Красноармейски округĕнче паян Пĕрлехи информаци кунĕн мероприятийĕсем иртрĕç

18 Нарăс, 2026

Информаци ушкăнĕсем кашни ял тăрăхне çитрĕç, халăхпа тĕл пулчĕç. Красноармейски округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Павлов тата Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков Красноармейски территори уйрăмĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕç.

Виктор Кочетков Чăваш Енри вĕрентӳ организацийĕсенче тĕллевлĕ професси пĕлĕвĕ илмелли программа çинчен каласа кăтартрĕ. Ку йĕркене Раççей Правительстви 2024 çулхи ака уйăхĕнче çирĕплетнĕ. Унпа килĕшӳллĕн çамрăксен диплом илсен вĕренме янă предприяти-организацире 3-5 çул ĕçлемелле. Килĕшӳре палăртнине пурнăçламасан — вĕренме пăрахсан е ĕçе йышăнмасан — тăкаксене саплаштарма, штраф тӳлеме тивет. Ĕçпе тивĕçтерекен центр ертӳçи Иван Козлов пĕлтернĕ тăрăх, «Красное Сормово», «Караево» хуçалăхсем çак мелпе – агронома тата ветеринара, «Волит» пĕрлĕх зоотехника вĕрентесшĕн.

Кăçалхи çанталăк уйрăмлăхĕсене шута илсен ейӳ анлă пуласси куçкĕрет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев телеграмри каналĕнче пĕлтернĕ тăрăх, регионта çурхи шыв-шурпа кĕрешмелли тапхăр вăй илсе пырать. Юр хăвăрт ирĕлсен 16 муниципалитетри 57 яла шыв илме пултарать. Çавна май 5370 çынна вăхăтлăх вырнаçтарма 18 пункт йĕркелеме палăртнă. Трак енри Мăн Çавал хĕрринче вырнаçнă Янмурçинти, Çĕнĕ Йĕкĕтри, Хусакассинчи урамсене шыв илес хăрушлăх пур. Пухура территори уйрăмĕсен ертӳçисен ку ыйтăва куç умĕнче тытмаллине, çурхи шыв-шурпа кĕрешме комиссисем туса хумаллине, çулсен хĕрринчи шыв юххисене, канализацисене, коллекторсене, шыв кăларса яракан пăрăхсемпе каналсене юртан, пăртан, çӳп-çапран тасатмаллине аса илтерчĕç.

Кунсем пуш уйăхĕ еннеле сулăннă май аграрисем çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркелесси пирки шухăшлама пуçланă. Кăçал Трак енри хуçалăхсен 19041 гектар çинче ака-суха ĕçĕсене пурнăçламалла. 8 пин ытла гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акмалла, 230 гектар çĕр улми лартмалла, 55 гектар пахча çимĕç çитĕнтермелле. Çĕре варăнтармалли тĕш тырра тĕрĕслев витĕр кăларнă. Вăл пĕтĕмпех кондициллĕ. Иртнĕ çул 5 пин гектар кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне 4 пин ытла гектар çинче калчасене тĕрĕсленĕ, 79 процент лайăх хĕл каçнине палăртнă. Халĕ хуçалăхсенче пулăх тăварĕсем турттарас, çур аки валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем илсе килес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ, техникăна юсаççĕ.

www.hypar.ru Юрий Борисов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Комментари хушас