- Чăвашла верси
- Русская версия
«Качча илмесен килне кайса ларăттăм...»
Юрату - чечек, шăварсах тăмасан шанать, типет, хăрать... Юрату - кăвайт, вуттине хурсах тăмасан сӳнет... Çулсем иртнĕ майăн шăварма та, вут хума та манатпăр ахăр. Юратнă çынна яланах çумра курас килет. Анчах йăла ыйтăвĕсем асамлă çак туйăма ырă витĕм кӳмеççĕ. Калăпăр, киле вăхăтра çитейменни пулать тепĕр чухне. Е ĕçре уяв, е тата тантăш чунне уçасшăн. Пĕрин ача çумалла, теприн никампа сăра ĕçме çук. Юлташ чĕнсен хирĕçлеме аван мар пек. Çул çинче пăтăрмаха, инкеке çакланасси те пулать. Çапах та арăмĕ е упăшки киле вăхăтра таврăнманни мĕнле шухăш çуратать?
Павел, сутуçă, 29 çулта:
- Каçхи вунă сехет тĕлне арăм киле таврăнмасан тӳрех «урăх арçын тупнă» е «тантăшĕсемпе пĕрле канать» тесе шухăшлама тытăнатăп. Эпĕ лăпкă çын, йытă пек сиксе ӳкместĕп, анчах та ним пулман пек те ирттерсе яраймастăп. Йĕкĕлтесе кулатăп, вăрçтаратăп... Туйтăр хăйĕн айăпне. Йĕркеллĕ хĕрарăм мăшăрне ним каламасăр çĕрĕпе çӳремест. Енчен те темиçе хут шăнкăравласан та телефонне тытмасан ют арçын пирки шухăш пĕтет, «инкек сиксе тухмарĕ-ши» тесе сисчĕвленсе ӳкетĕп.
Рая, вĕрентекен, 38 çулта:
- Ман арçын сыпма юратать. Ĕç хыççăн киле таврăнмасан çĕрлесĕр кĕтмелли те çук. Хĕрарăм кирлĕ мар ăна. Ясар арçын мар вăл, айккинелле чупатех тĕк халĕччен сисĕттĕм. Ялта нимĕн те пытараймастăн, киле килсех каласа кăтартаççĕ. Хаярри тĕлне лексен кĕленче хыççăн кĕленче пушатмасăр чарăнмасть. Киле таврăнсан çывăрмасăр тарăхтарать. Ӳсĕрле чĕлхи чараксăр, тем те пĕр каласа кӳрентерет. Ăçта ĕçнĕ, çавăнта выртса юлтăрччĕ тесе кăна тăратăп. Çук вĕт - киле таврăнма çул тупатех! Юрату та, килĕшӳ те çук ĕçкĕçпе. Ывăнтăм, ачасем пĕчĕккине пăхмасăрах уйрăлса каятăп. Карланкине чарайманнине пулах çемье арканать ĕнтĕ.
Ирина, повар, 40 çулта:
- Паллах, ют хĕрарăмпа йăпанать. Юлташĕсемпе çĕрĕпе ларас та çук вăл. Упăшка телефонне манран пĕрмаях пытарать. Çĕрле минтер айне хурать. Кунĕпе хăйĕнчен ниçта хăвармасть. Сĕтел çинче выртнине нихăçан та кураймăн. Телефоншăнах мĕн чухлĕ вăрçăнман-ши эпир? “Сана мĕн ĕç?” - тесе пĕрмай çăвара хуплать. Ӳсĕрле пытарма манса каять те... Лена, Галя, Люба... кам кăна çук пуль унта! Тăванĕсем мар - вĕсене хушаматпа палăртать. Юрату çырăвĕсем те вуласа куртăм. Хĕрарăмĕсемпе те вăрçăнтăм. Хамах мĕн кăна каласа кӳрентермерĕç. Лĕклентерет çакăн хыççăн. Пĕлменни лайăхрах та иккен. Енчен те кам-тăр шăнкăравласан упăшка чылай чухне ман умра телефон тытмасть. Ку е вăл çынна пĕлмест имĕш. Ăçта кайнине каламасть, ялан юлташпа тĕл пулмалла унăн, кама-тăр таçта леçсе ямалла. Сăлтавĕ тупăнсах тăрать. Чăтăмлăхăм пĕтрĕ. Телейĕм çук ман. Йăлтах каласа кăтартаяс çук, тăшман та ан куртăр ман пурнăçа. Ĕçкĕç арçын та тарăхтарать, ютти патне чупаканнине тата чăтма йывăртарах.
Валери пичче, хуралçă, 60 çулта:
- Мĕн кулянмалли пур? Килти выльăх килех таврăнать. Халь тин ман арăм кама кирлĕ? Чи кирли - ĕнене вăхăтра сутăр, апат пĕçертĕр... Вăл манăн йĕркеллĕ хĕрарăм, халĕччен намăс кăтартман.
Валентина, медсестра, 43 çулта:
- Упăшка киле таврăнмасан эпĕ çывăрма та выртмастăп, апат та çиейместĕп. Кулянса вилетĕп. Айккинелле чупасран пăшăрханмастăп, хăйĕнпе мĕн-тăр пуласран шикленетĕп. Сергей хаяр çын мар, хирĕç çапма та пултараймасть. Сахал-им урамра усал çын, йăвашшине сăнран пăхсах пĕлеççĕ. Лайăх ман упăшка, юттисем патне чупса та тарăхтарман.
Светлана, сутуçă, 54 çулта:
- Ман чун тахçанах сивĕннĕ. Килет-и, килмест-и - пур пĕрех. Вăхăтĕнче макăрнă, куляннă. Юратнă эпĕ ăна тахçан, çавăнпах кĕвĕçнĕ. Майрисенчен те пайтах сивĕтнĕ, вăл татах çĕннине тупатчĕ. Мĕнле чăтнă-ши? Упăшкана эпĕ хам никампа та улăштарман.
ЛЮБОВЬ, кондуктор, 28 çулта:
- Эпир иксĕмĕр те кĕвĕç чунлă мар. Вăл сантехника вырнаçтарма ăста. Хам килте чухне упăшка талăкĕпех ĕçлесен те ятлаçас çук. Ара, кашни пус çемье бюджетне кĕрет. Укçаран, чăн та, татăк пурăнмастпăр. Эпĕ ĕçре тытăнса тăрсан кĕçĕн пепкене садикрен мăшăр илет. Юрать-ха тепри, шкула каяканни, хăй тĕллĕнлĕхе вĕренчĕ. Пирĕншĕн çакă - пурнăç йĕрки.
МИХАИЛ, ĕçсĕр, 43 çулта:
- Манăн арăм - медсестра. Вăл сайра хутра кăна ĕçрен киле вăхăтра çитет. Унсăр пуçне кирек хăçан та чирлĕ çын патне чĕнсе кайма пултараççĕ ăна. Вăл мана урăх арçынпа улталамĕ. Унсăрăн ялта ят каять. Чим, эс хăв çемьеллĕ-и? Упăшку ăçта ĕçлет? Миçе ача çитĕнтеретĕр? Телефон номерне кала ĕнтĕ...
ЗИНАИДА, администратор, 50 çулта:
- Киле мĕн чухлĕ каярах юлса таврăнать - çавăн чухлĕ лайăхрах. Кăнтăрла ĕлкĕрейменнине çĕрле туса çитертĕр. Сантехник валли кирек хăçан та ĕç тупăнать. Манăн çакнашкал вăрттăнлăх пур: хăнана кайсан унăн ӳсĕмне пĕчĕклетсе, хамăнне пысăклатса кăтартатăп. «Çамрăк çын ватăлса кайнă-çке», - тет хăшĕ-пĕри. Ку хĕрарăм ытла аслă тесе ман çума та çыпăçмаççĕ. Апла тăк пĕр-пĕрне кĕвĕçмелли сăлтав та çук.
ТАТЬЯНА, парикмахер, 50 çулта:
- «Сана качча тухман пулăттăм. Урăххипе пĕрлешнĕ тĕк телей тупăттăм», - пăшăрханса калаççĕ пĕлĕшсем. Манăн вĕсемпе килĕшес килмест. Лайăх арăм çумĕнче путсĕр упăшка та хисепре. «Çамрăклăха таврăнас пулсан нимĕн те улăштарас килмест. Çав арçынпах мăшăрланăттăм. Качча илмесен килне кайса ларăттăм», - тетĕп халĕ. Упăшкапа иксĕмĕр пĕр-пĕрне урăххи çумне кĕвĕçсе курман. Манăн шухăшпа, ырлăхран ырлăх шырамаççĕ.
Эпĕ, тĕслĕхрен, кунĕпе миçе арçынпа калаçу пуçаратăп-ха та. Вĕсемпе ĕç хыççăн тĕл пулу шыраса çӳретĕп-и? Мана юратнă упăшкасăр пуçне урăх арçын кирлĕ мар.
НИКОЛАЙ, тивĕçлĕ канура, 62 çулта:
- Арçын - автан пекех. Килте темĕнле хăтлă пулсан та кӳрше каçасшăн вăл. Халĕ юттисемпе хутшăнас вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Мăшăр мăнуксене пăхать. Ăна пурнăç тăршшĕпех шаннă.
Юрату кăварне
Марина ТУМАЛАНОВĂПА
Елена АТАМАНОВА тĕлкĕштернĕ.
Комментари хушас