Чăваш Ен парăмлисен шутĕнче мар

19 Нарăс, 2014

Ĕнер Раççей транспорт министрĕ Максим Соколов селектор видеоканашлăвĕ ирттерчĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăх министрĕ Михаил Янковский тата Конкуренципе тарифсен политикин патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова хутшăнчĕç.

Федераци министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - çĕр-шыври хула çумĕнчи чукун çулсемпе пассажирсене илсе çÿрес ĕçри лару-тăру йывăр. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Регионсем "Раççей чукун çулĕ" обществăн вырăнти предприятийĕсем пассажирсене илсе çÿресе куракан тăкака саплаштарма субсиди кирлĕ чухлĕ уйăрмаççĕ. Виçĕ субъект пĕр пус та парасшăн мар. "Малашне те кун пек пулсан хуласен çумĕнчи маршрутсен пуласлăхĕ питĕ пăшăрхантарать", - терĕ общество гендиректорĕ Владимир Якунин.

Чăваш Ен парăмлă регионсен шутĕнче мар. Пĕлтĕр вăл хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕн тăкакĕсене саплаштарма республика хыснинчен 52 млн тенкĕ уйăрнă, кăçал та чылай куçарасшăн. Кунсăр пуçне шкул ачисемпе студентсен билет хакĕн пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен бюджетĕнчен 4 млн тенке яхăн яма палăртнă.

Видеоканашлура Раççей чукун çулĕ тÿсекен тăкака саплаштарма субъектсен хыснинчен кĕмĕл уйăрас ыйтăва тĕплĕн сÿтсе яврĕç. Министр обществăпа регионсен пысăк пайĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшÿсене халĕччен те алă пусса çирĕплетменнине, субъектсен пассажирсене илсе çÿрекен предприятисен умĕнчи парăмĕ пысăккине палăртрĕ, ăна пĕтерме чĕнсе каларĕ.


С.СЕРЕГИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.