Парăмсем пысăк

23 Авăн, 2020

Кунсем кĕр енне сулăнчĕç, сивĕсем килесси те инçе мар. Ăшăпа тивĕçтерекен организацисем хĕле мĕнле ирттересси пирки шухăшлаççĕ-ши?

Ку ыйту, тĕрĕссипе, шухăшлаттараканни кăна çеç мар, пăшăрхантараканни те, мĕншĕн тесен вĕсен 63,7 проценчĕ «Газпром межрегионгаз Чебоксары» компани умĕнче парăмлă. Газ парса тăнăшăн организацие 1,6 миллиард тенкĕлĕх кивçене кĕнĕ. Уйрăмах, пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов паян пресс-конференцире пĕлтернĕ тăрăх, Элĕк, Вăрнар, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсен тата Улатăр, Канаш, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисен парăмĕсем пысăк.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас