Криминала иртĕхтерменни тата полковник «телейĕ» çинчен

«Сирĕн ĕç кăткăс та яваплă. Анчах эсир халăх шанăçне тÿрре кăларатăр — ку енĕпе кăтартусем çуллен лайăхланса пыраççĕ», — çапла хакларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен полицийĕн ĕçне. Иртнĕ эрнекун коллеги ларăвĕнче ЧР Шалти ĕçсен министерствин пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç.

Регистрациленĕ преступленисен шучĕ 11,8% чакнă. Ку, Михаил Игнатьев шучĕпе, лайăх кăтарту. Çакă преступленисене регистрацилеменнипе /«кунашкалли унччен пулнă, анчах паян ĕç-пуçа прокуратура çирĕп сăнаса тăрать»/ çыхăнман, право хуралĕн органĕсем йышăнакан мерăсем витĕмли куçкĕрет. Ку вара республикăн инвестици климатне те лайăхлатать. «Çынсене хăрушсăрлăх кирлĕ, сирĕн ăна тивĕçтермелле — урăхла вариант çук», — терĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ влаç енчен хăрушсăрлăха çирĕплетмешкĕн кирлине пĕтĕмпех тума шантарчĕ. Ĕçлемелли вара пайтах-ха. Авари нумаййи, çынсем хăйсем çине алă хурассипе, спиртлă суррогатсемпе наркăмăшланассипе çыхăннă лару-тăру çивĕччи... Аварисем тенĕрен, çулсем япăххипе нумай инкек пулать. Çавăнпа вĕсене юсама, çĕнĕ çулсем тума кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах укçа уйăрмашкăн тĕв тунă — 5 миллиард тенкĕрен кая мар. «Çулсем валли эпир кун чухлĕ укçа нихăçан та уйăрман», — пусăм тусах каларĕ регион ертÿçи.

Тĕп доклада вара шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин турĕ. Полици çине тиенекен ĕç калăпăшĕ пысăккине кăтартакан тĕп цифра çакă пуль: преступленисем, административлă правăна пăсни çинчен пĕлтернĕ 335 пине яхăн тĕслĕхе шута илнĕ. Преступленисене илес тĕк — паян йывăр мар тĕслĕхсен тÿпи пысăк. Уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнă. Шел те, ÿсĕрле тунă преступленисем çав-çавах нумай. Ултав тĕслĕхĕсем 39% чухлех ÿснĕ.

Наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 656 преступление шута илнĕ. Саккунсăр çаврăнăшран 31 килограмм ытла наркотик, психотроплă хутăшсем туртса илнĕ. Çул çитменнисем тунă преступленисем 10% ытла чакни — кăмăллă пулăм. Экономикăпа çыхăннă 979 преступление тупса палăртнă. Коррупци сĕмĕллисем — 302. Взяткăпа çыхăннă преступленисене 100% уçса панă. Сăмах май, взятка панă-илнĕ тĕслĕхсене иртнĕ çул 16% нумайрах тупса палăртнă.

Министр полицин пĕлтĕр «ШĔМри малалла тăсăлакан реформа условийĕсенче» ĕçлеме тивнине палăртрĕ. Хăшпĕр подразделени Росгвардие куçнă, çав вăхăтрах миграци, наркотĕрĕслев службисем Шалти ĕçсен министерствине таврăннă. Паллах, çак лару-тăрура йĕркелÿ саманчĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла пулин те криминалпа кĕрешессин пĕр ыйтăвне те куçран вĕçертмен.

Ултав тĕслĕхĕсем нумаййине кура ку енĕпе ĕçлемешкĕн ятарлă подразделени йĕркеленĕ. Унăн ĕçĕ питĕ ăнăçлă теме иртерех пулас, çапах уйрăм тĕслĕхсем пирки калама пулать ĕнтĕ. Сăмах май, пĕлтĕр Чăваш Енре пурăнакансене телефонпа-Интернетпа усă курса улталанисен шутĕнче — теçетке çурă регион çыннисем. Вăт, асăннă подразделенин мĕнешкел территорире ĕçлеме тивет — Раççейĕн нумай-нумай кĕтесне çитсе шырав ĕçĕсене пурнăçламалла вĕт.

Çавăн пекех çулсем çинчи аварисене тĕпчеме следстви управленийĕн тытăмĕнче ятарлă уйрăм туса хунă. Кунашкал преступленисемшĕн хăйнеевĕрлĕх кăтартуллă, эппин, çак енĕпе уйрăм подразделени ĕçлени те усă кÿмелле. Уголовлă кодексăн 210 статйипе темиçе уголовлă ĕç пуçарма пултарнине ШĔМ пуçлăхĕ çитĕнÿ вырăнне хурса хакларĕ. Сăмах преступниксен пĕрлĕхĕсене тăрă шыв çине кăларни пирки пырать те — кунашкал уголовлă ĕçсем Раççейĕпе те нумай мар. Пĕр ĕçе суда панă ĕнтĕ, тата иккĕшне нумаях пулмасть пуçарнă та — тĕпчеççĕ-ха.

Çитменлĕхсен шутĕнче министр республикăра суя укçа сарнă тĕслĕхсемпе кĕрешесси уксахланине асăнчĕ — çак преступленисене уçса парасси питĕ пĕчĕк шайра. Экономикăри преступленисемпе кĕрешес енĕпе те ĕçе вăйлатмалла. Пĕлтĕр саккунсăр суту-илÿрен «фанфурик» текен шĕвексен 13 пин ытла кĕленчине, спиртлă шĕвексен 6 пин ытла литрне туртса илнĕ-ха, апла пулин те, Сергей Дмитриевич шучĕпе, халăх ĕçкĕпе иртĕхни куçкĕрет, çавна май право хуралĕн органĕсен ĕçлемелли пайтах. Пĕлтĕр урамсенче, общество вырăнĕсенче ÿсĕр 3,5 пин çынна тытса чарса сиплев учрежденийĕсене ăсатнă. Сăмах май, тĕп хулара вĕсене вырнаçтарас енĕпе чăрмавсем пулнă. Урăлтаркăчсем çук вĕт. 31 койка-вырăн пулнă — сахал. Çавна май республика наркодиспансерĕнче урамран илсе килекен ÿсĕрсем валли ятарласа 3 палата уйăрни çивĕчлĕхе сирме май панă.

Криминалпа ăнăçлă кĕрешмешкĕн полицин хăйĕн те аталанмалла. Ку енĕпе те мăнаçланмалли çук мар. Сергей Дмитриевич ШĔМ тытăмĕнче биологи экспертизин пайне туса хунине çирĕплетрĕ. Хальччен ДНК экспертизисене ытти регионта тума тивнĕ, хамăрăн кунашкал лаборатори пулман. Малашне пулать — Мускав хаклă оборудовани валли 41 миллион тенкĕ уйăрнă. ШĔМĕн Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи çĕнĕ хушма çуртне çĕкленĕ. 11 хутлăскере туса пĕтермен-ха, анчах пĕлтĕр ĕçсем хăвăрт пынине шута илсен строительство текех вăраха каймасса шанма май пур. Иртнĕ çул полицин транспорт паркĕ самаях çĕнелнĕ — 97 единица хушăннă.

Транспорт тенĕрен, районсенчи темиçе пай кăçал та çĕнĕ машинăсем илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ — çакăн пирки министр шăпах коллеги ларăвĕнче пĕлтерчĕ. Вĕсен ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ те — иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Пĕрремĕш вырăна полицин Патăрьелĕнчи пайĕ йышăннă. Çакăншăн вырăнти йĕркелĕх хуралçисене «Хендай Солярис» автомобиль пани çинчен пĕлтернĕ май министр пай пуçлăхне Андрей Фомина алă тытса саламларĕ: «Иномаркăпа çÿреме пуçлатăн!» Иккĕмĕш вырăнта — Сĕнтĕрвăрри полицийĕ: «Лада-Приора» та — япăх мар машина!» Шупашкар районĕн виççĕмĕш вырăна тухнă полицине «Лада-Гранта» автомобильпе хавхалантарчĕç. Унăн пуçлăхĕн Владимир Степановăн ячĕпе те министр ăшă сăмахсем тупрĕ /сăнÿкерчĕкре/: «Ертÿçĕре ĕçлеме пуçланăранпа нумай та вăхăт иртмен-ха, анчах район полицине виççĕмĕш вырăна илсе тухма пултарчĕ те...»

Наградăсем татах пулчĕç. Медальсем, хисеп хучĕсем... Тата — черетлĕ е черетсĕр звание тивĕçнине ĕнентерекен пакунсем. Ĕçтешĕсенчен пĕрне Сергей Неяскин хăйне тахçан Петр Долгачев /Петр Михайлович Чăваш Енĕн шалти ĕçсен министрĕ пулнă, Неяскин вара Мордовире унăн заместителĕнче ĕçленĕ/ каланине аса илтерчĕ: «Полковник — юлашки çар званийĕ, тенĕччĕ вăл. Генерал званийĕ вара — чăн-чăн телей!» Ку сăмахсем полковник званине тивĕçнĕскере «телейлĕ пулма» суннăнах илтĕнчĕç.

 Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.