Неонилла… Нива… Нелли…

28 Çу, 2018

«Шурă лили» повеç авторĕпе тĕл пулни

Неонила Петровская… Çак илемлĕ ята тата хăйне евĕрлĕ хушамата эпĕ 1992 çулта 1971 çулта тухнă «Тăван Атăл» журналăн пиллĕкмĕшпе улттăмĕш номерĕсенче «Шурă лили» повеçе вуласан тĕл пултăм. Хайлав тÿрех килĕшнĕрен авторне курас кăмăл та пурччĕ, анчах ун чухне майĕ те, вăхăчĕ те пулмарĕ пулас, çыравçăпа тĕл пулса калаçаймарăм.
Неонила Андреевна Петровскаяпа 1995 çулта тин паллашма тÿр килчĕ. Вăл ак çапла пулчĕ. Эпĕ Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче «Шурă лили» повеç тăрăх 10-мĕш класра уçă урок ирттерме хатĕрленеттĕм. Лицей библиотекинче 1987 çулта тухнă «Шурă лили» виçĕ кĕнеке таран пурччĕ. Уçă урокчен пĕр уйăхра хайлава лицейăн 10-мĕш класс ачисем хăйсем тĕллĕн вуласа тухрĕç, урокра сÿтсе явма хатĕрленчĕç. «Шурă лили» ачасене питĕ килĕшнĕ иккен, мĕншĕн тесен хайлава вулама кăмăллă, ÿсĕм шыравне тивĕçтерет. Автор кунта çамрăксен ĕçĕ-хĕлне, ĕмĕчĕ-юратăвне пурнăçри пек çырса кăтартнă.
«Шурă лилин» тĕп шухăшĕпе илемлĕх уйрăмлăхĕсем юнашар икĕ сăнар – шурă лили тата Галя – çыхăнăвĕнче тĕвĕленсе палăраççĕ. Автор кÿлĕре ÿсекен шурă лили сăнарĕ урлă Галя кун-çулне кăтартать. Шурă лилин сăнарĕнче хăйĕнче икĕ ен асăрхама пулать. Пĕрре ăна автор тасалăхпа лăпкăлăха палăртакан символ пек кăтартать, тепре чун хурлăхне кăтартакан чечек пек ÿкерет.
Шывра ÿсекен шурă лилие татсан нумай лараймасть, шанса каять. Гальăн ĕмĕрĕ те чечек пекех кĕске килсе тухать. Повеç пуçламăшĕнчех автор вулакана çак хĕрĕн пурнăçĕ инкеклĕ килсе тухнине систерет. Ăна вăл прологра интрига /сюжет çивĕчлĕхĕ, сăнарсем хушшинчи кĕрешĕвĕн çивĕчлĕхĕ/ меслечĕпе ĕç-пуçа кăткăсласа ярать. Хуларан таврăнакан Гальăн хĕр тусĕ амăш вилтăприне тир-пейлес тесе масар çине кĕрет. Кăшт утсан вĕр çĕн палăк çинче Галя сăн ÿкерчĕкне, хушамачĕпе ятне тата шанма ĕлкĕрнĕ шурă лилие курать. Хăй мĕн курнине ĕненмен хĕр Галя кукамăшĕ патне кĕрет. Алăка уçса ярсанах курни чăн иккенне пĕтĕм йывăрлăхпа ăнланса илет вăл. Пĕрле Галя вилнĕ вырăна пахча хыçĕнчи çавра кÿлĕ хĕррине каяççĕ. Автор малаллахи ĕçсене тĕрĕс ăнланма пулăшас тĕллевпе çапла çырать: «Галя, хăй чĕрĕ пулсан, ак çапла каласа панă пулĕччĕ...» – терĕç шурă лилисем пĕр харăс. Çил лăпланчĕ, эпĕ, чĕркуçленсе итлеме пикентĕм». Вулакан умне пĕр харăсах темиçе ыйту капланса ки лет. Кам вăл Галя? Мĕншĕн унăн çамрăк ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнă,тата кам айăпĕпе? Çак ыйтусен хуравĕсене тупас, хайлава çырнин историне пĕлес тĕлевпе эпĕ «Шурă лили» повеç авторĕпе хăйĕнпе тĕл пулса калаçас терĕм.
Лицейре ачасене пĕрле вĕрентекен халăх писателĕ Георгий Краснов мана Нелли Петровская сывă, халь Шупашкарта пурăнать терĕ. Вăл ăçта пурăннине,унăн кил адресне пĕлме Писательсен союзне кайма сĕнчĕ. Ун чухне союз халь Чăваш наци конгресĕ вырнаçнă çуртраччĕ. Çитрĕм каланă çĕре. Иккĕмĕш хутра писательсен правленийĕн ĕçченĕ – хĕрарăм, ятне-шывне астумастăп, кĕтсе илчĕ. Библиотекăна кĕтĕмĕр. Мĕн çăмăлпа килнине пĕлсен мана Нелли Андреевна адресне тата ун çинчен çырнă характеристика парса ячĕ. Унта çыравçăн пултарулăхне лайăх хак парса çырнă. Характеристикăна «председатель бюро секции прозы Д.Гордеев тата секретарь бюро секции прозы Г. Мальцев» алă пуснă. Çак хаклав Нелли Петровская Шупашкар хулин тĕрлĕ заводĕнче вăй хунă хушăра чăваш литературинче тухăçлă ĕçлеме, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма вăхăт тата май тупнине, вĕсене халăх юратса вуланине лайăх çирĕплетет.
Нелли Петровская ячĕ каярахпа çĕнĕ повеçĕсемпе, романĕсемпе халăх хушшинче анлăн сарăлчĕ. Чăнах та, çыравçăн хайлавĕсенчи сăнарсем вулакана çывăх, вĕсем малашлăха шанса юратăвăн тасалăхне упрама, пĕр-пĕрне каçарма, ырă кăмăллă та таса чунлă çынсене курма, хисеплеме, пурнăç çулĕпе чыслăн утма вĕрентеççĕ. Неонила Андреевна электроаппаратура тата приборсем тăвакан заводсенче чылай хушă ĕçленине пула рабочисен шухăш-кăмăлне, ырă енĕсене аван пĕлет, вĕсене вăл хайлавсене кĕртсе чăн пурнăçри пек кăтартать.
Уçă урок ирттерес умĕн пĕр кун маларах Нелли Петровская патне килне кайрăм. «Коопераци институчĕ» чарăнура анса юлсан çуртне тата хваттерне часах шыраса тупрăм. Алăка шурă çÿçлĕ, сăнĕпе хура, пысăк та ăшă куçлă хĕрарăм уçрĕ. Ку Нелли Андреевна пулчĕ. Вăл мана малтан пĕлмен, курман пулсан та мĕнле ыйтупа килнине каласан иртме сĕнчĕ. Хваттерĕ таса, тирпейлĕ, çутă. Пÿлĕмре чечек нумай. Тĕрлĕ чечек ĕрчетме юратать иккен тесе шухăшларăм ун пирки.
Паллашрăмăр. Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенре вăй хунине пĕлтертĕм. Лицей çинчен илтнĕ иккен. Чей ĕçнĕ хыççăн пĕр хушă калаçса лартăмăр. Питĕ кăмăллă, вашават çын пулчĕ вăл. Лицей çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрĕ.
1992 çулти çу уйăхĕнче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ял ачисене музыка, чăваш чĕлхипе литератури тата физикăпа математика предмечĕсене вĕрентсе тарăн пĕлу парас, вĕсен ăс-хакăл пултарулăхне, чăвашлăх туйăмне аталантарас тĕллевпе Шупашкарта Чăваш наци лицейне уçнине, журналистика, куçару ĕçĕн теорийĕпе литература пултарулăхне филологи класĕсене вĕрентме Георгий Краснов писатель ĕçлеме пуçăннине пĕлсен савăнчĕ. «Пулас çыравçăсен пултарулăхне шкултанах аталантарма тытăнни лайăх», – терĕ манпа килĕшсе «Шурă лили» авторĕ.
Калаçу малалла тăсăлчĕ. Нелли Андреевна хăй çинчен каласа парас умĕн кăшт шăпланса ларчĕ. Йывăр ачалăхĕпе пурнăçне аса илме çăмăлах пулмарĕ пулас.
– Тепĕр çын пулсан калассăм çукчĕ те, сана вара, кăмăллăскерне, каласа парам.Эпĕ Тутар Республикин Пăва районне кĕрекен Альших ялĕнче çуралнă. Йышлă кил-йышра çиччĕмĕш ача, чи кĕçĕнни пултăм. Çуралсан мана Неонилла ят хунă, килте те, ялта та вара Нива тесе чĕннĕ. Атте, Андрей Алексеевич Кузьмин, районăн аслă агрономĕнче ĕçлетчĕ. Ăна кĕтмен çĕртен вĕлерсен аттесĕр тăрса юлтăмăр. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.