53 çултан - Раççей Геройĕ!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыва тăшманран хÿтĕлесе паттăрлăх кăтартнăшăн чи пысăк наградăна - «Совет Союзĕн Геройĕ» ята - тивĕçнĕ ентешсен шучĕ хушăнчĕ. Тивĕçлĕ награда хăйĕн хуçине - Чиешнере çуралса ÿснĕ Александр ВОЛКОВА - çур ĕмĕр ытла иртсен çеç шыраса тупнă. Фронтовик çапăçусенче виçĕ хутчен аманнă, паттăрлăхпа хăюлăхшăн ăна «Совет Союзĕн Геройĕ» ят пама ВИÇĔ ХУТЧЕН ?!% ыйтса çырса янă. 1998 çулта çеç РФ Президенчĕн Указĕпе отставкăри полковника «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç захватчикĕсемпе çапăçнă чухне паттăрлăхпа хăюллăх кăтартнăшăн» «Раççей Федерацийĕн Геройĕ» ят панă.
Александр Волков тата унăн «Çĕнтерÿ науки»
Чиешнери хресчен çемйинче çитĕннĕ яш шкултан вĕренсе тухсан çар çынни пулма шутланă. Çапла Саша Волков 1939 çулта Ульяновскри танк училищине вĕренме кĕнĕ. Çемье архивĕнче çамрăк курсантăн сăнÿкерчĕкĕ те упранса юлнă. Ун чухнех вăл паллă полководецсен биографийĕсене вуланă, вĕсем çапăçусене мĕнле йĕркелесе пынине тĕпченĕ, çак тĕслĕхре хăй мĕн тунă пулĕччĕ тесе шутланă. Уйрăмах Александр Суворовăн пурнăçĕпе кăсăкланнă. Ун чухне хăй вĕренÿ хыççăн тÿрех фронта лекессе тата Суворовăн «Çĕнтерÿ наукине» вăрçăра тĕрĕслеме тивессе шутлама та пултарайман, паллах. 1941 çулхи ноябрьте çамрăк лейтенанта пилĕк Т-34 танкран тăракан взвода ертсе пыма шаннă, вĕсене Калинин çывăхне çитнĕ тăшмана аркатма, Ленинграда илсе пыракан çула хÿтĕлеме тивнĕ. Пĕр вăхăтрах 17-18-шар самолет бомбăсем пăрахнă. Çав çапăçусенчен пĕринче Александр йывăр аманать, 30 градус сивĕре кунĕпе тарăн канавра выртать. Икĕ эрнерен кăна госпитальте тăна кĕрет. 1942 çулта çуркунне сывалса çитсен тÿрех фронта каять, капитан званине тивĕçнĕскер 15 танкран тăракан ротăна йышăнать, Сталинграда хÿтĕлет.
Хăйĕн пĕрремĕш наградине - «Паттăрлăхшăн» медале - пирĕн ентеш шăп Сталинградри çапăçусене хутшăннăшăн тивĕçнĕ. 1944 çулхи июньте Волкова çарти тусĕсемпе пĕрле Белорусси чиккине ăсатнă, унта «Багратион» операцие хатĕрленнĕ. Унăн танк роти хаяр çапăçусене хутшăнса пĕрре мар фронт линине татнă, тĕрлĕ лару-тăрăва лексе унтан тĕрĕс-тĕкел те тивĕçлĕн тухма пултарнă.
Çĕнтерĕве вăл Балтика тăрăхĕнче кĕтсе илнĕ. Анчах вăрçă уншăн çакăнпа вĕçленмен - Инçет Хĕвелтухăçра Япун вăрçине те хутшăнма тивнĕ.
Вăрçă хыççăн пирĕн ентеш çар карьерине малалла тăснă, 1973 çулта тин полковник запаса тухнă. Мускав облаçĕнчи Люберцы хулинче ĕçленĕ. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Вăрçă, ĕç, хĕçпăшаллă тата право йĕркине сыхлакан органсен ветеранĕсен организацийĕн канашĕн председателĕ пулнă. 2010 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Раççей Геройĕ, гвардин оставкăри полковникĕ Александр Волков 91 çула кайса пурнăçран уйрăлнă.
«Шырав» пуçару ушкăнĕ
Интернета пурте пĕрпек йышăнмаççĕ пулин те Куракьелĕнчи Дмитрий Ефремова шăп пĕтĕм тĕнчери сеть паллă ентеше тупма пулăшнă. Хуралтăвĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ Анатолий Кузнецов çинчен материал шыранă май вăл «Нурлат-Октябрь районĕнче çуралса ÿснĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Геройĕсем» пая кĕнĕ. Экранра унччен паллă пулман Александр Волковăн ячĕ тухнă. Çакă Дмитрий Ивановича кăсăклантармасăр пултарайман. Вăл тÿрех паттăр ентеш çинчен сведенисем пухма тытăннă, çак ĕçпе пулăшма пултаракан тусĕсене те явăçтарнă. Çапла «Шырав» пуçару ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Дмитрий Ефремов Геройăн Нурлатри, Аксу районĕнчи тата Санкт-Петербургри тăванĕсене шыраса тупнă, вĕсемпе паллашнă.
«Алечкăна - Шурикран асăнмалăх»
Раççей Геройĕн тăванĕсем вара çумрах, кÿршĕ районтах пурăнаççĕ-мĕн. Çав шутра Алечка та - Алевтина Алексеевна Пикалова - Геройпа пĕртăванĕн хĕрĕ. Ăна Дмитрий Ефремовпа Геннадий Ендиряков Александр Волковăн çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕкĕн тепĕр енче çырса хуни тăрăх шыраса тупма пултарнă. Сăнÿкерчĕке 1945 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Балтика тăрăхĕнче туни çинчен те пĕлтернĕ унта. Декабрĕн 9-мĕшĕнче - Тăван çĕршывăн Паттăрĕсен кунĕнче эпир Пикаловсем патĕнче хăнара пултăмăр. Алевтина Алексеевна Аксу районĕнчи Тукмаклă /Новое Ильдиряково/ ялĕнче пурăнать. Вăл - Александрăн аслă аппăшĕн, Клавдийăн, хĕрĕ. Клавдия Александровна амăшне ватлăхра хăй патне илсе килнĕ. Герой та вĕсем патĕнче пулса курнă. Çак тĕлпулу пĕчĕк Алечкăн асĕнче ĕмĕрлĕхе упранса юлнă, вăл ун чухне 5-6 çулсенче çеç пулнă пулин те.
- Хĕллеччĕ. Куккана илме Нурлата лашапа кайрĕç, станцире кĕтсе илчĕç. Çÿллĕ, кĕрнеклĕ яшчĕ, карттус тата шинель тăхăннăччĕ. Мана чĕрçи çине лартрĕ, эпĕ вара, те хăранипе, куçĕсенчен шикленерех пăхрăм, - аса илчĕ кинемей ачалăхри самантсене. Çакă вĕсен пурнăçĕнчи пĕртен-пĕр тĕлпулу пулнă: ашшĕпе амăшĕ вилнĕ хыççăн Александр Волков тăван енне урăх килмен. Вăхăт иртнĕçем тăвансем хушшинчи çыхăну çухалнă. Алечка та халĕ ĕнтĕ 75 çулта. Вăл чылай çул иртнĕ хыççăн ачисем инçетри тата манăçнă тăванĕсене тупма пултарнăшăн питĕ савăнчĕ. Ку енĕпе Пикаловсене «Шырав» пуçару ушкăнĕ те пулăшрĕ.
Асăмра çав Саньках
Ачалăхри тусĕ çинчен çутă астăвăма упракан тантăшĕсене те шыраса тупрĕ «Шырав» ушкăн. Çапла çулçÿрев Тукмаклăран Геройăн тăван ялне - Чиешнене - илсе çитерчĕ. Унта пире Марийăпа Илья Ермуллинсем кĕтсе илчĕç.
- Эпир ăна Санька тесе чĕнеттĕмĕр, вăл манран пĕр çул çеç аслăччĕ. Пире хирĕç пурăнатчĕç. Пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Ырă кăмăллăччĕ вăл. Алхасман, - паллаштарчĕ ачалăхри асаилĕвĕсемпе Мария Александровна.
Саша Волковăн ашшĕпе амăшĕ, çирĕп хуçалăхпа пурăннăскерсем, коллективизаци çулĕсенче колхоза кĕрес темен иккен, единоличниксем пулнă. Волковсене «кулаксем» тесе шутланă, çуртне туртса илнĕ. Ялта Саша Волкова вăрçăра палăрнăшăн Герой ятне пама йышăнни çинчен пĕлсен çуртне каялла тавăрнă, выльăх апачĕ уйăрса панă, пулăшма тытăннă. Анчах ял Советĕнчен вăл «кулак» ачи, çакăн пек хисепе тивĕçме пултарать-и тесе çырса янă. «Çÿлте» тивĕçлĕ мар тесе йышăннă. Волкова тепре те Герой ятне тивĕçме шăпи пÿрнĕ, анчах ун чухне те çакă пурнăçланман. 53 çул иртсен çеç пирĕн ентеш пĕрре мар тивĕçнĕ наградăна илме пултарнă.
Мария Ярмуллинăсăр пуçне Чиешнере Раççей Геройне ача чухне курнисем урăх çук та пулĕ. Вăл унăн ватлăхри сăнÿкерчĕкĕсене курсан питĕ тĕлĕнчĕ: «Мĕнле-ха апла? Çавăн чухлĕ вăхăт хăй çинчен нимĕн те пĕлтермен. Адресĕ те çавах вĕт, эпир те - кунтах».
Çак ыйтăва Геройăн ывăлĕсемсĕр, Владимирпа Валерийсĕр, пуçне халь никам та хуравлаймасть пулĕ. Анчах ăçта вĕсем халĕ? Эппин, «Шырав» хăйĕн ĕçне малалла тăсать, хыпарсем пулсан вулакансене пĕлтерĕпĕр.
Хальлĕхе вара...
...Хаçата пичете хатĕрленĕ май Пикаловсенчен ырă хыпар килчĕ.
- Эпир Саша куккан ывăлне - Владимира тупрăмăр. Вăл Чехословакире пурăнать. Куккан ывăлĕпе пĕрпек хушаматлă тата ятлă çын патне социаллă сетьпе Геройăн сăнÿкерчĕкне ярса патăмăр та вăл çак çынна пĕлмест-ши тесе ыйтрăмăр. «Пĕлетĕп, вăл манăн атте вĕт» тесе хуравларĕ Володя, - пĕлтерчĕ Алевтина Пикаловăн аслă хĕрĕ Галина.
Апла çак истори вĕçленмен-ха, ыйтусем те хуравĕсене тупĕç. Çĕнтерÿ хыççăн 70 çул иртсен те истори хăйĕн вăрттăнлăхĕсене пурне те уçса памасть. Шырав малалла пырать. Хальлĕхе вара çакна çирĕппĕн калама пултаратпăр - Нурлатăн пиллĕкмĕш Геройĕ тупăнчĕ.
Маргарита ЛИТТА.
Тутар Республики,
Нурлат
Комментари хушас