Ака-суха çывхарать

15 Ака, 2015

Республикăри уй-хирте ĕç шавĕ вăй илсех пырать. Чылай хуçалăх кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă ĕнтĕ.

Апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне ака-сухана тухма вăрлăх 50 445 тонна янтăланă. Ку кирлин 106 проценчĕ. Анчах ăна кондицие çитересси майĕпен пырать. Çак вăхăт тĕлне 90 проценчĕ кăна акма юрăхлă. Çĕмĕрле, Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Красноармейски, Комсомольски, Пăрачкав тăрăхĕсенчи хуçалăхсенче ку енĕпе ĕçлемелĕх пур.

Янтăланă вăрлăхран 758 тоннине имçамланă. Çĕрулми вăрлăхне 5 903 тонна яровизациленĕ. Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски, Элĕк районĕсенче «иккĕмĕш çăкăра» лартма хатĕрлессипе лайăх ĕçленĕ.

Çурхи ĕçсене ирттерме минерал удобренийĕ 20 пин тонна кирлĕ пулать. Хальлĕхе ăна 9 пин тонна ытларах кăна янтăланă /45,4 процент/. Улатăр /13,1 процент/, Канаш /23,4/, Муркаш /24,1/, Пăрачкав /16,5/, Вăрмар /29,6/, Шăмăршă /26,4/, Тăвай /26, 4/районĕсенче уйрăмах сахал. Пĕтĕмĕшле илсен республикăри пĕр районта та вăл кирлĕ чухлĕ çук. Минерал удобренийĕ виçесĕр хакланни, çăмăллатнă кредита вăхăтра илейменни те тÿнтерле витĕм кÿчĕ пулас.

Дизтопливо 68,4 процент янтăланă. Улатăр, Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар тăрăхĕсенче вăл сахалрах. Республикипе вара Елчĕксем кăна ака-суха ирттерме дизтопливо çителĕклĕ хатĕрлеме пултарнă /110,9 процент/.

Тракторсемпе сеялкăсен, плугсен, культиваторсен 94-95 проценчĕ юсавлă. Кĕрхисене - 8619, нумай çул ÿсекен курăксене 2967 гектар апатлантарнă.

Рубрика: