Унăн сăввисем çунатлă...

19 Çĕртме, 2015

Çапла? Çăмăллăн çырнă: к.в.лл. юхакан сăвăсем юрра хывăнаçç. те - халăхра хăвăрт саланаçç.? Сăмахăм - Владимир Рыбкин /Вăрăм Палюк/ поэт-юрăçă çинчен? Кунашкал калама мехел çитермеллех пуль: унăн 1000-е яхăн сăввине юрра хывнă: в.сене 100 ытла артист сцена çинче шăрантарать?

Владимир Николаевичăн сăввисем çунатлă тен.рен Патăрьел район.нчи Кив. АхпJрт шкул.нче 8-м.ш класра в.ренн. самант аса килет? Х.ллехи каникула килн. ЧПУ студенч. пир.нпе: чăваш литературин кружокне çJрекенсемпе: т.лпулу ирттерн.чч.? Еплерех хавхаланса вулар. ун чухне пулас поэт сăввисене! Арсений Иванович Хитров: чăваш литературине тата музыка предметне в.рентекенскер: Володьăн сăввисем пит. к.в.лл. пулнине калар.?

Унтанпа чылай вăхăт иртр. .нт.: ачалăх та: çамрăклăх та асаилJсенче юлнă? Пурнăç çул. вара Владимир Николаевичăн чăннипех те пуян: аслă шкул хыççăн п.р хушă Комсомольски район.нчи «Октябрь ялав.» хаçатра .çлер.? 1982-1994 çулсенче - «Коммунизм ялав.нче» /хал. - «Хыпар»/ - яваплă секретарь заместител.: пай пуçлăх.: т.п редактор заместител.? Каярах яваплă ытти .çре вăй хунă? «Поэзи маншăн яланах чун хавал.: килен.ç пулнă: - тет Владимир Рыбкин? - Вăл мана вăй-хăват хушать»?

Паян: июн.н 19-м.ш.нче: 55 çул тултаракан поэт чăн-чăн арçын тив.çне чыслăн пурнăçланă? Тăван ял.нче çурт хăпартнă: ывăл-х.р çит.нтерн.: йывăç лартнă? Вăрăм Палюк - сăвă-калавсен 26 сборник.н автор.: Раççей Писательсен союз.н член.: Валентин Кузнецов яч.лл. преми лауреач.?

Юлашки çулсенче Владимир Рыбкин чăваш эстрадине ç.н. варкăш илсе килч.: ик. çул каялла «Юрлакан ч.ресем» эстрада ушкăн. й.ркелер.? К.ске хушăрах ç.н. ушкăн чăваш эстрадинче хăй.н вырăнне тупр.? «Юрлакан ч.ресем» шăрантаракан юрăсене куракансем ăшшăн йышăнаçç.? Сăмах май: шоу-ушкăн çум.нче ачасен эстрада студий. пур? «Çамрăк ăру тăван ч.лхене юратса: юрă-к.в. т.нчине ăша хывса Jст.р? Хăйсем чăваш пулнипе мăнаçланччăр»: - тет Владимир Рыбкин продюсер?

Вăрăм Палюкăн кунçул. тулăх: .м.р. вăрăм пултăр? Вулакана: куракана ç.н. сăвă-юрăпа савăнтартăр? Сăмах май: Шупашкарти Ухсай Яккăв. яч.лл. культура кермен.нче паян 18 сехетре Владимир Рыбкинăн пултарулăх каç. иртет? Куракансене «Юрлакан ч.ресем» ушкăн тата чăваш эстрада çăлтăр.сем хаваспах к.теçç.? Кил.р: курăр: савăнăр!

n Михаил АРЛАНОВ

Çапла. Çăмăллăн çырнă, кĕвĕллĕ юхакан сăвăсем юрра хывăнаççĕ те - халăхра хăвăрт саланаççĕ. Сăмахăм - Владимир Рыбкин /Вăрăм Палюк/ поэт-юрăçă çинчен. Кунашкал калама мехел çитермеллех пуль: унăн 1000-е яхăн сăввине юрра хывнă, вĕсене 100 ытла артист сцена çинче шăрантарать.

Владимир Николаевичăн сăввисем çунатлă тенĕрен Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче 8-мĕш класра вĕреннĕ самант аса килет. Хĕллехи каникула килнĕ ЧПУ студенчĕ пирĕнпе, чăваш литературин кружокне çÿрекенсемпе, тĕлпулу ирттернĕччĕ. Еплерех хавхаланса вуларĕ ун чухне пулас поэт сăввисене! Арсений Иванович Хитров, чăваш литературине тата музыка предметне вĕрентекенскер, Володьăн сăввисем питĕ кĕвĕллĕ пулнине каларĕ.

Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ: ачалăх та, çамрăклăх та асаилÿсенче юлнă. Пурнăç çулĕ вара Владимир Николаевичăн чăннипех те пуян: аслă шкул хыççăн пĕр хушă Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра ĕçлерĕ. 1982-1994 çулсенче - «Коммунизм ялавĕнче» /халĕ - «Хыпар»/ - яваплă секретарь заместителĕ, пай пуçлăхĕ, тĕп редактор заместителĕ. Каярах яваплă ытти ĕçре вăй хунă. «Поэзи маншăн яланах чун хавалĕ, киленĕç пулнă, - тет Владимир Рыбкин. - Вăл мана вăй-хăват хушать».

Паян, июнĕн 19-мĕшĕнче, 55 çул тултаракан поэт чăн-чăн арçын тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Тăван ялĕнче çурт хăпартнă, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ, йывăç лартнă. Вăрăм Палюк - сăвă-калавсен 26 сборникĕн авторĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Валентин Кузнецов ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Юлашки çулсенче Владимир Рыбкин чăваш эстрадине çĕнĕ варкăш илсе килчĕ: икĕ çул каялла «Юрлакан чĕресем» эстрада ушкăнĕ йĕркелерĕ. Кĕске хушăрах çĕнĕ ушкăн чăваш эстрадинче хăйĕн вырăнне тупрĕ. «Юрлакан чĕресем» шăрантаракан юрăсене куракансем ăшшăн йышăнаççĕ. Сăмах май, шоу-ушкăн çумĕнче ачасен эстрада студийĕ пур. «Çамрăк ăру тăван чĕлхене юратса, юрă-кĕвĕ тĕнчине ăша хывса ÿстĕр. Хăйсем чăваш пулнипе мăнаçланччăр», - тет Владимир Рыбкин продюсер.

Вăрăм Палюкăн кунçулĕ тулăх, ĕмĕрĕ вăрăм пултăр. Вулакана, куракана çĕнĕ сăвă-юрăпа савăнтартăр. Сăмах май, Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче паян 18 сехетре Владимир Рыбкинăн пултарулăх каçĕ иртет. Куракансене «Юрлакан чĕресем» ушкăн тата чăваш эстрада çăлтăрĕсем хаваспах кĕтеççĕ. Килĕр, курăр, савăнăр!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.