«Хыпара» Виктория Вышинская ертсе пырĕ

15 Утă, 2024

Тăхăр уйăха яхăн кĕтнĕ хыççăн «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн — тĕп редакторĕн пушă пулнă пуканĕ тинех хуçине тупрĕ. Иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тивĕçлĕ хушăва алă пуснă, паян вара цифра министрĕн çумĕ Алексей Гурьянов Пичет çуртне килсе «хыпарçăсене» Издательство çурчĕн çĕнĕ директорĕпе — тĕп редакторĕпе Виктория Вышинскаяпа паллаштарчĕ.

Тĕрĕссипе, Виктория Вышинская «Хыпар» ИÇ ĕçченĕсемшĕн ют çын мар. Пирĕн вулакансем те ăна лайăх астума тивĕç. Студентка чухнех, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче вĕреннĕ çулсенче, Издательство çуртне ĕçлеме килнĕ, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ пулнă. Унăн ертӳçĕ опычĕ те сумлă — 2017 çултан тытăнса паянхи кунччен Шупашкар округĕн «Тăван ен» хаçачĕн редакторĕ пулнă. «Хыпар» тытăмĕнче ĕçленĕ çулсене Виктория Анатольевна ăшшăн аса илчĕ — профессири çула такăрлатасси çакăнтан пуçланни çинчен каланă май «Хыпар» кăларăмĕсен аталанăвĕшĕн малашне те пĕрле алла-аллăн, туслă ĕçлессе шаннине палăртрĕ.

Вăл иккĕленмест: çапла ĕçлесен тиражсем те пысăкланĕç, пичет кăларăмĕсен сумĕ те ӳсĕ, коллектив шалăвĕ те хăпарĕ. Маларах Виктория Анатольевна республика Пуçлăхĕпе курнăçнă та — Олег Николаев та «Хыпара» пур енлĕн пулăшма шантарнă. Çав шутра — Пичет çуртне юсаса çĕнетесси те. Кӳршĕллĕ илемлĕ те чаплă çуртсемпе танлаштарсан Пичет çурчĕ паян тĕксĕммĕн те тăлăххăн курăнать те — И.Яковлев проспекчĕпе иртсе каймассерен Олег Алексеевичăн çакăншăн чунĕ ыратать-мĕн.

Пулăшу пулассине Алексей Гурьянов та çирĕплетрĕ. Вăл каланă тăрăх, Медиацентр туса хурассипе çыхăннă йышăну çакăнпа та çыхăннă. Хаçатсем «пĕр тăрă» айĕнче пулмалла — Медиацентр шăпах «Хыпар» тавра чăмăртанĕ. Чи малтан Шупашкар округĕн «Тăван ен» хаçатне «Хыпар» çемйине кĕртесшĕн. «Хыпарçăсене» паянхи шалу (уйăхри вăтам виçе 33 пин тенкĕ) тивĕçтерменни те министерствăра вăрттăнлăх мар — ăна пысăклатмалла, унсăрăн ĕçлемешкĕн журналистсем тупма та йывăр.

Почтăпа çыхăннă йывăрлăхсем ура хуни çинчен те калаçу пулчĕ. Чылай çĕрте почтальон та çук — çынсем «Хыпар» кăларăмĕсенчен çавăнпа та писеççĕ. Çакă та Алексей Гурьяновшăн кĕтмен çĕнĕ хыпар пулмарĕ — вăл почтăн çакнашкал ĕçĕ министерствăна та тивĕçтерменнине пытармарĕ. Ку енĕпе — почтăна витĕм кӳрес тĕлĕшпе — ĕçлеççĕ, çав вăхăтрах Алексей Юрьевич «хыпарçăсене» хăйсене те çĕнĕ инструментсем шырама чĕнсе каларĕ. Унăн шухăшĕпе, хаçатсен интернетпа тупăшмалла мар, цифра майĕсемпе Издательство çурчĕн тĕллевĕсемпе усă курмалла. Ватăсем те паян смартфонпа усă кураççĕ вĕт — çакна шута илмеллех. Çĕнĕ ертӳлĕхĕн, паллах, ансат мар çак тĕллевсене те тӳрре кăларма тивĕ — коллективпа пĕрле... Çапла вара «Хыпара» малалла Виктория Вышинская ертсе кайĕ — ăна çак çулпа такăнмасăр утма сунатпăр.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас