«Чăваш тумĕн азбуки» тăрăх - конкурс

6 Авăн, 2021

Чăваш тĕрри кунĕ тĕлне Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» культурăпа курав центрĕ «Чăваш тумĕн азбуки» тĕпчевпе пултарулăх тетрачĕ тăрăх Пĕтĕм Раççей ача-пăча конкурсĕ ирттерет.

Тĕпчевпе пултарулăх ăмăртăвне чи малтанах Çĕнĕ Шупашкарти, Вăрнарти, Çĕрпӳри тата Куславккари шкул çулне çитмен ачасем хутшăннă. «Чăваш тумĕн азбуки» пултарулăх тетрачĕ ачасем чăваш халăхĕн этнокультурипе кăсăкланассине вăйлатма тивĕç. Пĕчĕкскерсене пултарулăх ĕçĕсем, ребуссем, тупмалли юмахсем, пуç ватмăшсем, сăрласа илемлетмелли ӳкерчĕксем, вăйăсем, калавсем кăсăклантараççĕ. Вĕсене хатĕрленĕ чухне музей педагогикине тĕпе хунă.

Конкурса 5-10 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Çак ушкăнсене уйăрма палăртнă: 5-рен 7 çулччен; 8-тан 10 çулччен; хавшак сывлăхлă ачасем.

Конкурс авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕçленет. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарĕç. Хутшăнакансене пурне те электрон сертификат парĕç.

Ĕçсене чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Тĕплĕнрех кунта…

www.hypar.ru Mosk.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас