- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнтерÿн асамлă хăвачĕ
Аслă Çĕнтерÿ кунне халĕ календарьте хĕрлĕ тĕспе паллă тăваççĕ. Чаплă çак уяв хăçантанпа канмалли куна çаврăннă-ши? Ăна Совет Созĕнче тата Раççейре мĕнле паллă тăвасси йăлана кĕнĕ?
Пĕрремĕш
Аслă Çĕнтерÿ 10 çул тултарнине анлăн уявламан, Хĕрлĕ тÿремре нимĕнле парад та иртмен. 1955 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман ахаль ĕç кунĕ пулнă. Çĕршыв тĕрлĕ хулинче савăнăçлă пухусем, парксемпе тÿремсенче уяв концерчĕсем иртнĕ. Каçхине Мускавра, союзла республикăсен тĕп хулисенче, герой-хуласенче 30-шар залпран тытăнса тăракан салют тÿпене йăмăхтарнă.
Пĕрремĕш хут Çĕнтерÿ юбилейне Совет Союзĕнче 1965 çулта анлăн паллă тунă. Хăрушă вăрçăра çĕнтернĕренпе 20 çул çитнине халалласа пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă çар çыннисен çемйисен членĕсен хушма çăмăллăхĕсем” пирки СССР Министрсен канашĕ постановление алă пуснă.
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче вара СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ çу уйăхĕн 9-мĕшĕ канмалли кун пулни çинчен калакан указа алă пуснă. Юбилей умĕн çĕршывĕпех вăрçăпа, Çĕнтерÿпе çыхăннă монументсем çĕклеме пуçланă. Волгоградра Мамай курганĕ çĕкленнĕ - ăна 1967 çулхи юпа уйăхĕнче туса пĕтернĕ. Паллă мар салтакăн палăкĕн проекчĕн конкурсне пĕлтернĕ. Мемориала 1967 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче уçнă.
Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 20 çул тултарни” юбилей медальне йĕркеленĕ, унпа 16 млн çынна чысланă. Юбилей тĕлне тĕрлĕ орден-медале вăрçа хутшăннă 33 пин çын тивĕçнĕ. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче СССР АК Президиумĕ “Герой-хула” хисеплĕ ят пирки йышăну кăларнă. Ăна чи малтанах Мускав, Ленинград, Волгоград, Киев, Севастополь тата Одесса тивĕçнĕ. Брест “Герой-крепоç” пулса тăнă.
Хĕрлĕ тÿремре вăрçă вĕçленнĕренпе пĕрремĕш хут çар тата техника парачĕ иртнĕ. Çĕнтерÿ Ялавне Хĕрлĕ тÿреме рейхстага штурмланă çĕре хутшăннă полковник, Совет Союзĕн Геройĕ Константин Самсонов йăтса тухнă. Унăн ассистенчĕсем запасри сержант, Совет Союзĕн Геройĕ Михаил Егоров тата запасри кĕçĕн сержант, Совет Союзĕн Геройĕ Мелитон Кантария пулнă - шăпах вĕсем 1945 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче рейхстаг тăрне ялав çакма пултарнă.
Парад вăхăтĕнче 13 çĕршыв ертÿçисем пулнă. Каçхи 9 сехетре Мускавра, союзла республикăсен тĕп хулисенче, герой-хуласенче тата ытти хулара 30 залпран салют кĕрленĕ. Шăпах 1965 çултан пуçласа пĕр полкра çапăçнисем Мускавра тата пысăк ытти хулара тĕл пуласси йăлана кĕнĕ.
Парад вырăнне - çамрăксен манифестацийĕ
Çĕнтерÿ 30 çул тултарнине 1975 çулта паллă тунă. “Герой-хуласен” йышне Керчь, Минск, Новороссийск кĕнĕ.
Мускаври Кутузов проспектĕнчи триумф арки çывăхĕнчи тавралăх “Çĕнтерÿ тÿремĕ” пулса тăнă. 14 млн çынна “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 30 çул тултарни” медальпе чысланă.
Хальхинче Мускава парад курма пÿрмен. Ун вырăнне Хĕрлĕ тÿремре çамрăксен уяв манифестацийĕ иртнĕ.
Çу уйăхĕн 8 тата 9-мĕшĕсенче социализмла 11 çĕршыв, Франци, АПШ тата совет правительстви ячĕпе Паллă мар салтакăн Вилтăпри патне чечек кăшăлĕсем хунă.
Ветерансем тата фильмсем
Çĕнтерÿ 40 çул тултарас умĕн экрансем çине Юрий Озеровăн “Битва за Москву”, Элем Климовăн “Иди и смотри” фильмĕсем тухнă.
“1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 40 çул тултарни” медальпе 11 млн ытла çынна хавхалантарнă. Çапăçăва хутшăннисене I тата II степень Тăван çĕршывăн вăрçин орденĕсемпе чысланă. “Герой-хуласен” йышне Мурманск тата Смоленск хулисем кĕнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 40 çул çитнине халалласа ирттернĕ парадра ветерансем уйрăм колоннăпа утса иртнĕ.
Каçхине çĕршыври 30 ытла хулара 40 залплă салют тÿпене йăмăхтарнă.
Саккун, мемориалсем...
1993 çулта, Çĕнтерÿ çур ĕмĕр тултарнине уявлама хатĕрленнĕ май, юбилей медальне 19,5 млн экземпляр кăларса хатĕрленĕ. 1995 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Борис Ельцин “Ветерансем çинчен” саккуна алă пуснă - унпа килĕшÿллĕн вăрçа хутшăннисен категорийĕ анлăланнă, çăмăллăхĕсем йышланнă. Уяв тĕлне çĕнĕ мемориалсемпе палăксем çĕкленнĕ. 1995 çулхи çу уйăхĕн 3-мĕшĕнче Прохоровка танк çапăçăвĕн музейĕ хута кайнă. Манеж тÿремĕнче Совет Союзĕн маршалĕн Георгий Жуковăн палăкĕ уçăлнă. Пултаруллă полк ертÿçине чысласа Санкт-Петербургра тата маршал çуралнă тăрăхра, Калуга облаçĕнчи Жуковка ялĕнче, палăксем çĕкленнĕ. Мускавра Çĕнтерÿ мемориалĕ тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Тĕп музейĕ уçăлнă.
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Санкт-Петербургра тинĕс-çар парачĕ иртнĕ. Çĕршыв историйĕнче пĕрремĕш хут пулнă кун пекки - парада нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ коалици карапĕсем те хутшăннă.
1957 çултанпа парада хутшăнман авиаци каллех тÿпене самолетсем çĕкленĕ.
Уява ПНО Тĕп секретарĕ Кофи Аннан тата 56 çĕршыв ертÿçи хутшăннă. Раççее чикĕ леш енчен 3 пин ытла хăна килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнче Балти тăрăхĕнчи çĕршывсем кăна пулман: Латви, Эстони, Литва...
Каçхине Мускавра тата 16 хулара 50 хутчен уяв залпĕ кĕрленĕ.
“Георгий хăйăвĕ”
2005 çулта Раççей хаяр тăшмана çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тунă. Хуласенче Çĕнтерÿ мемориалĕсене, палăксене юсаса çĕнетнĕ. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа çĕршыв ертÿçин указĕпе килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсене хушма укçа тÿлеме тытăннă. 9 млн ытла юбилей медалĕ хатĕрленĕ.
2005 çулхи ака уйăхĕнче пуçласа “Георгий хăйăвĕ” общество акцине йĕркеленĕ. Çĕнтерÿ кунне халалланăскерне ирттересси халĕ йăлана кĕнĕ - ăна çулсеренех ака уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 2-мĕшĕччен йĕркелеççĕ. Волонтерсем çак тапхăрта 30 çĕршывра 45 млн хăю салатнă.
Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ парад икĕ пайран тытăнса тăнă - истори тата хальхи. Унта 7 пин çар çынни тата 2,6 фронтовик хутшăннă. Хĕрлĕ тÿрем çийĕн Раççей Сывлăш-Çарĕн 12 самолечĕ вĕçсе иртнĕ. НППП ертÿçисем, Азербайджансăр пуçне, пухăннă Мускава, чикĕ леш енчен - 53 патшалăх пуçлăхĕ.
Уяв савăнăçлă концертпа вĕçленнĕ. Мускавпа ытти пысăк хулара салют кĕрленĕ.
Юбилей умĕн
Пĕлтĕр Мускавра Хĕрлĕ тÿрем çар техникин 151 единицине йышăннă. Самолетсемпе вертолетсен шучĕ вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнипе танлашнă. Çар парадне РФ оборона министрĕ, çар генералĕ Сергей Шойгу йышăннă.
Çĕнтерÿ 69 çул тултарнине халалланă парада типĕ çĕр çар чаçĕсен Тĕп командующийĕ, генерал-полковник Олег Салюков ертсе пынă. 2014 çулхи Çĕнтерÿ маршĕнче çĕнĕлĕх те пулнă - Хĕрлĕ тÿремпе РФ хуралĕн федераци службин Мускав Кремлĕн коменданчĕн службин Президент полкĕн хисеплĕ эскорчĕ утса иртнĕ.
Çĕнĕ çар палли
Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине уявлама та маларахах хатĕрленме тытăннă. Ăна ирттерес тĕлĕшпе Владимир Путин 2013 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчех указа алă пуснă. Юбилей медальне те 2013 çултах хатĕрленĕ.
Кăçал та Çĕнтерÿ парачĕ йăлана кĕнĕ тăрăх Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ. Халичченхисенчен хăйĕн масштабĕпе палăрса тăнă вăл. Çĕнĕлĕхсем пуласса, чăн та, малтанах систернĕччĕ - унта çар çĕнĕ йышши техникине кăтартнă. Кремль çумĕнче пĕрремĕш хут çыран хĕрринчи ракета комплексĕсем “Бастион” тата “Бал”, çĕнĕ йышши танк “Армата”, çĕнетнĕ “Тайфун”, БМП, тата БТР, “Коалиция-СВ” артиллери установки иртнĕ.
Парада хутшăннă тата ăна курма пухăннисен пуçĕ çийĕн 143 самолетпа вертолет вĕçсе иртнĕ. Хĕрлĕ тÿремре 18 пин çын çирĕппĕн пусса иртнĕ, вĕсен хушшинче - ют çĕршыв çарĕсем те: Раççей салтакĕсемпе юнашарах азербайджан та эрмен, белорус та казах, кăркăс та таджик... Серби, Монголи, Китай, Инди - кашнинех çар тумĕ те, парадра утас манерĕ те расна, анчах та тĕллевĕ пĕрре: вăрçа хирĕç, мирлĕ тÿпешĕн...
Çапах та тĕнче - парада нумайăшĕ телевизорпа курни кама иккĕлентерĕ? - “Армата” танкран куç илеймерĕ-тĕр. Кун пекки урăх никамăн та çук. Ытти танксем пĕр-пĕринчен питех уйрăлса тăмаççĕ. “Армата” экипажĕ кăна башньăра мар, ун умĕнчи броньăланă капсулăра вырнаçнă. Ятарлă броня пахалăхне шăтăр-шăтăр сивĕре те çухатмасть. Ку танкра ядерлă хирĕç-тăрура та хăрушă мар. Корпусне нумай сийлĕ кукăль пек тунă: хурçă, керамика, резина, хурçă... Унăн 125 миллиметрлă туппи те - хăйне евĕр. НАТО çĕршывĕнче кăлараканнисенчен чылай хăватлăрах вăл. Тĕл перес енĕпе те ăна çитекенни çук. Паллах, оборона министерстви пĕтĕм вăрттăнлăха уçман. Электроника, хĕç-пăшал, бронекапсула, механик ĕçĕ - çакă йăлтах уççăнлăх карти тепĕр енче юлнă. Комплектацине кура кирек мĕнле машинăна - БМП, САУ - çаврăнма пултаракан “Армата” пире ырă сунманнисен сехрине хăпартасси куçкĕрет.
“Коалици” те - хăйне май. Вăл снарядсем кăларса янă хыççăн вĕсем палăртнă тĕллеве çитиччен хăй пенĕ вырăнтан... тарса çухалма ĕлкĕрет! Мĕнле майпа шутласа кăларма пултарнă çак хăвăртлăха - патшалăх вăрттăнлăхĕ. Унпа усă курса 40 километран /чи нумаййи - 70!/ пеме пулать. Çакăн пек инçĕшрен пеме пултаракан хĕç-пăшал тĕнчере хальлĕхе урăх çук-ха.
Пехота çар машини тата “Курганец-25” бронетранспортер пеккине те хальлĕхе чикĕ леш енче шухăшласа кăларайман.
Парадра пурĕ техника 196 единицине кăтартнă.
“Эпир парад пуçланă чух мĕн пулнă пирĕн? - палăртнă шухăшĕсене каярахпа ветерансем. - Çурăм хыçне кутамкка çакнă пехота... Халĕ акă мĕнле хăватлă техника иртет Мускав урамĕсемпе. Тăван çĕршыва хÿтĕлекен вăй шанчăклă апла. Хăш-пĕр путсĕрĕн шухăшласа пăхмалăх пур...”
Комментари хушас