Шупашкарта патшалăх тата парти деятелĕн Семен Ислюковăн палăкне уçрĕç
Унăн ячĕ республикăшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл ертсе пырас пултарулăхĕпе, çивĕч ăсĕпе палăрса тăнă, Чăваш Ен умĕнчи çивĕч ыйтусене тата татса памалли майсене лайăх пĕлнĕ. 1955-1985 çулсенче Чăваш АССРĕн Министрсен Совечĕн Председателĕнче, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тата Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Председателĕнче ĕçленĕ чухне Чăваш Ен нихăçан пулман хăвăртлăхпа аталанса чечекленнĕ, вун-вун завод-фабрика тунă, ăна-кăна реконструкцилесе çĕнетнĕ, республика промышленноçĕ, çав шутра Шупашкарти промышленноç тракторĕсен завочĕпе ГЭС, çĕкленсе ларнă, мĕн пур отрасле аталантарнă, ял-хулана çĕнетнĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçас ĕçре унăн тӳпи — пĕрремĕш вырăнта. Вăл ертсе пынипе культурăн тĕп объекчĕсене хута янă: К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх, Вырăс драма тата Оперăпа балет театрĕсем, филармони, культура çурчĕсемпе музейсем, вулавăшăсем.
— Семен Матвеевич хăйĕн ĕç биографине ял шкулĕн вĕрентекенĕнчен пуçланă. Пĕтĕм вăйран ĕçлесе хăй чăваш халăхĕн чăн-чăн патриочĕ тата пултаруллă ывăлĕ пулнине çирĕплетнĕ. Палăка уçса хамăрăн аслă çул пуç умĕнчи парăма кăштах та пулин татар. Вăл республика ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнипе пĕрлех çынсемпе хутшăнса ĕçлес енĕпе те палăрса тăнă. Палăк пире çеç мар, пулас ăрăва та кирек хăш çыннăн епле ĕçлемеллине, пĕчĕк тăван çĕршыва мĕнле юратмаллине аса илтерсех тăрĕ, — терĕ пухăннисене Владимир Степанов вице-премьер республика Пуçлăхĕн тата хăйĕн ячĕпе саламланă май.
— Семен Матвеевич Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Чăваш Таяпа ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ăна сума суса Чăваш Енĕн тĕп хулинче палăк лартнăшăн Теччĕ районĕнче пурăнакансен ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Правительствине, ЧР АПК ветеранĕсен союзне тав тăватăп. Палăк çӳллĕ мар, иртен-çӳренпе юнашарах, ун çине пăхсан Семен Матвеевич паян та темле ыйтăва татса пама васканине куратпăр, — терĕ Теччĕ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Евгений Курков.
— Паян улăпа, аслă çул пуçа чысласа палăк уçатпăр. Тен, республикăшăн туса хăварнă ĕçĕсемпе унран пĕлтерĕшлĕрех çын тек çук та. Эпĕ трактор заводне çеç палăртатăп. СССР Министрсен Совечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Гейдар Алиев 1986 çулта Шупашкарти трактор завочĕпе паллашнă чухне çапла каларĕ: «Ну, чăвашсем — маттурсем! Хула туса лартнă, трактор завочĕ çĕкленĕ, анчах трактор туса кăлараймастăр…» Чăн та, ун чухне вăл цехран тухаймасть, гусеницисем «пĕр вырăнта çаврăнса тăраççĕ», мĕншĕн тесен конструкцийĕ кирлĕ пек пулман. Анчах маларах Семен Матвеевич хăйĕн командипе тата Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе Андриян Николаевпа пĕрле нумай союзлă республикăсенчен, РСФСР регионĕсенчен иртсе трактор заводне Шупашкарта тăвас ыйтăва Мускавра татса парса ĕлкĕрнĕ. Çакна паянхи тата çитес ăрăвăн пĕлмеллех, — палăртрĕ хулан хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин.
Савăнăçлă мероприятире Шупашкар пуçлăхĕ Станислав Трофимов, хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле палăка бронзăран шăратса тунă Владимир Нагорнов, Семен Матвеевич тăванĕ Татьяна Маркелова та сăмах каларĕç. Хула ертӳçисемпе АПК союзĕн ветеранĕсем çав кунах С.Ислюков вил тăприйĕ çине чĕрĕ чечек хунă, хула администрацийĕн залĕнче Семен Ислюкова халалласа наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ.
www.hypar.ru Юрий Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ











Комментари хушас