Кирек мĕн каласан та – çĕтĕк çĕтĕкех юлать
«Мĕскер, йытă çурчĕ-им?» — теççĕ ватăсем час-часах çĕтĕк джинс шăлавар тăхăннă хĕре курсан. Тĕлĕнмелле те, анчах гардеробри çак тум темиçе сезон ĕнтĕ модăран тухмасть. Паян та çĕтĕк джинс шăлаварпа çÿрет хĕр- упраç.
Яшсемпе пикесем çурăк джинс шăлавара уçăлса çÿренĕ чухне кăна мар, сумлă мероприятисене те тăхăнса пыраççĕ. Шупашкар хула кунне уявланă хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канаш-лăвĕнче сумлă мероприятисене яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç çурăк джинс шăлаварпа пыни çинчен каланăччĕ. Унашкаллисене вăл ача-пăча искусство академине уçнă чухне те асăрханă. «Анăçри çĕршывсем малтан пире астарса çĕтĕк шăлаварсем тăхăнтартрĕç, унтан пирĕн пиркиех тăшмансем терĕç…» — тенĕччĕ Михаил Васильевич çавнашкал тум пирĕн наци хаклăхĕсемпе килĕшсе тăманнине, унашкаллипе çырлахма юраманнине палăртнă май. Сăмах май, çĕтĕкки кăна мар, ахаль джинс та хăйне евĕр тум, ăна пур мероприятие те тăхăнаймăн. Джинс шăлавар хăй вăхăтĕнче ĕç тумĕ кăна пулнă. Италири Генуя хулинче парăссем валли ятарлă пусма кăларнă. Леви Страусс 1853 çулта çирĕп çак материалтан ковбойсемпе ылтăн шыракансем валли ĕçленĕ вăхăтра тăхăнма шăлавар çĕленĕ. Шăлавар çине «Genes” штамп лартнă. Американсем тавара илсен ăна хăйсем пек «джинс» тесе вуланă. СССРа джинс шăлавар Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен фестивалĕ хыççăн çитнĕ. Совет çыннисем ăна тÿрех кăмăлланă, ирĕклĕ тум тесе килĕштернĕ. Халĕ джинс тумтире кирек ăçта та туянма пулать. Ĕлĕкрех вара брендлă джинс шăлаварсене моряксемпе дипломатсем кăна илсе тăхăнайнă.
Чи малтанах джинс шăлавара никам та ятарласа çурман. Нумай тăхăнсан кирек епле джинс та çĕтĕлет. Ăна кăларса пăрахас вырăнне пăлхатуçăсем ирĕклĕнех тăхăнса çÿренĕ. Çакна дизайнерсемпе модăпа килĕшÿллĕн тумланма юратакансем асăрханă. Çак юхăм хăшĕ-пĕриншĕн ырă кĕтменлĕх пулса тăнă: халĕ кивĕ, çийĕннĕ шăлвара кăларса ывăтмалла мар, унтан кĕске йĕм те тумалла мар. Пĕр енчен, аван-çке ку! Çав вăхăтрах рок, хиппи юрăçсем те сцена çине çĕтĕк джинс шăлварпа тухма тытăннă. Ун хыççăн вара çак тума хаклăрах хакпа сутма пуçланă. Шухăшласан çĕтĕк-çурăкшăн ытларах тăкакланни кулăшла та пек. Анчах дизайнерсем çакна акă епле ăнлантараççĕ: джинс шăлавара хачăпа касмалла кăна мар, ăна ĕç майне пĕлсе майĕпен çĕлемелле. Пĕр сăмахпа, ал ĕçĕ кирлĕ.
Паян этемлĕх лăпкă пурăнмасть. Хыпкаланать, васкать, хĕвĕшет. Вĕренмелле, ĕçлемелле, çемьене тытса тăмалла, юлташсемпе канмалла, çул çÿревсене каймалла… Çав вăхăтрах этемлĕхĕн черчен çуррин хитре, илĕртÿллĕ курăнас, модăпа килĕшÿллĕн тумланас килет. Ялан уяв кĕпи тăхăнса çÿрейместĕн-çке… Джинс пек меллĕ çи-пуç кирлĕ. Ăна кирек епле кофтăпа та тăхăнма пулать. Анчах ахахĕ ăçта? Мĕнпе илемлетмелле джинс шăлавара? Малтанах дизайнерсем унăн фасонĕсемпе тĕсĕсене ылмаштарнă. Каярах заклепкăсемпе, стразăсемпе, бахромапа, тĕрĕпе усă курнă. Унтан вара çĕтĕк модăна кĕнĕ. Пĕр-икĕ сезон иртсен те çак мода пĕтмерĕ. Пĕрисен шухăшĕпе, хĕрсем ура çинче çара вырăнсене кăтартса йĕкĕтсене илĕртесшĕн. Теприсемшĕн, джинс шăлавар çурăк пулни ачалăха аса илтерет. Апла-и, капла-и — 35-40 çулсенчи хĕрарăма çĕтĕк джинс тăхăнни килĕшÿллĕ мар. «Арçынсен шухăшĕ мана интереслентермест. Эпĕ хамшăн тумланатăп», — тет паян чылай хĕрарăм. Этемлĕхĕн черчен çурри хăйне вăйлă кăтартасшăн çунать. Вĕсем çавăнпа хăйсене мĕнле меллĕ, çавăн пек тумланма тăрăшаççĕ. Паллах, начар мар ку. Анчах эпир обществăра пурăнатпăр... Малалла вулас...
Комментари хушас