Вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă

23 Çу, 2015

Тăван ен каялла хăй ытамне илнĕ вăрçă паттăрĕсен речĕ, шел те, çулсерен сайраланса пырать. Паянхи манăн тĕрленчĕк вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа чăтса ирттернĕ, çавăн пекех мирлĕ пурнăçра вăйне шеллемесĕр ĕçленĕ ватăсем çинчен пулĕ. Вĕсем - Çĕньял ял тăрăхĕнчи Янашкассипе Питтукасси ялĕсенчи 90 çултан иртнĕ ватăсем.

Анна Ивановна /1920 ç./ Янашкасси ялĕнчен. Анна Ивановна тăнăç пурнăçшăн алла винтовка тытать. Фронтра зенит артиллерийĕнче çапăçнă. Смоленск облаçĕнче самолетсене уйăрма вĕреннĕ хыççăн постра тăнă. Яла 1945 çулхи çурла уйăхĕнче таврăннă. Счетоводра, пахчаçимĕç бригадин бригадирĕнче, сĕт пуçтараканра тăрăшать. Мăшăрĕпе, вăрçă ветеранĕпе Михаил Потаповпа, икĕ ывăл пăхса ÿстернĕ. Халĕ ялта кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мунăкĕсем - чун йăпатмăшсем.

Паянхи кун 95 çул çинче пырать пулсан та килти ĕçсене тума пулăшать, хаçат вулама юратать.

Анна Ивановнăн орденсемпе тĕрлĕ медаль нумай.

Марина Васильева /1922 ç./ та çак ялтанах. Тыл ĕçченĕ, салтакăн тăлăха юлнă арăмĕ. Пурнăçне çамрăкранах медицинăпа çыхăнтарнă, мĕн пенсие тухичченех çав ĕçре тăрăшнă. Вăл ял каччине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инвалидне, салтакран аманса таврăннăскере, качча тухнă. Медицина ĕçченĕ пулнă май аманнă салтака хăех сыватнă, ура çине тăма пулăшнă мăшăрĕпе. Иван Васильевпа 65 çул шăкăл-шăкăл пурăнса 5 ывăлпа пĕр хĕр ÿстернĕ. Мăшăрĕ вăрçă суранĕсене пула 2008 çулта çемйинчен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Марина Зиновьевна пенсие тухсан 12 çул Кадыков ячĕллĕ совхоз ферминче пăрусем пăхнă. Ачисем, мăнукĕсем килсен вĕсемпе савăнать. «Ватăлма вăхăт çук халь манăн», - тет шÿтлесе.

Валентина Ластухина /1924 ç./ - Питтукасси ялĕн хĕрĕ. Шăмăшри ача çуратмалли çуртра вăй хунă вăл. Кунти акушеркăпа Галина Демьяновăпа иккĕшне халăх паянхи кун та мухтать.

Валентина Питтукасси çыннипе Иван Ластухин фронтовикпа пĕрлешнĕ. Арçыннăн арăмĕ çул çинчи инкекре вилнĕ. Çемьере 9 ача пулнă. Малтанах хĕрарăма та, тĕпренчĕкĕсене те йывăр килнĕ. Вăхăт иртсен хăнăхнă, пĕр чĕлхе тупнă. Ачасем майĕпен ÿснĕ. 14 çул пĕрле пурăннă хыççăн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Валентина ачасемпе тăрса юлнă. Тăван амăшĕ мар пулин те, ачасене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Халĕ ывăлĕн Валерийĕн çемйипе пурăнать. Валентина Ластухинăна мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те хисеплеççĕ.

Вăрçăра çапăçнă паттăрсемпе ырми-канми ĕçленĕ тыл ĕçченĕсем кашни ялтах пур. Вăл вăхăтри çынсен тума пĕлмен ĕç пулман. Вăрман каснă, окоп чавнă, чул кăларса çул сарнă, хулара арçынсем вырăнне заводсенче вăй хунă. Янашкассинчи Нина Иванова /1924 ç./ 1942-1946 çулсенче тракторпа ĕçленĕ. Пуçа усман вĕсем, пĕр-пĕрне пулăшнă. Çав туслăх вĕсене Çĕнтерĕве çывхартма май панă. Вĕсене, халь пурăнакансене, хисеплеме, хаклама пĕлесчĕ. Пирĕнтен уйрăлса кайнисене вара манăçа кăларас марччĕ.

Ксения МИХАЙЛОВА.

Шупашкар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.