Асамлă, куçпăван хăват!

25 Çĕртме, 2015

Раççейĕм - тупмалли юмах,

Асамлă, куçпăван хăват!

Ăçтан тупас сан тупсăмна?

Мĕнле сана ăнланмалла?

Петĕр ХУСАНКАЙ,

Чăваш халăх поэчĕ

Раççей тупсăмне ăнкармалли çул-йĕрсенчен пĕри - унăн çĕр илпеклĕхĕпе тулăх та вĕçĕ-хĕррисĕр анлă тăрăхĕсенче пурăнакан тĕрлĕ халăхăн хăйнеевĕрлĕ сăвви-юрри, ташши-кĕвви. Авалтан пыракан çак «чĕрĕ» пуянлăхпа туллин киленме май парать те Чăваш Республикин кунне уявланă чухне çулсеренех иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль. «Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ» статуса тивĕçнĕскер вăл республикăмăрта кăçалхипе 23-мĕш хут иртрĕ. Вăл Республика кунĕ умĕн июнĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умĕнче уçăлчĕ. «Раççей çăлкуçĕсен» сиплĕхне тутанса курма Чăваш Республикин тĕп хулине Раççей Федерацийĕн 16 регионĕнчен /Владимир, Калуга, Мускав, Иваново, Ярославль, Тверь, Рязань, Самар облаçĕсенчен* Крым, Карели, Коми, Мари Эл, Удмурт, Калмăк, Тутарстан, Мордва республикисенчен/ тата Беларуç Республикинчен пурĕ 19 пултарулăх ушкăнĕ килсе çитнĕ.

Хăйсен пултарулăхне чи малтан чăваш артисчĕсем кăтартрĕç. Вĕсен юрăллă-ташăллă «умсăмахĕнче» Раççейре кăçал Литература çулталăкĕ пулни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни ярт уçăмлă палăрчĕ. Константин Иванов поэми тăрăх Григорий Хирпÿ çырнă «Нарспи» оперăри «Алран кайми аки-сухи» янăраса кайсан Петĕр Хусанкай сăввинчи пек «чăваш чĕри, хуйхи-суйхи, шăпи - йăлт тухрĕ куç умне»...

Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Игнатьевăпа, Беларуç Республикин промышленноç министрĕ Виталий Вовк, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти хисеплĕ хăнасем хутшăнчĕç. «Раççей регионсемпе вăйлă. Кашни тăрăхăн хăйĕн, никамăн пек те мар культури. Шăпах вĕсем Раççей Федерацийĕн нумай енлĕ культурин уйрăлми пайĕ пулса тăраççĕ», - терĕ Михаил Васильевич уява пухăннисене саламласа тата тав туса.

Чăваш Ене килнĕ хăнасенчен халăх умне чи малтан Ярославль облаçĕнчи «Карусель» пултарулăх ушкăнĕ тухрĕ, вĕсем юханшыв чул айĕпе те васкаса юхни çинчен юрларĕç. Беларуç Республикинчен çитнĕ ушкăн ячĕ - «Светанок», чăвашла «Ирхи шуçăм» пулать. Вĕсем юрланă чух Шупашкарта каç пулманччĕ-ха, çапах та театр çийĕнчи тÿпере уйăх хăйĕн çĕнĕ çурлине çакма ĕлкĕрнĕччĕ. Çавăнпа та «Раççей çăлкуçĕсен» кăçалхи сассине пĕр вăхăтрах çĕнĕ уйăх та, васкасах анакан хĕвел шевли те илтме пултарчĕç...

Хăнасемпе те калаçса илме май пулчĕ. Тверь облаçĕнчен килнĕ «Услада» ушкăн юрăçине Валентина Чернышовăна Шупашкарта çав тери килĕшнĕ. «Йăлтах ытармалла мар хитре», - терĕ вăл. Эпĕ вĕсен тăрăхĕнчен тухнă Антон Чехова пирĕн писательсем хаваспах чăвашла куçарни çинчен пĕлтертĕм те - хăнасем мана «Удомельский край - традиции и современность» ÿнер альбомĕ парнелерĕç. Пытармалли çук - хĕпĕртерĕм! Мари Элран килнĕ «Упшер кундем» фольклор ушкăнĕн тумĕ пирĕн халăхăнне аса илтерет. Чăвашсем мар-и тесе вĕсемпе малтан хамăрлах калаçма пуçларăм. Вырăсла калаçма ыйтрĕç. Çак уяв пирки пĕр сăмахпа: «Прекрасно!» - терĕç те, марилле куçарса пама ыйтрăм. Чăвашла пекех янăрать вĕт-ха: «Пеш чот чапле!» Чăнах та, питĕ чаплă! Пĕчĕк юханшывсем анлă Атăла пĕрлешнĕ пекех тĕрлĕ халăх пĕр уяв картине тăрса хăйĕн тăван чĕлхипе юрă шăрантарнинчен чаплăраххи мĕн пултăр? Çакăн евĕрлĕ тепĕр уяв кăна...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.