“Хурăнташ” солисчĕ Мускаври парада хутшăннă

21 Çу, 2015

"Хурăнташ" ушкăн солисчĕ Денис Антипов çулталăк ĕнтĕ сцена çинче курăнмасть. "Çамрăксен хаçачĕн" çывăх тусĕсем çакăн сăлтавне пĕлеççĕ. Денис Президент полкĕнче хĕсметре тăни пирки эпир çырнăччĕ. Халĕ вара чăваш арĕ /каччă темĕпĕр, вăл авланнă/ Çĕнтерÿ кунĕнче Мускавра иртнĕ тĕп парада хутшăннине пĕлтĕмĕр. Унпа Интернет урлă çыхăнма май килчĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа парад йĕркелеме чылай маларах - март уйăхĕн 20-мĕшĕнчех - хатĕрленме пуçланă. Оркестр та хĕрÿ ĕçе пуçăннă.

- 800 музыкантран тăракан оркестр пухрĕç. Кашни кунах пилĕкшер сехет, шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне, Хадын уйĕнче репетици ирттертĕмĕр. Апрель вĕçĕнче Алабино стадионĕнче гарнизон тренировкисем пуçланчĕç. Ун чухне парада стройпа утакансем те, механизациленĕ техника та, авиаци те хутшăнчĕç. Çакна курмассерен чĕрем мăнаçлăх туйăмĕпе тулатчĕ, - каласа кăтартрĕ салтак.

Паллах, репетици Мускаври Хĕрлĕ тÿремре те виçĕ хутчен иртнĕ. Уйăх çурă хатĕрленсен те ывăнман салтаксен чăтăмсăррăн кĕтнĕ кунĕ - Çĕнтерÿ уявĕ - тинех çитнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин, министерствăсемпе ведомствăсен ертÿçисем, депутатсем, тĕнчипе паллă çынсем... хутшăнакан мероприятире, паллах, кашниех пăлханать. Чăваш арĕ те хумханнă - ара, Хĕрлĕ тÿремре иртекен парадри оркестрта та кашни кун альт калаймастăн-çке.

- Раççейшĕн, тĕнчешĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие хутшăннăшăн чунран хĕпĕртетĕп. Темиçе ăрăва çыхăнтаракан Çĕнтерÿ уявĕ кашнинех витĕм кÿчĕ: пĕрне йĕртрĕ, теприне хаваслантарчĕ... - пысăк хавхаланупа калаçрĕ кĕçĕн сержант званине февраль уйăхĕнче тивĕçнĕ Денис Антипов. Унăн кăкăрне халĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ парада хутшăннăшăн чысланă медаль илемлетет. "Хурăнташ" солисчĕ Чăваш Ен сцени çине тухасса кĕтмелли те нумай юлмарĕ - хĕсметрен вăл июль уйăхĕн пуçламăшĕнче таврăнĕ.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.