Викторина çĕнтерÿçисене чысланă

7 Раштав, 2021

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче «Хӳтĕлев чиккисем пирки пĕлетĕр-и?» викторина çĕнтерӳçисене чысларĕç. Аса илтеретпĕр: ăна „Хыпар“ хаçат редакцийĕ Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕччĕ.

Унта республикăн тĕрлĕ районĕнче пурăнакан çирĕм ытла çын хутшăннă. Çав шутра шкул ачисем те, ĕçлекен ӳсĕмрисемпе тивĕçлĕ канурисем те пур. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина çĕнтерӳçĕсене — Красноармейски районĕнчи Красноармейски шкулĕн чăваш чĕлхи вĕрентекенне Зинаида Михайловăна, Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕн ют чĕлхесен вĕрентекенне Татьяна Лапшинана, Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли шкулĕн вĕрентекенне Людмила Коноваловăна — саламларĕ. Вĕсене викторинăна хутшăннăшăн тав турĕ, Диплом тата парне парса чысларĕ.

Викторина çĕнтерӳçисем учитель пулнă май хăйсем ĕçлекен шкулта вĕренекенсене Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем пирки ытларах пĕлччĕр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттерни пирки каласа кăтартрĕç. Çакăн ырă витĕмĕ пурах: акă «Хӳтĕлев чиккисем пирки пĕлетĕр-и?» викторинăна Елчĕк шкулĕнчен 5 çын хутшăннă. Людмила Коновалова хăй пурăнакан тăрăхри 25 çыннăн, окоп чавма хутшăннисен, шăпине уçăмлатнă, вĕсен тăванĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Çĕнтерӳçĕсем «Хыпарçăсене» викторина йĕркеленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕç, тавра курăма анлăлатма пулăшакан конкурссене татах та хутшăнма хирĕç маррине пĕлтерчĕç.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас