«Çыратăн пулсан ăсупа та, чунупа та шухăшла»

4 Çĕртме, 2015

Тепĕр чухне сисместĕн те, чечек- курăкпа калаçма тытăнатăн, ăна асăрханса перĕнетĕн, вăл куç умне уйрăм сăнар пек тухса тăрать. Ту­рат хуçма-и унта? Йывăçа кам та пулин амантнине курсан та чун ыратать. Сирĕн те çапла час-часах пулкалать-и? Эппин, эсир çутçанталăкпа чăнах та туслă. Ун пек çынсем чунĕпе литературăна питĕ çывăх.

Элла Николаевăпа Алина Измако­вăшăн та çак туйăм ют мар. Вĕсем - илемлĕхе туйса ăна хăйсен хайлавĕсенче сăнласа кăтартма юратакан маттур хĕра­часем, уйрăлми туссем.

Элла сочинени çырма, хитре ÿкерме ăста. Ÿкерес енĕпе вăл ятарлă кружо­ка та çÿрет. Çутçанталăк, чĕрчунсем - унăн ĕçĕсенчи тĕп темăсем. Куккук çинченех вăл сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр. Çак кайăкăн лайăх енĕсене те, япăххисене те палăртать вăл: вăрмана хурт-кăпшанкăсенчен сыхланине ыр­лать, чĕпписене пăрахса хăварнине вара сивлет.

- Кайăксем те çынсем пекех. Пĕри­сем ир тăраççĕ, теприсем кун вĕçленнĕ çĕре тин вăранса çитеççĕ, - тет Элла. - Хăравçă çынсене мулкачпа танлаштарни ахаль мар. Çав чĕрчун, чăнах та, питĕ шиклĕ-çке. Алина юлташăм вара пăрчăкан пекех вăр- вар, ĕçчен.

Элла вăрманта уçăлса çÿреме кăмăллать. Шăпах çавăн пек самантсенче вăл чун лăпкăлăхне тупать. Ашшĕн утарĕнче те питĕ интереслĕ. Уй-хирсенче, вăрмансенче пурăнакан чĕрчунсене ÿкерме юратнине палăртрĕ хĕрача. Ашшĕне, амăшне тата хăйне вара сăнÿкерчĕкрен пăхса ÿкерсе илнĕ.

«Кĕнеке - чун апачĕ», - теççĕ. Элла та ăс-тăнне кĕне­ке вуласа пуянлатать. Петĕр Хусанкай пултарулăхĕпе уйрăмах кăсăкланать вăл, сăввисене питĕ килĕштерет. Хайлавĕсене вулама та, астуса юлма та çăмăл пулнине палăртать, унти ăслă шухăшсене ăса хывать.

- Чăвашла вулани чуна çывăхрах. Манăн атте те, анне те чăваш-çке. Тăван сăмах маншăн мĕн тери хак- лă, - тет Элла кăмăллăн.

Алина сăвă çырма пуçлани вара «Тетте» журналпа тата «Тантăш» хаçатпа çыхăннă. Çак кăларăмсен­чи хайлавсене питĕ кăсăкланса вуланă вăл. Çапла килĕшнĕ пĕр хайлавне евĕрлесе пĕрремĕш хут сăвă çырнă. Пĕрремĕш класра пулнă ку.

- Астăватăп-ха, пуçласа сăвă çырсан аннене кăтарт- рăм. Вăл вуласа тухрĕ те: «Çыратăн пулсан ăсупа та, чунупа та шухăшла», - терĕ. Унăн сă­махĕсене яланах тĕпе хуратăп халĕ, - тет Алина.

Хĕрача тăваттăмĕш класран вĕрен­се тухрĕ ĕнтĕ. Сăввисене блокнота çырса пырать, чĕрчунсем çинчен те, хĕрачасем çинчен те хайлать. «Илем­пи», «Нарспи» йышшисем нумай унăн. Тин кăна çуралнă хайлава малтанах амăшне, унтан чи çывăх тусĕсене ву­ласа парать, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илет, ырă сăмахĕсемпе çунатланать.

- Пушă вăхăт пулсан, хавхалану килсен шухăшсене таçта та çырса хума май тупăп, - тет Алина. - Шкулта «Юр ирĕлет» калав вуланă хыççăнах сăвă çырнăччĕ пĕрре.

Калем ăсталăхне алла илме тăрă­шаканскер çак ĕçе тĕплĕн пуçăннă пу­лас. Юмах çырма пĕр тетрадь, калав валли тепре пуçланă вăл. Юлташне Эллăна халалланă хайлав та пур, «Пĕчĕк принцесса Элла» ятлăскер.

Алина тухтăр пулса чирлисене сы­ватма ĕмĕтленет. Ыттисенчен вăл çак ĕç йывăрлăхĕ çинчен пĕрмаях илтнĕ. Анчах хăй хăравçăсен йышĕнчен мар. Телекуравпа ачасене сипленине кур­сан сăваплă ĕмĕчĕ тата вăйланать.

- Манăн Алина пекех пулас килет, çавăнпа эп те тухтăр ĕçне суйлăп, - терĕ Элла та юлташĕпе пĕр шухăшлăн пулса.

Çитес вĕренÿ çулĕнче хĕрачасем пиллĕкмĕш класа çÿреме тытăнĕç. Кĕçĕн классемпе сывпуллашрĕç те ĕнтĕ вĕсем. Çак вăхăтра савăнăçлă, асра юлмалла самант чылай пулнă. Çавăнпа та хĕрачасем вĕренте­кенĕсене - Алина Николаевнăпа Наталья Михайлов­нăна чунтан тав тăваççĕ.

Вăрнар районĕ,

Кÿстÿмĕр шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.