- Чăвашла верси
- Русская версия
Чĕпсемшĕн чи лайăх амăшĕ
Чĕплĕх çăмартасене пусса кăларассипе кăркка амине çитекен çук теççĕ. Чи лайăх "амăшĕ" – мĕн вăл. Хăйĕнне кăна мар, хур, чăх, кăвакал чĕпписене те пусса кăларса ÿстерет. Тĕрĕсех калаççĕ-ши?
Дарья МИХАЙЛОВА. Сĕнтĕрвăрри хули.
Тĕрĕс сăмахсем. Çулталăкра кăркка ами 3-4 хут чĕп кăларма пултарать. Теприсем апат çиме те йăвинчен тухмаççĕ. Капла вăл имшерленсе вилме те пултарать, çавăнпа ирĕксĕрлесех апатламалла. Ама айне мăшăрсăр шутлă çăмарта хурсан аван. Ытлашши çăмартана вăл йăваран шутарса кăларма пултарать. Калăпăр, чăх айне чи нумай 15-17 çăмарта хурсан, кăркка ами чăхăн 19-23 çăмартине, хурăн - 11-15, кăвакалăн е хăйĕн 17-19 çăмартине пусса кăларать. Чĕпсем 21 кунтан çăмартаран тухма тытăнаççĕ, кăвакалпа кăркка чĕпписем - тăватă эрнерен. Хур чĕпписем ытларах лараççĕ, 31 кунтан кăна "çуралаççĕ".
Комментари хушас