Сĕт хакĕ татах чакнă

15 Ака, 2015

Ĕнесем пăруланă тата çу кунĕсем çывхарнă май килти хуçалăхсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ чылай районта сисĕнмеллех чакнă. Çакă ЧР Ялхуçалăх министерстви район администрацийĕсенчен апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне ыйтса илнĕ сводкăна мартăн 20-мĕшĕ /мĕнпурĕ те 3 эрне çеç иртнĕ!/ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартупа танлаштарсан лайăх палăрчĕ.

Вăрнар районĕнче уйрăмлăх кашни литр сĕтшĕн - 4-5 тенкĕ таранах. Ун чухне «Норусово» ООО, Н.Краснова, С.Капитонова, Е.Войнова, А.Агамирян, Ю.Харитонов сĕте 20 тенкĕлле йышăннă, халĕ - 15 тенкĕлле çеç. Май, июнь уйăхĕсенче вĕсенчен мĕн кĕтĕпĕр? В.Илларионов, А.Федоров, О.Лукин усламçăсем, «Иволга», «Молочник» кооперативсем, «Иволгамолоко» ООО хака 4 тенкĕ таран чакарнă. Е.Орлова предпринимателĕн çеç улшăнман вăл: 16 тенкĕ пулнă, çаплипех хăварнă.

Хĕрлĕ Чутай, Муркаш тата Тăвай районĕсенче пайтаçăсем, хуçалăхсемпе районсем килти хуçалăхсенчен мартăн 20-мĕшĕ тĕлне кашни литр сĕте 17 тенкĕлле туяннă. 3 эрне иртнĕ çеç - хака 3-шер тенкĕ чакарнă. Красноармейски, Етĕрне тăрăхĕсенче те маларах çак хакпа туяннă, анчах кайран пĕринче 2-шер, тепринче 1-3-шер тенкĕ пĕчĕклетнĕ.

Улатăр районĕнче улшăну çук, халĕ те 16 тенкĕлле йышăнаççĕ. Элĕк енре 17 тенкĕлле пухнă, апрелĕн 10-мĕшĕ тĕлне - 14-15 тенкĕлле. А.Черыков унччен 20 тенкĕлле туяннă пулсан, халĕ ыттисемпе танлашнă - 15 тенке çитернĕ. Мăн Вылă, Йăлкăш, Тавăт, Питĕшкасси ял тăрăхĕсенче апрелĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа пĕрер тенкĕ йÿнетнĕ, халĕ хак 14 тенкĕ.

Патăрьелсем мартăн 20-мĕшĕ тĕлне 17-19 тенкĕлле туяннă. Ун чухне Г.Мишин, Н.Кушников - 1,5 т., Ф.Тухфетуллов, «Патăрьел сĕчĕ» ЯППК, «Молвест», «Молсервис» ОООсем 2,5 тенкĕ сахалрах тÿленĕ. Çав вăхăтрах хака улăштарманни кама савăнтармĕ? Унашкал пайтаçăсенчен халăх татăлмасть, паллах. Тĕллеве те ытларах пурнăçлаççĕ. Р.Каштанов, А.Алексеев, Ю.Наумов, П.Хмелев иртнĕ уйăхра кашни литр сĕте 17 тенкĕлле пуçтарнă, паян та çав çул-йĕрпех пыраççĕ.

Йĕпреçсемпе Канашсен те хак уйрăмлăхĕ пур, анчах пысăк мар: 0,5-рен пуçласа 2 тенкĕ таран. «Молцентр» ООО /Канаш/ 2-3 тенкĕ йÿнетнĕ, çав вăхăтрах В.Хлебников предприниматель /Йĕпреç/ - 0,5 тенкĕ çеç.

Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенче уйрăмлăх 1-2 тенке çывăх. Красноармейскисем, Пăрачкавсем, Вăрмарсем 2-шер тенкĕ чакарнă. Кашни хуçалăх е усламçă пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрас-тăк хаçат страници те çитмĕччĕ. Çу кунĕсенче сĕт калăпăшĕ ÿснине, çавна май унăн хакĕ йÿнелнине пурте пĕлетпĕр. Анчах 20 кун хушшинчех сутнă литр сĕтшĕн ял çыннине 5 тенкĕ чакарса тÿлени пайтаçăна та, кооперативсемпе райпо ĕçченĕсене те чыс кÿмест. Чи малтанах хресчен ĕне йышне ан чакартăр тесе шухăшламалла пулĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: