапах та пĕчĕк тăван кĕтесĕшĕн чунран тунсăхлаççĕ. Ирина Митюхинăна, Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш пикине тата унăн тантăшне Надежда Сорокинăна, Канашри педагогика техникумне пĕтернĕ хыççăн 1990 çулта направленипе шăпах унта ĕçлеме янă. Вĕсем чăваш чĕлхи вĕрентме пуçланă. "Шел, хальхи вăхăтра пирĕн шкулта тăван чĕлхене факультатив тата фольклор мелĕпе çеç пĕлÿ параççĕ, - тет Ирина Дмитриевна. - Çак ĕçе ăнăçлă туса пырас тесе ачасен "Нарспи", чи кĕçĕннисен "Сарпике" ансамблĕсене йĕркелесе ятăмăр. Ÿссе çитсен вĕсем "Палана" юрлама çÿреме пуçлĕç. "Паланра" вара /ăна çĕн çĕре куçса пынă ентешсем 1956 çултах йĕркеленĕ/ самай çулланнисем те пур. Акă, сăмахран, Валентина Егорова Хакас çĕрне кайнă чухне ултă çулта пулнă, Николай Судухин вара - тăваттăра. Çакскер 64 çул пулман тăван кĕтесĕнче. Пурте çуралнă ялĕсене çитсе курасшăн, çывăх тăванĕсемпе курнăçасшăн. Акатуй вара вĕсен пысăк ĕмĕтне пурнăçлама пулăшрĕ. Çавăн пекех "Палан" юрăçисем хăйсен спонсорне - Патшалăх Канашĕн депутатне Олег Дельмана /вăл "Паланçăсемпе" ăнсăртран, Хакас Республикине командировкăна пырсан паллашнă, кунта чăваш ялĕ пуррине пĕлсен унта çитсе курнă, ансамбле Шупашкара килме 100 пин тенкĕ укçа парса пулăшнă/ - тав тăваççĕ.
Надежда СМИРНОВА
Комментари хушас