Çапăçура - маттур, ĕçре - хастар
Яманакри 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Н.Юманов Шупашкарти педагогика училищинче «ĕç тата черчени учителĕ» специальноçа алла илнĕ. Карайри вăтам шкулта виçĕ уйăх ĕçлесенех 1986 çулхи кĕркунне çар тумĕ тăхăннă. Çур çул Ашхабадпа Ферганара БМП-2 наводчик-операторне вĕреннĕ. 1987 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче /шăпах хăй çуралнă кун/ вĕсене самолетпа Афганистанри Кундуз хулине илсе çитернĕ.
- 126-ăн пултăмăр. Чăвашсем 6-чĕ. Хамăр районти Туçи Чуракасси ялĕнчи Игорь Степанов та пĕрлеччĕ, - аса илчĕ Николай Иванович.
Кĕçех сăртлă-туллă çĕр-шыва тин çеç çитнисене гарнизона ăсатнă. Н.Юмановпа юлташĕсем СССР чиккинчен 70 çухрăмри Бадахшан провинцийĕнчи пысăках мар Файзабад ятлă хулана лекеççĕ.
- Разведчиксен ротине лекрĕм. Вырăнти йăла-йĕркепе уйрăмлăхсене, харпăр хăйне епле тытмаллине вĕрентрĕç. Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче эпир 15-ĕн пуçласа разведкăна кайрăмăр. Душмансен караванне вăрттăн кĕтсе илсе хыçалтан йĕрлесе пыма приказ пачĕç. Çавăн чухне пĕр кишлак çывăхĕнче пире асăрхарĕç, автоматсенчен пеме тытăнчĕç. Хăрушă пулсан та хăраса ÿкмерĕмĕр. Çапăçуран ыр-сывах тухрăмăр, - каласа парать интернационалист воин.
Афганистанра тăнă 15 уйăхра Н.Юманов хаяр çапăçăва пĕр хут кăна мар кĕнĕ. 20 хутчен разведкăра пулнă. Автоколоннăсене душмансем тапăнасран сыхланă, 860-мĕш полк операцийĕсене хутшăннă, авалхи çар пуçĕ Тамерлан хăпартнă Бахарак крепоçне хÿтĕлекен 1-мĕш батальона пулăшу кÿнĕ.
- Вилĕм çумрах çÿренĕ. Пĕр тытăçура Маркин хушаматлă чăваша çухатрăмăр. Тутарстанранччĕ вăл, - тет Н.Юманов.
Вĕсене Афганистан çĕрĕнчен 1988 çулхи çулла илсе тухнă. Киле таврăниччен Николай Ивановичăн тата виçĕ уйăх Карабахри йĕркелĕхе сыхлама тивнĕ.
Унăн кăкăрне 1988 çулхи çу уйăхĕнче тивĕçнĕ «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», ытти медаль илем кÿреççĕ. Николай Иванович халĕ Пикшикри вăтам шкулта пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсене, черченипе технологи предмечĕсене вĕрентет, çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăнать.
Виктор ДАНИЛОВ.
Красноармейски районĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн
Комментари хушас