Муркаш больницинче - тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем
Ытти професси ĕçченĕнни пекех, медиксен те хăйсен уявĕ пур. Ăна вĕсем çулленех çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Медучрежденисем çак сăлтавпа ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, уйрăмах палăрнисем больницăн, ведомствăн, муниципалитет администрацийĕн наградисене тивĕçеççĕ. Муркаш районĕн тĕп больницинче тăрăшакансем те кăçалхи уявра чылай награда илчĕç.
Николай Кожевников тĕп тухтăр ертсе пыракан Муркаш районĕн тĕп больници Муркаш салинчи, Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш, Торайри участок больницисене, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 10 уйрăмне, 38 ФАПа, васкавлă медпулăшу уйрăмне, сестра пулăшăвĕн 2 уйрăмне пĕрлештерсе тăрать. Çĕршывра финанс тĕлĕшĕнчен лару-тăру çăмăлах мар пулин те сывлăх сыхлавне тĕрлĕ шайри бюджетран укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Муркаш хутлăхĕнче те юлашки виçĕ çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнине пурнăçласа Шуркасси, Шомик тата Шаптак ялĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем уçнă. Кăçал Сыпайра çавăн йышши ФАП хута ярасшăн. Пĕлтĕрпе кăçал больницăн япала-техника базине самаях çĕнетме май килнĕ. Кислород концентраторĕсем, «ЗисЛайн» ИВЛ аппарат, эндоскопсене дезинфекцилеме автомат комплекс, стоматологи пÿлĕмĕ валли рентген аппарачĕ, шăл юсамалли икĕ установка, электрокардиографсем, кравать çывăхне вырнаçтармалли мониторсем, дефибриляторсем тата ытти техника туяннă.
Паллах, вĕсене йăлтах халăха медицинăн паха пулăшăвĕпе тивĕçтерессишĕн кÿрсе килнĕ. Çав вăхăтрах сывлăх сыхлавĕнчи кăтартусене лайăхлатасси медицина ĕçченĕсенчен те нумай килет — тен, техникăран та ытларах? Пĕлтĕр, Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкра, профилактика мероприятийĕсем йĕркелесе районти 57 çыннăн пурнăçне упраса хăварма пултарнă. Кăçал халăха сывлав органĕсен амакĕсенчен хÿтĕлес тĕллевпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулах ку енĕпе лару-тăру лайăхланнă: туберкулезпа чирлисене тупса палăртасси 28,3 процент чакнă. Халăхăн кун-çул тăршшĕ те шурă халатлисен ĕçĕнчен нумай килет — районти 34 пин çын сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ тĕп больница медикĕсем.
Больница аталанăвне ят-сумлă тухтăрсем пысăк тÿпе хывнă. Кунта ĕçленĕ тапхăрта 12 специалист Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн ятне тивĕçнĕ. 14-ăн — Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, 7-ĕн ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă. Çамрăк 13 специалист ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме пултарнă. Халĕ кунта аслă квалификаци категориллĕ 26 тухтăр вăй хурать.
Больница ят-сумне ÿстерекенсем татах пур. Ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Чи лайăх вĕрентÿçĕ тухтăр» конкурсра Муркаш районĕн тĕп больницин васкавлă медпулăшу тухтăрĕ Надежда Артемьева палăрса Чăваш Ен медицинин ылтăн кадрĕсен йышне кĕнĕ. Ку хисепе республикăри ултă врач кăна тивĕçнĕ. Надежда Александровна çак ĕçре И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухнăранпа, 1986 çултанпа, вăй хурать. Вăл ФАПсенчех пĕрремĕш медпулăшу памалли меслет шухăшласа кăларнă, шкул ачисем валли тест ыйтăвĕсем хатĕрленĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçалах йĕркеленĕ тепĕр тупăшура — «Профессире чи лайăххи» конкурсра — çамрăк медиксен йышĕнче Александр Григорьев травматолог-ортопед мала тухнă. Вăл — района «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçлеме килнĕ çамрăк 27 специалистран пĕри. Николай Алексеевич тĕп врач ăна Шупашкарти медучрежденисен шайĕнче кăткăс операцисем тума пултарнăшăн, хăйĕн ĕçне пысăк яваплăха туйса пурнăçланăшăн хисеплет. Раççейри травматолог-ортопедсен ассоциацийĕн членĕ Александр Григорьев чĕркуççи шăммин аманнă çыхăну аппаратне кĕске тапхăртах тÿрлетме уйрăм методика шухăшласа кăларнă, хаçатсемпе журналсем валли статьясем çырать вăл. Ăста тухтăр больницăри 35 çула çитмен специалистсен «Çамрăк чĕресем» общество пĕрлешĕвĕн ĕçне те хастар хутшăнать.
Çÿлерех асăннă конкурсра педиатри профилĕ енĕпе районăн педиатрĕ, Муркаш больницин ача-пăча неврологĕ Ирина Волкова çĕнтернĕ. Ирина Владимировна 2004 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă та тăван тăрăхне ĕçлеме таврăннă, çав вăхăтрах неврологи енĕпе интернатурăра ăсталăха туптанă. Пĕлĕвне куллен тарăнлатать вăл: педиатри енĕпе те интернатура пĕтернĕ, «Неонатологи» специализацие тĕплĕн тишкернĕ. Ирина Владимировна ертсе пынипе 2010 çултанпа пĕчĕк ачасен йышĕнче чирлисен шутне чакарассипе çыхăннă «Сывă пепке» çумпрограмма пурнăçланать.
— Пирĕн тĕп тĕллев — районта пурăнакансене медицинăн паха пулăшăвĕпе тивĕçтересси, тухтăрсене квалификацие ÿстерме майсем туса парасси. Пĕлĕве куллен тарăнлатмасан пурнăç таппинчен юлас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа малаллах талпăнатпăр, — палăртрĕ Муркаш районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ Николай Кожевников.
Никита АНДРЕЕВ
Комментари хушас