Пациентсем Ольга Симсова кардиолога ырăпа асăнаççĕ

15 Ака, 2015

Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника больницинче аслă ăрури çынсене медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерес ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеççĕ. Кăçал ветерансен сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме диспансеризаци ирттереççĕ, ятарлă бригада ялсенчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тухса çÿреме пуçланă та ĕнтĕ. Клиникăра опытлă, анлă пĕлÿллĕ специалистсем ĕçленине палăртмалла. Пациентсем çав шутра ЧР тава тивĕçлĕ врачне Ольга Симсова кардиолога ырăпа асăнаççĕ. Ольга Викторовна вĕсене чĕре чирĕсенчен асăрхаттарас, кирлĕ пулсан вăхăтра сиплес, сывлăха лайăхлатма пулăшас тĕлĕшпе пысăк яваплăхпа тăрăшать.

А. ЛУКИЯНОВА сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.