Леня Голиков паттăрлăхĕ
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи нумай çамрăк пурнăçне татнă.
Арçын ачасем те аслисемпе тан çĕр-шыва тăшманран хÿтĕлесе пуç хунă.
Çавăн пек харсăрсенчен пĕри - Леня Голиков.

Леня Голиков Псков облаçĕнчи Лукино ялĕнче çуралнă. Тантăшĕсем пекех шкулта вĕреннĕ, ашшĕ-амăшне килти хуçалăхра пулăшнă, таврари ачасемпе туслă пурăннă. Кĕтмен çĕртен вăрçă пуçланнă та арçын ачан çутă та таса ĕмĕтне сÿнтерсе лартнă. Ун чухне вăл вун пиллĕкре кăна пулнă.

Фашистсем яла çавăрса илсен хăйсен «çĕнĕ йĕркине» çирĕплетме тĕв тунă. Çав ирсĕрсене хирĕç кĕрешес тесе аслисемпе пĕрле Леня та партизан отрядне кĕнĕ. Партизансем тăшманăн çар колоннисене тапăннă, пуйăсĕсене сир- пĕтнĕ, нимĕç салтакĕсемпе офицерĕсене тĕп тунă. Фашистсем вĕсенчен шикленнĕ. Тыткăнри нимĕçсене тĕпченĕ чухне: «Кашни çул кукринче, йывăç хыçĕнче, пÿрт е кĕтес патĕнче вырăс партизанĕсем пур пек туйăнатчĕ. Эпир пĕччен çÿреме те хăраттăмăр, вĕсене вара тытаяс çукчĕ», - тенĕ вĕсем.

Леня Голиков çамрăк партизан та сахал мар çар ĕçĕ пурнăçланă. Пĕри ыттисенчен уйрăмах палăрнă.

1942 çулхи çурла уйăхĕнче Леня çулран инçе мар вăрттăн пытанса ларнă. Сасартăк вăл питĕ чаплă нимĕç машини çывхарнине асăрханă. Çакăн йышшисемпе фашистăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çар ертÿçине кăна илсе çÿренине пĕлнĕ вăл, çавăнпа хуть те мĕнле пулсан та ăна чарма шут тытнă. Малтан хурал пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ, машина çывхарсан ун енне граната ывăтнă. Лешĕ автомобильпе юнашар сирпĕннĕ. Унтан самантрах икĕ патвар фриц чупса тухнă та Леня патне ыткăннă. Арçын ача хăраса ÿкмен, автоматран пеме тытăннă. Пĕрне тÿрех ÿкернĕ, иккĕмĕшĕ вăрмана чупса тарнă, анчах Леня пульли ăна та хăваласа çитнĕ. Фашистсенчен пĕри Рихард Витц генерал пулнă. Пирĕннисем ун çумĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ документсем тупса тÿрех Мукава ярса панă. Часах Партизан юхăмĕн тĕп штабĕнчен çапла хушу килсе çитнĕ: кăткăс операцие хутшăннисене пурне те Совет Союзĕн Геройĕ ятне памалла! Хутшăнаканĕ вара пĕр... çамрăк Леня Голиков пулнă!

Леня хаклă информаци тупнă иккен: нимĕç минисен çĕнĕ тĕслĕхĕсене сăнласа кăтартни, çÿлтен хушу паракана пĕлтермеллисем, мина схемисен карттисем тата ытти пĕлтерĕшлĕ çар хучĕ.

Çак паттăрла ĕçшĕн Леня Голикова Ылтăн çăлтăр парса чысланă, Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Шел, наградăна илсе ĕлкĕ-реймен вăл. 1942 çулхи раштав уйăхĕнче Голиков отрядне нимĕçсем çавăрса илнĕ. Хаяр çапăçу хыççăн пирĕннисем урăх района тарма май тупнă. Стройра алă çын юлнă, раци арканнă, патронсем пĕтес патнех çитнĕ. Ытти отрядпа çыхăну йĕркелеме, саппассене тултарма хăтланни партизансене çухатнипе кăна вĕçленнĕ.

1943 çулхи кăрлач уйăхĕн пĕр каçхине Çивĕч Лука ялĕ тĕлне вăйсăрланса çитнĕ çирĕм çичĕ çар çынни тухнă, ял хĕрринчи виçĕ пÿрте йышăннă. Нимĕç гарнизонĕ темиçе километрта вырнаçнăран унран хăрушлăх кĕтмелле мар пек туйăннă. Хăйсене ан асăрхаччăр тесе отряд командирĕ хурал тăма хушман. Ирхине хайхискерсем пулемет сассипе вăранса кайнă - ялта нимĕçсене «каçхи хăнасем» çинчен пĕлтерекен сутăнчăк тупăннă иккен. Вăрмана тарма тивнĕ...

Çапăçура партизан бригадин пĕтĕм штабĕ пуçне хунă. Леня Голиков та çав йышрах.

Атьăр-ха паттăр салтаксене пирĕн çĕрсене сыхласа хăварнăшăн тав сăмахĕ калар! Ачасем те нимĕнрен хăрамасăр фашиста леш тĕнчене ăсатсах пурнăçран уйрăлнă. Асра тытар вĕсене!

Евгений ФИЛИППОВ çырнине вырăсларан

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.