Курăк çулчĕç ăмăртса...

Утă çине чăваш мĕн авалтанах ваттисене асăнса, çĕнĕ кĕпе тăхăнса тухнă, ĕçрен каннă вăхăтра юрланă та вылянă. Чăваш йăли-йĕркине упраса хăварас, çĕнĕ техникăпа ĕçлеме хăнăхнă çамрăксене ĕлĕкхине асра тытма пулăшас тĕллевпе Шупашкар районĕнчи Атайкасси ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе вырăнти культура ĕçченĕсем кăçал пуçласа Утăçи фестивалĕ йĕркелерĕç. Ĕç çыннин çулталăкне тата Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне халалланă мероприятие хутшăнма кăмăл тунă хастарсем иртнĕ вырсарникун наци тумĕ тăхăнса Атайкасси укăлчине пухăнчĕç.

Уяв вăйă картинчен, «Алран кайми аки-сухи» юрăран пуçланчĕ. Аслăрах çултисем çавра çăкăрпа, килте вĕретнĕ сăрапа ваттисене асăнчĕç, çулнă утта вăхăтра типĕтсе кĕртмешкĕн тÿпепе çĕр туррисенчен ырă çанталăк, вăй-хăват ыйтрĕç. Атайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Башкиров ĕлĕкхине упрамасан малашлăх çуккине палăртрĕ. Шупашкар районĕн çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Чăвашстат уполномоченнăйĕ Марина Романова та ял халăхне саламларĕ, уявран савăнăçпа киленÿ илме ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Капăр тумлă хĕрарăмсем юрă шăрантарнă хушăра вăйпитти арçынсем тавралăха янратса çависене туптарĕç. Унтан Атайкасси, Йăршу, Сархурăн, Моççакасси командисем хĕрÿ тупăшăва тухрĕç. Чăш та чаш! янрарĕ улăхра çава сасси. Камăн паккусĕ маларах вĕçленĕ-ши? Курăка касса тухнипех çырлахмарĕç хастарсем, пĕр-пĕринпе ăмăртсах утта купана хыврĕç. Тирпейлĕх енĕпе Йăршусене çитекенни çуках: вĕсен Кĕлпике ятлă купи чи илемли, чи пысăкки пулчĕ. Пикесем çак вăхăтра улăхра пухнă курăк-чечекрен пуç кăшăлĕсем çыхрĕç. Кашнин хăйĕн фантазийĕ, кăшăлĕсемпе килĕшÿллĕ ят та шырама тиврĕ. Икĕ теçетке хÿхĕм япала хушшинче чи хитрине палăртма жюрие те çăмăлах мар: Сархурăнти Татьяна Виноградова хатĕрленĕ кăшăл вĕсене пуринчен ытларах килĕшрĕ. Çемье ăмăртăвĕнче утă çулса Атайкассинчи Анисковсем мала тухрĕç. Вăрăм паккуссене парăнтарма арçынсен самаях тар тăкма тиврĕ пулин те ачаранах çавапа туслăскерсем пĕр-пĕринпе ăмăртсах сулмаклăн сулкаланчĕç. Малтисенчен тăваттăшĕ пĕр харăсах пыратчĕç, çапах та Сархурăнти Николай Яковлев паккуса пĕрремĕш вĕçлерĕ, уявăн тĕп парнине тивĕçрĕ. Алла çава тытма манман хĕрарăмсен хушшинче Йăршури Лина Трофимова палăрчĕ. Ачасем утă пуçтарассипе ăмăртрĕç, вĕсем ешĕл курăка алă вĕççĕнех çĕклерĕç, парнесене тивĕçрĕç.

Тар тăкса ĕçлесен ăш-чик типет, кун пек чухне тĕрлĕ курăкран вĕретнĕ чей паха. Хĕрарăмсем ÿркенмен, килтен тутлă чей янтăласа килнĕ. Кашниех астивсе хак пачĕ сиплĕ ĕçмене. Йăршури Марина Григорьева çăка çеçкипе хурлăхан çулçинчен, ментол тутиллĕ пĕтнĕкрен хатĕрленĕ чей конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Пур ăмăртăва тĕпе хурса пĕтĕмлетсен жюри Атайкасси, Сархурăн, Йăршу командисем правуртарах пулнине палăртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, медальсемпе, сумлă парнесемпе чысларĕç. Фестивале йĕркелекенсем çитес çул ку уява ытти ял тăрăхĕсен командисем те хутшăнасса шаннине палăртрĕç.

Линда ФЕДИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Линда ФЕДИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.