Министр хушсан - пурнăçламаллах

19 Кăрлач, 2016

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов АПК предприятийĕсемпе, хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе çывăхрах паллашас тĕллевпе нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» АУОра пулчĕ. Иртнĕ эрнекун Сĕнтĕрвăрри тăрăхне çитрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Григорьевпа, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Васильевпа пĕрле тулли мар яваплă обществăсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ.

Ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва лайăх пĕлекен Владимир Васильев çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем 2015 çула ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ. Кăтартусем пур енĕпе те лайăх. 2014 çулпа танлаштарсан тырпул - 13,1, çĕрулми - 5,2, пахчаçимĕç - 7, сĕт 14,2% ытларах туса илнĕ.

2015 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унчченхи çулхи çав тапхăртинчен районта мăйракаллă шултра выльăх йышĕ - 5,6%, вăл шутра сăвакан ĕнесен шучĕ 0,4% хушăннă /республикăра вăтамран 0,3 тата 1,3% чакнă/. В.Васильев кăтартусен ÿсĕмĕ фермерсем юлашки çулсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас çул çине тăнинчен килнине пĕлтерчĕ. Çĕнĕ фермăсем тăваççĕ, çав хушăрах пуррисене тĕпрен юсаса аслăлатаççĕ.

Министр «Смак-Агро» ОООра, Валерий Ермолаев, Александр Белов, Михаил Тагеев хуçалăхĕсенче пулчĕ. Районта пусă çаврăнăшне кĕртсе пĕтермен çĕр лаптăкĕсем пур. Сергей Геннадьевич кашни хуçалăхрах çĕрпе тухăçлă усă курассипе, выльăх шутне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕ, фермерсем хăйсен тÿпине аграрие ытларах хывасса шаннине пĕлтерчĕ.

Вĕсем валли ырă тĕслĕх илмелли ял хуçалăх предприятийĕ юнашарах. Александр Никаноров ертсе пыракан «Смак-Агро» общество пĕлтĕр 1622,9 тонна сĕт /2014 çулхин 109,2 проценчĕ/, çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 6241,9 кг /103:/ суса илнĕ. Общество кашни ĕне пуçне 42,2 центнер апат единици хатĕрленĕ.

С.Артамонов Урхаш Кушкăри аш-какай тирпейлекен производство цехĕпе паллашрĕ. Коллектив сменăра 2,1 тонна аш тирпейлет. Сергей Геннадьевич цех ертÿçин заместительне Владимир Кутузова малашне выльăха халăхран туяннипе пĕрлех хăйсене те ĕрчетме сĕнчĕ.

Хуракасси ял тăрăхĕнчи Валерий Ермолаев фермер хуçалăхĕ 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх хисепне 120 пуçа /117:/ çитернĕ. Кăçал 100 вăкăр самăртмалăх вите тума палăртнă. Çак ял тăрăхĕнчи Александр Белов 2015 çулта 4875,1 пин тенкĕлĕх /2014 çулхинчен 22 хут ытларах/ субсиди илнĕ. Нухрат хуçалăха аталантарма май панă. 2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ХФХра 155 ĕне выльăх /123:/ шутланнă, вăл шутра сăваканни - 55 пуç /110:/. Александр Евгеньевич пĕлтĕр 11,7 тонна /108,3:/ аш туса илнĕ.

Михаил Тагеев хуçалăхĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсем те курăмлă. Акакан çĕр лаптăкне 1618 гектара /2014 çулхин 139,3:/ çитернĕ. 785 га çинче /183,4:/ кĕрхи культурăсем çитĕнтернĕ. Çавăнпа пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 46,6: нумайрах туса илнĕ. Тухăçĕ те савăнтарать - гектартан 21,1 центнер /115,3:/, районти вăтам кăтартуран 1,7 ц пысăкрах. Хуçалăх 17,9 тонна аш сутнă /2014 çулхинчен 3,3 хут нумайрах/.

Сергей Геннадьевич выльăх-чĕрлĕх шучĕпе кăсăкланчĕ. 198 ĕне усрамалăх витере хальлĕхе 104 выльăх тытаççĕ. Министр çулталăк вĕçлениччен сăвакан ĕне йышне 94 пуç хушма чĕнсе каларĕ. Журналистсем Михаил Леонидовичран: «Тĕллеве пурнăçлама пултаратăр-и?» - тесе ыйтрĕç.

- Министр хушрĕ пулсан сăмаха тытатăпах ĕнтĕ, - терĕ фермер.

В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.