- Чăвашла верси
- Русская версия
Вăл - хыпарсăр çухалнă ятсăр салтак мар...
Павловсен династийĕ Раççее сыхлас, мухтас ĕçе 400 çул ĕнтĕ чыслăн парăнса пурăнать. Пĕр çемьен 9 ывăлĕпе 1 хĕрĕ - пурте пакунпа, вĕсен ачисем те офицер тумĕ тăхăннă.
Вĕсенчен пĕри - Дмитрий Флегонтович. Отставкăри подполковник Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăва ялĕнче 1941 çулта çуралнă. Çемьере вăл - чи асли. Ашшĕ Флегонт Павлов вăрçăран таврăнсан çемье йыш хушма пуçланă.
Флегонт Павлович вăрçă пуçланичченех полк шкулĕнчен связист-артиллериста вĕренсе тухнă. Благовещенскра ĕçлекенскер вăрçă пуçлансан Мускава хÿтĕленĕ. «Катюша» командирĕ пулса Минска çитнĕ. Çĕнтерĕве Болгарире кĕтсе илнĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕскер вăрçă вĕçленсен тăван колхозра шоферта тăрăшнă.
Çар династийĕн тымарĕсем вара унăн ашшĕнченех, Павел Павловран, пуçланаççĕ. Патша тата Хĕрлĕ Çарсенче вăл 11 çул хĕсметре тăнă.
Дмитрий Флегонтович ашшĕпе пĕртăван Лукиян Павлович та, Андрей Павлович та - салтаксем. Икĕ сыпăкри Николай Лукиянович Орел хулипе Курск пĕккине илнĕ чухне паттăрăн вилнĕ. Династие нумай ят кĕнĕ. Халĕ хастаррăн малалла ĕçлекенсем те сахал мар.
Дмитрий Флегонтович пурнăçĕн 32 çулне çар тĕрлĕ должноçĕнче ирттернĕ. «Офицер тивĕçĕ» - икĕ çак сăмах унăн асĕнчен паян та пĕр самантлăха та тухмаççĕ. Çавăнпах чун ыратăвне те уçать ырă кăмăллă чăваш арĕ.
- Пирĕнпе кÿршĕллĕ пурăнакан Петр Иванов Берлина илнĕ чухне паттăрăн пуç хунă. Эпĕ хĕсметре Берлинта тăнă чухне /1969-1978 çç../ тăван яла отпуска килтĕм. Аллăма республика хаçачĕ лекрĕ. Петр Иванович пирки çырни куç тĕлне пулчĕ. Магнитогорскри Артемий Степаркин çапла çырнăччĕ унта: «Петр Ивановичăн экипажĕ Берлинпа Т-34 танкпа пыратчĕ. 1945 çулхи акан 30-мĕшĕччĕ ун чухне. Ăнсăртран танк умне 10-12 çулсенчи ача чупса тухрĕ. Петр Иванович танк люкне уçса ача енне чупрĕ. Çав самантра нимĕçсем пеме тытăнчĕç. Петр Иванович ачапа путвала тарса пытанчĕ». Тепĕр кунхине Артемий Парфенович аманса госпитале лекнине пĕлтернĕ. Унпа юнашар хырăмран аманнă пирĕн кÿршĕ те выртнă. Вилес умĕн вăл хăйĕн пирки тăванĕсене пĕлтерме ыйтнă. Ăна Трепков-Паркра пытарнă. 1976 çулта отпускран каялла таврăнсан эпĕ Петр Иванович пирки информаци шырама пикентĕм. Трепков-Паркра палăк тупрăм. «Иванов Петр Иванович капитан Берлина илнĕ чухне паттăр вилĕмĕпе вилнĕ. 1914-1945çç.. Майăн 7-мĕшĕ» тесе çырни пур унта. 587-мĕн номер паян та куç умĕнчех тăрать. Ялта палăк çинче вара ун пирки хыпарсăр çухалнă тесе çырнă. Çар комиссариатĕнче те - çак информациех.
Потсдамра мĕнпур документа пуçтарса тăванĕсене ярса патăм ун чухне. Хĕрне Антонина Петровнăна Берлина çитсе килме каларăм. Çемьери тĕрлĕ лару-тăрăва пула çак ĕçе пурнăçлаймарĕ вăл. Халĕ ватăлтăм, çÿрейместĕп тет. Паян çак хутсем те, хаçат та алă айĕнче çук. Аттен юлташĕ вара паян та хыпарсăр çухалнă шутланать. Вилсен никама та кирлĕ мар-шим? Тĕрĕслĕх çук - çакă пăшăрхантарать, - тет Дмитрий Флегонтович.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас