Энтип чирленĕ...

20 Çĕртме, 2015

"Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ" тесе ахальтен каламан. Вулама юратакан çын, хăть мĕн калăр та, ыттисенчен кăшт та пулин уйрăлса тăратех: темĕн те пĕлес килнипе те, лайăххи, ырри патне туртăннипе те, аталанăвĕпе те, тĕнче курăмĕпе те... Тепĕр чухне кĕнекех... малашлăх çулне - профессие - суйласа илме пулăшать. Шăпах çакăн пек шухăшсем çуралчĕç Элĕк район больницин тĕп тухтăрĕпе Василиса Архиповăпа калаçнă май.

Кăсăк та, кăткăс та...

Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче çуралса Элĕк тăрăхĕнче тĕпленнĕскер калаçура тăван кĕтесне тăтăшах асăнать Василиса Владимировна: тавралăха та, çыннисене те. Шăпах сывлăх хуралĕн ĕçченĕсен уявĕ умĕн тĕл пултăмăр та сăмахăма малалла тăсса кайиччен çапах та професси патнех таврăнас килет. Мĕншĕн, мĕне тĕпе хурса вăл е ку профессие суйласа илет-ха çын? Пушшех те - сиплев ĕçне? Тухтăр ĕçĕ кăсăк кăна мар, кăткăс та, пархатарлă кăна мар, яваплă та-çке...

- Хам çак çула суйласа илнĕшĕн пачах та ÿкĕнместĕп, - пуçларĕ сăмахне Василиса Владимировна. - Медицинăра пĕтĕмĕшле 35 çул ĕçлетĕп. Халĕ те кăмăлпах такăрлататăп больница сукмакне. Чун кăмăлланă ĕçре вăхăт иртни те, ывăнни те туйăнмасть. Чирлисене ура çине тăратма май килни вара çĕклентерет кăна. Çак туртăм - çынна пулăшасси - мĕн ачаран килĕшетчĕ мана. Хам шурă халат тăхăнассине пĕлсех тăнă тейĕн.

Ача чухнех алла "Букварь" çакланнăччĕ. "Э" саспаллирен пуçланакан "эмел" тĕлĕнче туйăм шайĕнче чарăннă-ши - пĕлместĕп. Анчах та çакă вĕçĕмех канăç памастчĕ. ...Энтип чирленĕ. Энтип эмел ĕçнĕ. Энтип сывалнă... Çак шухăша палăртакан вăчăра пыратчĕ унта. Энтип çинчен мана тăтăшах вуласа паратчĕç. Анчах та пуçăма ниепле те шăнăçаймастчĕ - сывалнă тăк мĕн туса выртать-ха апла Энтип, мĕншĕн ура çине тăмасть? Сывă çынсем утса çÿреççĕ-çке, вăл вара çаплах выртать... Çук, Энтипе ура çине тăратмаллах... Ĕмĕт чăнлăха çаврăнчĕ. Медицина çул-йĕрне Канашри училищĕрен пуçларăм. Чăн та, тухтăр пулас ĕмĕт малтанах çуралма та вăтаннă-тăр. Эпир çемьере саккăрăн ÿснĕ. Атте-аннене капла та çăмăлах пулман-тăр. Аслă пĕлÿ илес тесен татах вĕсенчен пулăшу ыйтма тивет... Тăвансен хушшинче пушшех те медицинăна суйласа илнисем çук. Анчах та сывлăх хуралĕнче медицина сестринче ĕçлеме тытăнсан ĕмĕт вăйланчĕ - тухтăр пулмах тĕв турăм. Халĕ шухăшлатăп та хам тĕлĕнетĕп. "Вĕренме кĕреетĕп-и-ха?" - текен шухăш пулман та вĕт манăн, студентсен йышне лекичченех медфакран "хĕрлĕ" дипломпа вĕренсе тухас ĕмĕт çуралнă. Палăртни каллех пурнăçланчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче педиатри енĕпе малтанах каçхи уйрăмра ăс пухрăм, каярахпа кăнтăрлахине куçарчĕç. Алла вара чăнласах хĕрлĕ диплом илтĕм.

Унтанпа миçе "Энтипе" ура çине тăратман-ши ырă кăмăллă, çирĕп чунлă, мал ĕмĕтлĕ çак тухтăр? Тĕрлĕ больницăра вăй хунă хыççăн шăпа Элĕке илсе çитернĕ. Çуралнă тăрăхпа та çыхăну татăлман.

Кама кушак е йытă çури, кама... пăру

Кукашшĕпе кукамăшĕ, аякра пурăннипе-ши, яланах шăпăрлансемшĕн питĕ çывăх. Архипов-кĕçĕннисем те /çемьере икĕ ывăл ÿснĕ/, ашшĕ-амăшĕ Тăвай тăрăхне хăнана пуçтарăннине пĕлсен, хăпăл-хапăлах çула тухма хатĕрленнĕ. Ялта пурăнакан çын, паллах, выльăх-чĕрлĕх усрать. Пĕррехинче хăнана çитнĕ çĕре çывăх çыннисен шăпах ĕне пăруланă-мĕн. Пĕчĕк Сашук ун чухне шкула та кайман-ха, анчах та ун чухнех хуçалăх пирки шухăшлама пĕлнĕ-тĕр çав. "Мĕнле вара ку - сирĕн икĕ ĕне, пирĕн пĕрре те çук?" - тинкернĕ шăпăрлан кукашшĕне куçран. Ырă кăмăллă арçын çийĕнчех пăрăва... Элĕке илсе кайма сĕннĕ. Анчах та тин кăна уйрăм çурта куçма хатĕрленекен Архиповсен вите таврашĕ те çук. Район центрĕнче тĕпленнĕскерсем выльăх тытасси пирки шухăшламан та темелле. Чăрмавĕ сахал-им? Анчах Сашук та лăпланма пĕлмен. Ĕне кирлĕ! Урăх сăмах та çук. Çапла çулталăкран хайхи пăрăва Элĕке илсе килмех тивнĕ. Паллах, сарайĕ-вити маларах ÿссе ларнă. Пĕр-икĕ уйăх йăпаннă хыççăн ача пăрупа выляса ывăннă тетĕр-и? Пачах тепĕр май, пĕчĕкскер пĕтĕм яваплăха хăй çине илнĕ. Çитересси, тасатасси, каярахпа тата сăвасси те - нимĕн те хăратман ăна.

Яваплăх туйăмне курса-ши, выльăх-чĕрлĕхе, каярахпа вĕсен йышĕ самай ÿсрĕ, ачасене шанса хăварса инçе çула та пĕр шикленмесĕрех тухаттăмăр, - каласа кăтартать тĕлĕнмелле маттур каччăн амăшĕ. Çапла, Саша ÿссе каччă пулнă ĕнтĕ. Чĕрчун тĕнчипе тĕлĕнмелле çывăх чунлăскер - каярахпа кукашшĕнчен тиха та илсе килесшĕн пулнăскерне янавара килĕнчех хăварма аран ÿкĕте кĕртнĕ вĕт - малашлăхне çапах та техникăпа çыхăнтарнă. Халĕ Саша Мускаври аслă шкулта вĕренет. "Текех ĕне пăхма каяймăп ĕнтĕ", - тенĕ шкултан вĕренсе тухнă арçын ача. "Сирĕн пулăшăвăсăр эпир те выльăх усраймăпăр", - ассăн сывланă амăшĕ, ывăлĕсене пĕрин хыççăн теприне тăван килтен вĕçтерсе кăларнă май.

Тăван сăмах чуна çывăхрах

...Çул чупать. Вăхăта çăварлăхлама çук. Маттур каччăсен кукамăшĕ Зоя Яклашкина 88 çула çитнĕ. Юратнă амăшне хĕрĕ хăй патне Элĕке илсе килме тăрăшать. Ытти ачисем те хисеплĕ ватта хăйсем патне йыхравласах тă-раççĕ. Зоя Матвеевна чăваш хаçачĕ-журналĕпе питĕ туслă /ахăртнех, вулас туртăм хĕрне шăпах çывăх çыннинчен куçнă/. "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатпа тахçанах туслă çыхăну йĕркеленĕ çемье. Юратнă кăларăма Василиса Владимировна амăшне валли те, хăйне валли те çырăнать. Çавăн пекех "Хыпарăн" шăматкунхи кăларăмне, "Сывлăх" хаçата, "Тăван Атăл" журнала кăмăллать туслă çемье.

- Тăван чĕлхепе тухакан кăларăмсене яланах вулатпăр, - тет чăваш хĕрарăмĕн сăнарне тĕслĕх шайĕнче тытса пыракан тĕп тухтăр. - Тăван сăмах çапах та чуна çывăхрах.

Кивелмен-ватăлман ыйту

Медицинăри паянхи çивĕч ыйтусене хускатмасăр та иртеймерĕмĕр Василиса Владимировнăпа. Анчах та вăл хăйсен кăткăслăхĕсем çинче мар, çынсен сывлăхĕ пирки ытларах чарăнса тăчĕ. Элĕк районĕ те этемлĕхрен уйрăм аталанмасть. Чирсем çамрăкланса пыни пăшăрхантарать, уйрăмах - онкологи тата чĕрепе юн çаврăнăшĕн чирĕсем. Сăлтавĕ мĕнре? Çакна ăсчахсем те татса калаймаççĕ. Районта "васкавлă пулăшу" 2 бригади ĕçлет. Юлашки вăхăтра вĕсене тăтăшрах чĕнме пуçлани сисĕнет. Сăлтавĕ каллех юн çаврăнăшĕн чирĕсемпе çыхăннă. Çав вăхăтрах эрех-сăрапа виçине пĕлмесĕр айкашакансем патне чĕнесси те ÿснĕ-мĕн. Ирĕксĕрех кивелме-ватăлма пĕлмен ыйту çуралать: мĕн тумалла? Паллă ĕнтĕ, нумай чир сăлтавĕ - стресс. Мĕнле сыхланмалла унран?

- Çын шухăшсăр пурăнаймасть, - тет Василиса Владимировна. - Ир тăрсан та, каç выртсан та шухăш явăнать пуçра. Çавă ĕнтĕ вăл стресс тени. Мĕнле сыхланăн унран? Çынна хăйĕн сывлăхĕ пирки хăйнех ытларах шухăшлаттарас килет. Калăпăр, ирхине зарядка тума мĕн чăрмантарать пире? Ĕненĕр, ятарлă çак хусканусене тăтăш туниех сывлăха питĕ ырă витĕм кÿрет. Ку - сывлăха çирĕплетес енĕпе тунă пĕрремĕш утăм. Пирĕн республикăра физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Халĕ сывлăх керменĕсем нумай уçрĕç. Ÿркенмелле мар кăна. Çав вăхăтрах çынсене çапах та лавккара туяннă апат-çимĕç сахалрах çиме сĕнес килет - хамăр ÿстерни-туса илнине нимĕн те çитмĕ.

Çапах та чи çăмăлли - сĕнÿ парасси теççĕ. Эпĕ иккĕленерех пăхнине тĕ-лĕнтермĕш çак хĕрарăм /ара, ытла та пур енчен те пултаруллă та.../ куçран пăхсах ăнланчĕ курăнать, ыйтса ĕлкĕриччен хăй куларах хуравларĕ:

- Пĕрле вĕреннĕ юлташсем тĕл пулсан: "Халĕ те спортпа туслă-и-ха эсĕ?" - тесе ыйтаççĕ. Пысăк спорт мар çакă, такам хушнипе-вĕрентнипе те тумастăп ăна, чун ыйтнипе кăна. Кашни кун зарядкăран пуçланать. Ирсерен чупасси-утасси çамрăк чухнех йăлана кĕнĕ. Йĕлтĕрпе те туслă эпĕ. Халĕ тата акă коньки çине тăтăм. Наци пĕр кросĕнчен те юлмастăп. Халĕ вара тахçанхи ырă йăла каялла таврăнчĕ акă - ГТО нормисене тултарасси. Пĕл-сех тăрăр - Элĕк райбольницинче спортпа туслисен, асăннă норматива пурнăçлакансен йышĕ ÿссех пырĕ.

Кун çумне хушса урăх мĕн калăн? Элĕксен хăйсен тухтăрĕсенчен тĕслĕх илмелли кăна юлать.

Рита АРТИ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.