Коммуналлă пулăшу паракан шучĕпе

25 Юпа, 2014

Çитес вырсарни кун, юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче, çĕр-шыв хĕллехи вăхăт çине куçать.

Федерацин 2014 çулхи утă уйăхĕн 21-мĕшĕнчи «Федерацин «Вăхăта палăртасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» 248-мĕш саккунĕ вăй илнĕ май тата çынсен ыйтăвĕсене тĕпе хурса Раççей Строительство министерстви граждансен шута илекен харпăр хăй приборĕсемпе усă курмалли прависене тата саккунлă интересĕсене вăхăта хĕллехи тапхăра куçарнă хыççăн хÿтĕлемелли механизм туса хатĕрленĕ. Çакă Раççейĕн уйрăм суб.ектĕнчи хăш-пĕр организаци вĕсене асăннă хатĕрсен программине çĕнетсе улăштарма хистенипе тата ку енĕпе хăйсем паракан пулăшушăн чăнлăхпа килĕшсе тăман хаксем палăртнипе çыхăннă.

Раççей Строительство министерстви çакна пĕлтерет:

1. Граждансен шута илмелли приборсен программисене улăштарас енĕпе хăйсем тĕллĕн нимĕн те тумалла мар. Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшÿллĕн çав хатĕрсем юрăхлă шутланаççĕ, тĕрĕсленĕ е кăтартусене çырса илнĕ чухне вĕсен программисене вăраххăн çĕнетсе улăштараççĕ. Ку ĕçе электричество енĕпе коммуналлă пулăшу паракан организаци шучĕпе пурнăçлаççĕ.

2. Шута илекен приборсен программине гражданин хăй кăмăлĕпе палăртнă вăхăтран маларах улăштарас тет тĕк вăл çырса пĕлтернине тĕпе хурса тивĕçлĕ йĕркепе заявлени панă кунран пĕр уйăх иртиччен ыйтăвне электричество енĕпе коммуналлă пулăшу паракан организаци шучĕпе татса параççĕ.

3. Шута илекен приборсене çĕнетсе улăштарма кайнă чăн тăкака вĕсене малашнехи тапхăрта йĕркелесе тăнин тарифне кĕртеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.