Владимир ПУТИН: Нумай ачаллă пысăк çемье паянхи обществăра пурнăç норми пулмалла

1 Пуш, 2024

Николайпа Алевтина СЕМЕНОВСЕМ 5 ача ÿстереççĕ.

– Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Çырăвне кăсăклансах итлерĕмĕр. Владимир Владимирович питĕ тĕрĕс каларĕ: нумай ачаллă пысăк çемье паянхи обществăра пурнăç норми пулмалла. «Çемье» наци проектне хута яма палăртни питĕ вăйлă! Эппин, эпир, нумай ачаллă çемьесем, хальхи çăмăллăхсене кăна мар, татах хушма пулăшусем илме пултарăпăр. Çемье ипотекине 2030 çул таран тăснине илтме кăмăллă пулчĕ. 6 çул тултарман ачана воспитани паракан çемьесем çăмăллăхлă кредитпа, 6 процентлипе, усă курма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра виççĕмĕш ача çуралсан патшалăх ипотекăшăн тÿлеме 450 пин тенкĕ парать. Ку программăна тата амăшĕн капиталне 2030 çулччен тăсни савăнтарать. Пирĕн шухăшпа, «Çемье» наци проекчĕ уйрăмах ялта пурăнакан нумай ачаллă çемьесемшĕн лайăх пулĕ, вăл çамрăксене йыш хушма хĕтĕртĕ. Патшалăх пулăшăвне туйса тăрсан ача çуратма та хăрамалла мар, – терӗ мӑшӑр Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци пухӑвне янӑ ҫырӑва хакланӑ май.

www.hypar.ru

Комментари хушас