Купăста лартаççĕ

27 Çу, 2015

Çуркунне хресчен пуç чиксе утнă, кĕркунне пуç çĕклесе пынă тенĕ. Хĕрÿ тапхăрта, çуракинче ĕç çыннин каçăрăлса утма-и, пуç çĕклеме те вăхăт çук. Вăрнар районĕнчи Михаил Тарасов фермер кăвак шуçăмпах уй-хире васкать. Çурхи лăпкă кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшать. Кăçал унăн çурхи культурăсем 220 гектар йышăнмалла, купăста - 16, хĕрлĕ кăшман - 2.

Ĕçченсем çĕр типсенех техникăна уй-хире кăларнă. Утмăл гектар çинче нумай ÿсекен курăксене сÿреленĕ, минерал удобренийĕпе апатлантарнă.

Хальхи вăхăтра хăватлă техника туянма çăмăл мар. Хакĕсем кĕсьене пушатсах хăвараççĕ. Фермер техника паркне çĕнетсе пыма тăрăшать-ха, анчах киввине те пăрахăçламасть. Пурăнан пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать. Хĕрÿ тапхăрта вĕсемпе те усă курать. «Совет тапхăрĕнче туса кăларнисем шанчăклăрах та, - шÿтлеççĕ вĕсем. - Вансан та юсама çăмăл».

Хуçалăхра хĕрсех ир пулакан купăста лартаççĕ. Хальлĕхе 1 гектар ытла лартма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ешĕл калчана çийĕнчех шăвараççĕ. Çак ĕçе Уравăшра пурăнакансене те явăçтарнă.

Рубрика: