Шупашкарти 22-мĕш шкул картишне Ми-8 вертолет вырнаçтарнă

26 Кăрлач, 2021

Ку вертолета Раççей Геройĕ Николай Гаврилов парнеленĕ. Ăна нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче савăнăçлă самантра уçма палăртнă. Хĕрлĕ хăйăва касма Николай Федорович лейтенант генерал хăй килĕ.

Паянхи кун тĕлне шкулта вертолет площадкине хатĕрленĕ, техникăна лартмалли вырăна та хатĕрленĕ. Ятарлă лапама йĕркелес ĕçсем малалла пырĕç.

Мĕншĕн вертолетăн çак модельне суйланă-ха? Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков палăртнă тăрăх, Николай Гаврилов авиатор-герой тата лейтенант генерал шăпах çак вертолетпа вĕçнĕ иккен. Сăмах май, 22-мĕш шкул та Николай Гаврилов ячĕпе хисепленет. Çывăх вăхăтра çак шкул тата çар авиацийĕн училищисемпе килĕшÿ хатĕрлĕç - ку 11-мĕш класран вĕренсе тухакансене çав вĕренÿ учрежденийĕсене кĕме май парĕ.

www.hypar.ru Gcheb.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас