Куç умĕнче - çынсем, çынсем…

Çак уйăхра Илья Клочков фотожурналист 75 çул тултарать. Хăйĕн юбилейĕ тĕлне «Мир глазами фотохудожника» ятлă кĕнеке-альбомне пичетлесе кăларчĕ /500 экз./

Унта тĕрлĕ вăхăтра тунă, республика пурнăçĕпе, уйрăммăн илсен çамрăк ăрăва çитĕнтерессипе, культурăпа, спортпа, халăхăмăр йăли-йĕркипе, писательсемпе, политикăпа тата общество деятелĕсемпе çыхăннă сăнÿкерчĕкĕсене кĕртнĕ. Кашни страницăра — Чăваш Енре нумайăшĕ паллакан сăнсем: Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Николаев летчик-космонавт тата унăн амăшĕ Анна Алексеевна, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пĕрремĕш Президент Николай Федоров, Чăваш Республикин халăх художникĕ Владимир Агеев, республика гербĕпе ялавĕн авторĕ Элли Юрьев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикин халăх поэчĕ Юрий Сементер, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин…

Акă куç умне нумай кĕнеке кун çути кăтартнă çыравçăсем Владимир Кузьмин, Василий Кервен, Юлия Силэм, пурнăçран питĕ ир кайнă Борис Иванов, сарăмсăр вилнĕ Семен Игнатьев, хальхи вăхăтра ÿнер искусствинче тар юхтарсах хăйĕн çулне шыракан Вячеслав Романов, XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пурăннă чăваш писателĕсен сăнĕсене ÿкерсе хăварнă Виталий Исаев, вун-вун предприяти ĕç-хĕлне кĕнеке-альбомра çутатнă Александр Вражкин фото ăстисен, тĕрĕк чĕлхисен профессорĕ Николай Егоров, Николай Морозов, Валентин Григорьев, Юрий Фролов, Владимир Федоров сăнĕсем.

Кĕнеке-альбомра тĕп вырăнта — ачасемпе вĕрентекенсем. Ку ахальтен мар. И.Клочков, чăваш патшалăх педагогика институчĕн художество-графика факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, ачасене ÿкерме, кăранташпа тĕрĕс «чĕрме» тата ĕç меслечĕсене алла илме вĕрентнĕ. Каярахпа Шупашкарти ачасен туристсен станцийĕн, Пионерсен çурчĕн, Ленин районĕнчи çамрăк техниксен фотокружокне ертсе пынă, «Тракторстрой» хаçат, «Халăх шкулĕ» журнал фотокорреспонденчĕ пулнă.

Ачасене халалланă сăнÿкерчĕксенче — пуласлăха ăнтăлса пăхакан куçсем, кирек мĕнле ĕçе те хавхаланса пикенекен алăсем, пурне те пĕлме тăрăшакан ачасем — çунатлă та шухă çамрăклăх.

Кĕнеке-альбомра республикăри паллă çынсем фотомаçтăр ăсталăхне тишкерсе, хакласа çырнă статьясенче Илья Степанович пурнăçĕн пысăк тапхăрне хак панă.

Пĕтĕмлетсе çапла калатăп: фото ăсти хăйĕн укçипе кĕнеке-альбом кăларса республика пурнăçĕн 50 çул хушшинчи тапхăрĕпе кăсăкланакансемшĕн ырă ĕç тунă. Тавах ăна Чăваш Ен историне курăмлă тÿпе хывнăшăн.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.