Шупашкарта усламçăсене чысларĕç
Ĕнер Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей предпринимательлĕх кунне халалланă савăнăçлă пуху иртрĕ. Ăна ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин уçрĕ.
"Иртнĕ 4 çул хушшинче патшалăх республикăри усламçăсене 1,5 млрд тенкĕ парса пулăшнă, - терĕ. - Ку укçана предприятисен тĕп фончĕсене инвестици хывма, чикĕ леш енчи патшалăхсем валли тавар туса кăларма, продукцие сертификацилеме, специалистсем вĕрентсе хатĕрлеме, оборудовани туянма, ытти нумай ыйтăва татса пама янă".
Министр вăтам тата пĕчĕк бизнесăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне хак пачĕ. Чăваш Енри услам-çăсем туса кăларнă мĕнпур продукцире инновациллин калăпăшĕ 2010 çулхинчен 2 хут ытла хушăннă. Залра пуçтарăннă пайтаçăсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.
"Чăваш çĕрĕнче усламçăсем ĕлĕкех халăхшăн тăрăшнă, - терĕ чăвашла. - Яланах хăйсен сăмахне тытнă, çынна улталаман, тÿрĕ чунлă тата кăмăллă пулнă. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх - XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чăвашра 4 пине яхăн пĕчĕк производство пулнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Ехрем хуçан, Таланцевсен, Селивановсен сумлă династийĕсем чапа тухнине пурте пĕлетпĕр, вĕсемшĕн савăнатпăр. Вĕсенчен ырă тĕслĕх илмелле, лайăххине çамрăксене вĕрентмелле. Пĕлтĕр патшалăх 7 пине яхăн пĕчĕк тата вăтам предпринимателе пулăшрĕ. Эсир республика экономикине пысăк тÿпе хывасса шанса тăратăп".
М.Игнатьев вĕсене пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕшĕн тав турĕ, пĕр ушкăна республика наградисене пачĕ.
Михаил СЕРЕГИН