Экзамена алă сехечĕпе кĕме юрать-и?

21 Çу, 2015

Раççей вĕрентÿ асăрхавĕ /Рособрнадзор/ пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне ăслă сехетсемпе, çав шутра Apple Watch, кĕме юраманнине пĕлтерет. Çавăн пекех гаджетсемпе е карас телефонсемпе те усă курма чараççĕ.

«Металлодетекторсен хашакĕсем витĕр тухнă чухне алă сехечĕ электрон е ахаль пулнине тата Bluetooth, интернет çыхăнăвĕ пуррипе çуккине тĕрĕслĕç»,- ăнлантарнă ведомство ертÿçин заместителĕ Анзор Музаев.

Музаев каланинчен çакă та паллă: ППЭ ирттерес йĕрке экзамена кĕрекене механика, кварц е электрон сехет çеç çыхса кĕме ирĕк парать, вĕсен хушма функцисем Ÿкалькулятор е процессорŸ пулмалла мар.

Ведомствăра техника çĕнĕлĕхĕсене сăнасах тăраççĕ, çавăнпа шкул ачисене шпионла технологисем пулăшмĕç. «Эпир кашни çулах, ППЭ çывхарнă май, çак енĕпе пур технологие те тĕрĕслетпĕр. Вăхăтпа тан утма тăрăшатпăр, çавăнпа çак утăма шкултан вĕренсе тухакансенчен маларах тăватпăр, вĕсене пĕрешкел условисем лартса паратпăр», - палăртнă Анзор Музаев.

Технологисен ытларах пайĕ телефон çыхăнăвĕнчен килет. Çавăнпа çак çыхăнăва чылай регионра хуплĕç.

Рубрика: