Выльăх шутне чакармалла мар

19 Çĕртме, 2015

Сергей Павлов министр ЧР Ялхуçалăх министерствин коллегийĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнче ирттернĕ ларăвĕнче АПК предприятийĕсене кирлĕ ыйтусене нумай уçăмлатрĕ.

"Патшалăх кăçал республика аграрийĕсене паракан пулăшу 2,6 млрд тенкĕпе танлашĕ. Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне млрд тенкĕ куçарса панă. Кашни районăн инвестици хывмалли тĕллеве пурнăçламаллах, - терĕ. - Пурнăçа кĕртмесен субсидие хыснана тавăрттарĕç. Килти хуçалăхсем банкран илекен кредитăн процент ставкине республика кăçалах саплаштармасан федераци субсидин темиçе процентне шыраттарса илес хăрушлăх пур. Республикăра 60 пин килти хуçалăх. Çынсен кăмăлне хуçас марччĕ".

Сăмах мĕн пирки пырать-ха? ЧР Патшалăх Канашĕ килти хуçалăхсем банкран илекен кредитăн процент ставкин пĕр пайне саплаштарма укçа бюджет саккунĕнче пăхса хăварать. Анчах темшĕн вăл банка вăхăтра çитмест.

Министр: "Ялхуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен кăçал аш сутмалли плана пурнăçламаллах", - тесе райадминистраци пуçлăхĕсен заместителĕсемпе ялхуçалăх пайĕсен ертÿçисене чĕнсе каларĕ. Вĕсенчен çулталăк вĕçленичченех çирĕп ыйтассине систерчĕ.

"Министерство ялхуçалăх организацийĕсемпе фермерсене пĕрремĕш кварталшăн уйăракан сĕт субсидине çак уйăхра куçарса пама палăртать, - терĕ. - Кашни литршăн ăна ытларах - 3,17 тенкĕ - куçарăпăр".

Кашни гектар çĕртен туса илекен продукцишĕн паракан субсиди кăçал та пĕлтĕрхи шайрах - 360-400 тенкĕ - пуласса пĕлтерчĕ. 2015 çулта ялхуçалăх культурисем туса илессипе çыхăннă инвестици кредичĕн лимитне çĕршывĕпе - 22%, пĕлтĕрхине парса татманнине кура Чăваш Енпе 74% ÿстернĕ. Выльăхран продукци илессипе çыхăннин лимитне федераципе - 26%, маларах асăннă сăлтава пула республикипе 45% ÿстернĕ.

Кăçал сĕтлĕх ĕне выльăх ĕрчетнĕшĕн федерацирен субсиди уйрăммăн килĕ. Ку программăпа Патăрьел районĕнчи "Исток" общество усă курасшăн. Проектне хатĕрлесе РФ Ялхуçалăх министерствине çитернĕ. Малашне Мускав выльăх вити тума субсиди тÿрех банка куçарĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсем хăйсен мĕнпур тăкакри тÿпине саплаштарĕç.

Министр заместителĕ Алексей Самаркин кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине пĕтĕмлетсе тунă докладри хăшпĕр самант хуçалăхсен ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсемшĕн кăсăклă пулассăн туйăнать. Вĕсем çинче кăштах чарăнса тăрар. Шел те, Европа хуптĕрлевне пула республикăн промышленноç производствин калăпăшĕ 5 уйăхра пĕлтĕрхи çав хушăринчен 11,6% чакрĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх - ялхуçалăх продукцийĕн индексĕ вара 101,5% танлашрĕ.

Районсенчи мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсен мăйракаллă шултра выльăх шучĕ кăçалхи 4 уйăхра виçĕ çул каяллахи çав тапхăртипе танлаштарсан çапла пулнă: Улатăр - 63%, Элĕк - 90,4, Патăрьел - 107,4, Вăрнар - 93,7, Йĕпреç - 78,6, Канаш - 66,8, Куславкка - 69,6, Комсомольски - 108,4, Красноармейски - 88,5, Хĕрлĕ Чутай - 83,2, Сĕнтĕрвăрри - 94,9, Муркаш - 83,5, Пăрачкав - 83,8, Вăрмар - 64,5, Çĕрпÿ - 78,3, Шупашкар - 75,5, Шăмăршă - 103,7, Çĕмĕрле - 64,9, Етĕрне - 89,8, Елчĕк - 99,6, Тăвай - 71,8%.

Выльăх, вăл шутра сăвакан ĕнесен шутне чакарни ял çыннисен пурнăçне лайăхлатма пулăшмĕ. Çавăнпа министерство район администрацийĕсенчен, ялхуçалăх организацийĕсемпе фермерсенчен кĕтĕве пысăклатмалли май тупма ыйтать.

Килти хуçалăхсем тĕрлĕ сăлтава пула хăйсен производствине чакараççĕ. Патăрьел районĕнчи ялхуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăхран тата кайăк-кĕшĕкрен какай кăçалхи 4 уйăхра иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен - 54,9%, Çĕмĕрлесем - 41,3, Хĕрлĕ Чутайсем - 25,3, Шупашкар районĕ - 19,9, Элĕксем - 17,2, Куславккасем - 9,9, Çĕрпÿсем 0,7% нумайрах, ытти район сахалрах туса илнĕ. Пăрачкав, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсемсĕр пуçне пурте сĕт ытларах туса илнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.