Фермерсем грант пулăшăвĕпе ăнăçлă усă кураççĕ

9 Чÿк, 2020

Граждансем социаллă сетьсенче коронавируспа çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва çĕкленĕ май тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев чи малтан вĕсене уçăмлатма ыйтрĕ.

Калăпăр, ачасен шкулсенчи вĕренĕвĕ. Вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева хуравларĕ: каникул вĕçленнĕ, ачасем шкулсенче вĕренме пуçланă. Паллах, сыхлăх пирки самантлăха та манмаççĕ. Енчен те, сăмахран, пĕр ача чирлесен класĕпех карантина кайма тивет.

Олег Николаев эмелсемпе çыхăннă ыйтăва та çĕклерĕ. Çĕршывра коронавирус тапхăрĕнче нумай ыйтакан медицина препарачĕсем çителĕксĕрри сисĕнет. Çав вахăтрах вĕсем складсенче пур — çавăнпа Олег Алексеевич Сывлăх сыхлавĕн министерствине уйрăм çынсен аптекисемпе пайăррăн ĕçлеме сĕнчĕ. Эмелсем пулмалла, вĕсен хакĕсем пысăкланса каясран та сыхланмалла — тимлĕх кирлĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту вара — фермерсене грантсемпе пулăшасси. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăра паян 1,4 пин ытла фермер ĕçлет. Юлашки вăхăтра вĕсен шучĕ чакни сисĕнет, çав вăхăтрах хресчен хуçалăхĕсен производство калăпăшĕ палăрмаллах, 2012 çултанпа 1,7 хут, ӳснĕ. Вĕсем усракан мăйракаллă шултра выльăх шучĕ вара 2,4 хут чухлех пысăкланнă. Паян ял хуçалăхĕнчи кашни виççĕмĕш çын фермер хуçалăхĕнче ĕçлет.
Анчах çак статистика та тĕп-тĕрĕс тееймĕн. Сергей Геннадьевич хăйне евĕр арифметикăпа та паллаштарчĕ. Чăваш Енре паян уйрăм çынсен 222 пин хуçалăхĕ. Вĕсенчен 35,5 пинĕшĕ вăхăт-вăхăтпа та пулин айккинчи çынсене тара тытса ĕçлеттерет. Министр шучĕпе, çак йышăн пĕр пайне фермер хуçалăхĕсем пек регистрацилени те вырăнлă.

Грантсем пирки калас тăк, вĕсемпе юлашки сакăр çулта кăна 458 фермер усă курнă – пĕтĕмпе 1,3 миллиарда яхăн тенкĕлĕх. Кăçал çак тĕллевпе 221 миллион тенкĕ уйăрнă. Чăн та, заявкăсем чылай, 3-4 хут, ытларах — пурин ыйтăвне те пĕр харăс тивĕçтереймĕн. Сергей Артамонов малашне ку енĕпе улшăнусем пулассине те палăртрĕ. Агростартап программи уйрăммăн пулмĕ — предпринимательлĕх акселерацийĕн нацпроекчĕн тытăмне кĕрĕ. Çĕнĕ «Агропрогресс» программа ĕçлеме пуçламалла — патшалăх 30 миллион тенкĕ таран уйăрса пулăшма пултарать. Çийĕнчен грантсене ялсенчи фермерсем кăна мар, пĕчĕк хуларисем те илме пултарĕç — Етĕрнери, Куславккари, Çĕрпӳри фермерсем те патшалăх тĕревне туйĕç. Министр социаллă контракт пирки те сăмах пуçарчĕ. Унпа усă курасси те республикăра вăй илсех пырать.

Олег Николаев уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕн теми тавра сăмах пуçарчĕ. Вĕсем ĕçлеççĕ, çынсене те тара тытаççĕ, тупăш илеççĕ, çав вăхăтрах ĕçсĕр шутланаççĕ — унашкаллисем те чылай. Вĕсем хресчен хуçалăхĕсем пек регитрациленни чылай ыйтăва татса пама пулăшĕччĕ. Çав шутра — ял хуçалăх продукцине тирпейлес тĕлĕшпе те. Хальлĕхе çитĕнтернĕ продукци нумай чухне уйранах сутăнать. Ăна хамăр патра тĕплĕ тирпейлени вара нумай çынна çулталăк тăршшĕпех вăй хумалли ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме май парĕччĕ — ку енĕпе те ĕçлемелле.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас