Елчĕк тӑрӑхĕнче пурӑнакансем Ял хуҫалӑх ĕҫченĕсен тата тирпейлекен промышленноҫ ĕҫченĕсен кунне уявларĕҫ

11 Чÿк, 2025

Ҫак ятпа вĕсене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрĕ Андрей Макушев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Елчĕк округĕн пуҫлӑхĕ Леонард Левый тата ыттисем ӑшшӑн саламларĕҫ.

Елчĕксем яланах ĕҫченлĕхĕпе, тӑрӑшулӑхĕпе палӑрнӑ. Кӑҫал вара вĕсем уйрӑмах маттур – 98 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ. Тырӑ пĕр гектартан 42,3 центнер тухнӑ. «Кун пекки совет тапхӑрĕнче те пулман», - пĕлтерчĕ Сергей Геннадьевич.

Уявра ĕҫре уйрӑмах палӑрнисене тĕрлĕ награда парса чысларĕҫ. Паянах Елчĕк округĕнче тĕплĕ юсав хыҫҫӑн Елчĕкри вӑтам шкул алӑкĕсене яриех уҫрĕ. Унччен кунта ачасем икĕ сменӑпа вĕреннĕ. Халĕ вĕсене валли тарӑн пĕлӳ илме условисем лайӑх.

Ҫавӑн пекех Вӑрӑмхӑва ялĕнче 90 вырӑнлӑ клуба юсав хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрĕҫ. "Ҫĕнĕрен тунӑ культура вучахĕ пекех", - хакларĕҫ ӑна ял ҫыннисем. Кунта вулавӑш та, курав залĕ те пур. Унта ал ĕҫ ӑстисен пултарулӑхĕпе паллашма май пур.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 

Комментари хушас