ХАМĂРТАН НУМАЙ КИЛЕТ

23 Çĕртме, 2015

Май-июнь уйăхĕсенче "Волжские зори" санаторире кантăм. Сывлăха çирĕплетме кунта услови çителĕклĕ. Хама лайăхрах туйма пуçларăм. Анчах пăшăрханмалли тĕслĕхсем те пулчĕç. Санаторире мĕнле пăхни мар, çынсем хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшманни кулянтарчĕ.

Канма пынисем хушшинче самăр çын нумай, çĕр килограмран та ытларах таяççĕ пуль - аран-аран уткалаççĕ. Шеллесе пăхаттăм вĕсем çине. Çуран çÿремелли сывлăх маршручĕсенче хайхисене пĕрре те курман. Ара, утнă чухне урисене ытла та йывăр-çке. Çавăнпа вăхăта диван çинче ларса, телевизор пăхса е кăнтăрлах çывăрса ирттеретчĕç. Столовăйра вара апата тиркесенине асăрхаман, аванах çиетчĕç.

Кÿпшекленнин сăлтавĕсем пур паллах. Хăшĕсен ку чире пула аталаннă-ха. Сăмах вĕсем пирки мар. Сахал хускануллă пурнăçпа тата ытлашши, тĕрĕс мар апатланнипе тулса кайнисене асăрхаттарас килет. Ÿркенÿлĕх, виçене уяманни чире яма пултарать. Кунта нимĕнле санатори те пулăшаймĕ. Сывă пуласси хамăртан нумай килет. Ашшĕ-амăшĕн сывă пурнăç йĕркине ачисене те мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла, вĕсемшĕн ку енĕпе тĕслĕх пулмалла.

Р. МОИСЕЕВ.

Комсомольски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.