Паха продукци килĕшнĕ

22 Çу, 2015

Апрель пуçламăшĕнче Чăваш Енĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă делегацийĕ Беларуçре ĕçлĕ визитпа пулнăччĕ. Унта экономикăри хутшăнусене çирĕплетесси çинчен килĕшÿ тунă. Майăн 20-мĕшĕнче вара пирĕн республикăна Беларуçрен сумлă делегаци килнĕ. Унăн йышĕнче - Минск облаçĕн ĕçтăвкомĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Игорь Макар, "Миноблмясомолпром" предприятин генеральнăй директорĕ Дмитрий Ракомсин тата "Здравушка-милк" акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Владимир Лапицкий.

Хăнасем Шупашкарти тĕрлĕ производство предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă, Етĕрне районĕнче Чапаев ячĕллĕ тата "Ядринмолоко" акционерсен уçă обществисенче пулнă. Делегацие Чăвашпотребсоюзăн "Ядринский мясокомбинат" тулли мар яваплă обществинче те ăшшăн кĕтсе илнĕ. Вăл 1994 çултанпа халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтерет. Сергей Якушев директор предприяти аталанăвĕпе, малашлăх тĕллевсемпе паллаштарнă.

- Пирĕн комбинат 150 тĕрлĕ продукци кăларать, аш-какай çимĕçĕсен ассортименчĕ питĕ пуян. Пахалăх традицийĕсене пăхăнса продукцие вырăнти хуçалăхсемпе ял халăхĕнчен туяннă чĕртавартан кăна хатĕрлетпĕр,- палăртнă Сергей Александрович.

Беларуç делегацийĕ республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă чухне Игорь Макар Чăвашпотребсоюзăн аш-какай комбиначĕ пирки те ырă сăмахсем каланă: "Пур çĕрте те тасалăхпа йĕрке хуçаланать. Продукцие тутанса пăхрăмăр. Вăл Беларуçри пекех паха. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлемелли мелсем нумай. Аш-какай комбиначĕн продукцине пирĕн пата посредниксем урлă мар, тÿрремĕнех çитересчĕ, çак ыйту уйрăмах кăсăклантарать.

Чăваш Ен пуçлăхĕ хăнасене визитшăн тав тунă: "Çыхăнусене йĕркелесе çитернĕ. Пирĕн тĕллев - партнер хутшăнăвĕсене пĕр-пĕриншĕн усăллă никĕс çинче аталанма хушма витĕмпе тивĕçтересси. Малашлăхра хутшăнусем тата пахарах çĕнĕ шая çĕкленмелле. Ку влаç органĕсемшĕн те, бизнесшăн та пĕлтерĕшлĕ".

 

Василий СОРОКИН.