«Кур-ха, мĕн чухлĕ орден-медаль!..»

Вĕренекенсем педагогсем хавхалантарса та пулăшса пынăран вĕренÿре те, спортра та, общество ĕçĕнче те пултаруллă. Кашни уява анлăн паллă тăвасси те йăлана кĕнĕ вĕсен. Акă совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çинчен илсе тухнăранпа 27 çул çитнине те пысăк шайра ирттерчĕç.

Пухăннисене шкул ачисем концертпа савăнтарчĕç, спортзалта вара пăшалтан персе хĕрÿ ăмăртрĕç. Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ тĕрлĕ хулара пурăнакан «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци членĕсем те мероприятипе кăмăллă пулчĕç.

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă мăн асаттесемпе мăн кукаçисене асра тытса кашни çул çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче палăк умне пуçтарăнатпăр. Эх, вăрçă! Чип-чипер пурăнас çынсене мĕн чухлĕ пĕтернĕ вăл. Мĕн чухлĕ хурлăх кÿнĕ, пин-пин çынна ĕмĕрлĕх чăлах та телейсĕр туса хăварнă. Тăшмана пуçĕпех çĕнтериччен, ăна çапса аркатиччен вăйĕсене шеллемен пирĕн-нисем. Афганецсене те манмастпăр. Авă Афганистан çĕрĕ çинче куç хупнă салтаксене халалласа шкулта концерт ирттертĕмĕр. Эпир те хамăр йăх-несĕле асра тытса пурнăçра усăллă та кирлĕ ĕçсем тума ăнтăлатпăр. Ÿссен Тăван çĕршыва юрăхлă çынсем пулма тăрăшатпăр, çавăнпа класс ертÿçин Татьяна Николаевна Иванова урокĕсенче тимлĕ пулатпăр. Унăн кашни сăмахне ăша хыватпăр, лайăх вĕренесшĕн, - терĕç виççĕмĕш класс ачисем тĕлпулăва Сергей Иванович Исаков подполковник килсен.

Офицерăн кăкăр тулли орден-медальне курсан ачасен куçĕсем çуталчĕç. Пĕри те тепри пăшăлтатса: «Улăп евĕр паттăр çын. Кунашкал чыса кашни тивĕçеймест. Апла пулсан вăл Тăван çĕршывшăн пайтах пархатарлă ĕç тунă. Манăн та ÿссен пĕр-пĕр ордена е медале тивĕçесчĕ», - терĕç хастарсем хăпартланса.

- Сирĕнпе, Сергей Иванович, асăнмалăх сăн ÿкерĕнни, пирĕншĕн, чăн-чăн телей пулĕччĕ. Эпир çар çыннисене пĕтĕм чун-чĕререн хисеплетпĕр, - терĕç виççĕмĕшсем офицер çине хавхаланса пăхнă май.

Уяв, тĕлпулу хĕрачасемпе арçын ачасемшĕн нихăçан та манăçа тухмĕ. Темиçе çул иртсен те çав саманта ăшă кăмăлпа аса илĕç Пучинкесем.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,

Пучинке.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче: Сергей Иванович Исаков подполковник виççĕмĕш класс ачисемпе.

Элиза ВАЛАНС"Тантăш" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.