Купăста управа ăсанать

Юпа уйăхĕ вĕçлениччен чи кайран пулса çитекен купăстана касма хушаççĕ. Сивĕ те пăрлă çумăр куллен пĕрĕхтерме пуçличчен ăна пухса кĕртмелле.

Шупашкар районĕнчи Юрий Плотников хресчен-фермер хуçа­лăхĕн вăл 17 гектар. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăна уйран управа кĕртме тытăннă. Çак ĕçе еплерех йĕркеленине курма Муркаш районĕнчи Шомик ялне çитрĕмĕр, «Хыпар» Издательство çурчĕн çăмăл автомашинипе купăста уйне хамăр тĕллĕнех кĕтĕмĕр. Пирĕн водитель Николай Матвеев кунта çуркунне, купăста калчи лартнă чухне, пулчĕ. Çавăнпа ХФХ ертÿçи çул кăтартмасăрах вырăна илсе çитерчĕ. Атăльялта пурăнакан Радик Яковлев, Михаил Семенов, Василий Волков, фермер хуçалăхне Шупашкартан пулăшма килнĕ Владимир Петров хăмаран çапса тунă кăрман евĕрлĕ контейнера тултараççĕ. Алексей Андреев погрузчикĕпе пĕрин хыççăн теприне тележка çине хăпартса лартать. Тулсан Геннадий Ефимов управа леçет. Унта ХФХ ертÿçи Юрий Плотников тата унăн ывăлĕ Константин кĕтсе илеççĕ, йывăç контейнерсене шала вырнаçтарса лартаççĕ. Уйри ĕçе вĕçлесен сутма пуçлаççĕ.

— Çуркунне, çулла çанталăк шăрăх тăнăран купăста шултра çитĕнмерĕ, — терĕ Константин Юрьевич /сăнÿкерчĕкре/. — Калчасем пăт-пат хăрчĕç. Çапах тухăç начар теместĕп. Пуçĕсем этем пуçĕнчен пĕчĕк мар. Ун пеккисене сутлăха хапăл тусах йышăнаççĕ. Эпир управа кĕрейменнине уйранах парса яратпăр. Плотниковсен фермер хуçалăхне Шомикре пурте пĕлеççĕ.

Акă тулли тележка вырăнтан хус­калчĕ — купăста уйран управа ăсанчĕ. Ăна касакансем ĕçе çанталăк йĕпене кайиччен вĕçлесшĕн. Хăлхана пĕр самант тăратса итлесе тăтăм: кăчăрт-качăрт, кăчăрт-качăрт, кăчăрт-качăрт…

Юрий МИХАЙЛОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.