Марина Карягина ăсталăх класĕ ирттерет

11 Çурла, 2020

Раççейĕн нумай нациллĕ поэзийĕн «Радуга над Волгой - Атăл Асамачĕ» Пĕтĕм Раççейри фестивалĕпе килĕшӳллĕн палиндромсен вăрттăнлăхне уçса паракан ăсталăх класĕ пулмалла. Ăна Марина Карягина поэт, прозаик, драматург тата тележурналист ирттерет.

Палиндром тесе малтан та, вĕçĕнчен те пĕрешкел вуланакан сăмахсене, сăмах майлашăвĕсене тата предложенисене калаççĕ. Вырăс поэчĕн Андрей Вознесенскийĕн те ун пек хайлав пур: «А луна канула».

Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11 сехетре Наци библиотекинче Марина Карягина палиндром мелĕпе усă курса сăвă çырма вĕрентĕ.

www.hypar.ru Nbchr.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас