Структура
Професси ĕçĕ-хĕлĕ: 2003-2010 çулсенче – «Хыпар» Издательство çурчĕ» ПУП корреспонденчĕ. 2011 çулхи пуш уйăхĕнчен – «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕн çумĕ. 2017 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнчен «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ. 2019 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнчен – «Тăван Ен» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ.
Наградăсем:
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине виçĕ хутчен тивĕçнĕ (2004, 2010, 2012). 2011 çултанпа РФ Журналистсен союзĕн членĕ. Шупашкар районĕн администрацийĕн (2012) тата Чăваш Республикин информаци политикин министерствин (2015) Тав хучĕсене илнĕ. Тавра пĕлÿри çитĕнÿсемшĕн Никита Бичурин востоковед ячĕллĕ ордена тивĕçнĕ (2016). Пичет ĕçĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ЧР информаци политикин тата массăллă информаци хатĕрĕсен Хисеп грамотипе (2017), ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе (2018) хавхалантарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Тав хутне (2020), Патшалăх Думин депутачĕн Тав хутне (2023) тивĕçнĕ.
Общество ĕçĕ: «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» ЧРОО Шупашкарти вырăнти уйрăмĕн председателĕ, Шупашкар округĕнчи Общество палатин членĕ, РФ Шалти ĕçсен министерствин Шупашкар округĕнчи уйрăмĕн Общество канашĕн членĕ.
тишкерÿçĕ
Элĕк районĕнчи Шураçра çуралса ÿснĕ. Тавăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкула ăнăçлă пĕтерсе алла “Филолог. Чăваш чĕлхипе литератури преподавателĕ. Журналист” тесе çырнă диплом илнĕ. 1992-1998 çулсенче Шупашкарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 53-мĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах журналист ăсталăхне туптанă: республикăри хаçат-журналта унăн статйисем пичетленнĕ, “Чăваш Ен” телерадиокомпанире телекăларăмсем йĕркеленĕ.
1998 çултанпа “Хыпар” Издательство çуртĕнче: çулталăка яхăн "Çамрăксен хаçачĕн" корреспондентĕнче ĕçленĕ, 2000 çултанпа - "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат редакторĕ. Раççей Журналистсен союзĕн /1999/ тата Раççей Писательсен союзĕн /2008/ членĕ. Рита АРТИ хушма ятпа "Савнă ялăм ман Шураç", "Алтăр çăлтăрпа тулсассăн..." кĕнекесем кăларнă.
Хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçнĕ. Вăл шутра: Раççей Журналистсен союзĕн Хисеп грамоти, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн Хисеп грамоти, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти, Прессăн ылтăн фончĕн дипломĕ.
Тел. 36-02-92
seniorita.ilina@mail.ru
Михайлов Андрей Петрович,
корреспондент
Куславкка районĕнчи Чăршкасси ялĕнче çуралнă. 1999 çулта Чăршкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти професси училищинче вĕреннĕ. 2000-2005 çç. И. Яковлев ячĕллĕ ЧППУри чăваш филологийĕн факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан - Вăрмар районĕнчи Энтрияльти тата Пысăк Енккассинчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, 2007-2009 çç. Карăкçырмари пуçламăш шкул-ача сачĕн директорĕнче, çулталăк ытла Вăрмарти 4-мĕш ача сачĕн заведующийĕнче тăрăшнă.
Пĕр вăхăт районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корректорта, социаллă политика пайĕн корреспондентĕнче ĕçленĕ. 2012 çултан пуçласа “Хыпар” Издательство çуртĕнче: малтан - корректорта, халĕ - корреспондентра. Сăвă-калав çырма 1999 çулта пуçланă. Хайлавĕсем "Школьники", "Ялав" /Куславкка районĕ/, "Тантăш", "Хĕрлĕ ялав" /Вăрмар районĕ/, университетри "Педвузовец" хаçатсенче, "Çилçунат" журналта, "Хунав", "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" кĕнекесенче пичетленнĕ. Хайлавсен пĕрремĕш пуххи 2007ç. "Пĕчĕкскерĕм эсĕ пирĕн" /"Тантăш" хаçат кĕнеки/ ятпа тухнă. 2006 ç. "Çĕнĕ ятсем уçатпăр" республика конкурсĕнче "Поэзи" номинацире пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.
корреспондент
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари, Самар облаçĕнчи Вăтам Эверккельти вăтам шкулсенче, Пелепейри чăваш гимназийĕнче вĕрентекенре, Пушкăртстанри «Урал сасси» хаçатра ĕçленĕ. Халĕ «Хыпар» Издательство çуртĕнче вăй хурать.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне тата Чăваш Республикин Хисеп хутне тивĕçнĕ.
Тел. 36-13-38
molgazeta@rambler.ru
2015 çулта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн, 2016 çулта РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн А.И. Аршиновăн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Тел. 36-67-97
elena.atamanova2016@yandex.ru
"ЯЛ ПУРНĂÇĔ" КРАСНОАРМЕЙСКИ РАЙОН ХАÇАЧĔН РЕДАКЦИЙĔ" ФИЛИАЛ
Багадерова Валентина Николаевна,
Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекре çуралнă. Ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологипе культура факультетне вĕренме кĕнĕ. 2000 çулта Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă. 2004 çулта "Хыпар" издательство çуртĕнчи "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата ĕçлеме килнĕ. 2005 çулхи нарăс уйăхĕнчен - "Хыпар" хаçатăн корреспонденчĕ. 2024 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Тел. 36-09-95
bagaderova1978@mail.ru
Борисов Юрий Зиновьевич,
кăларăмшăн яваплă редактор
Михайлова Галина Яковлевна,
дизайнер
Николаева Алина Юрьевна,
рекламăпа ĕçлекен менеджер
корреспондент
2019 çулта ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин, массăллă коммуникацисен министрĕн Тав хутне тивĕçнĕ.
Тел. 36-67-57
2014 çултанпа «Хыпар» Издательство çуртĕнче фотокорреспондентра ĕçлет. Пĕтĕм Раççейри «Манăн Раççей» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçи. ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн, ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, ЧР Патшалăх Канашăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ.
Николаева Людмила Владимировна,
водитель