Килте ют çын хуçаланать
Манăн хаçат вулаканĕсене пĕр хĕрарăмăн шăпипе паллаштарас килет.
Вăтам пÿллĕ, çулсем иртнине пăхмасăр илемне çухатман вăл. Анчах куçĕ яланах салхуллă. Вăл çăлăнăç шыранăн тавралăха тинкерет.
Çемье вăхăтлăх-ши?
"Манăн упăшка Александр тăлăх ÿснĕ. Пĕр тăванĕ патĕнчен теприн патне куçса çÿренĕ. Юлашки çулсенче Балти тăрăхĕнче пурăннă. Унтах çемье çавăрнă. 1990 çулсенче вĕсем Муркаш районне куçса килнĕ. Вĕсене салара пĕчĕк çурт уйăрса панă. Икĕ ачаллă çемье ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. Вĕсем пирĕн урамрах пурăнатчĕç, анчах пĕр-пĕринпе хутшăнман, — калаçăва пуçларĕ Инна В. — Пĕррехинче ман пата вĕсен кÿрши чупса çитрĕ: "Атя-ха, Александрăн арăмĕ вилнĕ, апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшар", — тет. Хĕрарăм унчченех чирленĕ иккен. Ун чухне аслă ывăлĕ 10 çулта, хĕрачи 5 çулта пулнă. Амăшĕ вилсен вĕсем вĕçĕмех урамра чупса çÿренине асăрхаттăм.
"Сирĕн ачăрсене çăвăнтармалла мар-и?" — ыйтрăм пĕррехинче ашшĕнчен. Савăнсах килĕшрĕ. Çавăн хыççăн пĕчĕкскерсене пăхсах тăраттăм, апат та çитереттĕм. Асли Эдик пирĕн паталла туртăнчĕ. Тăлăхсене хĕрхеннипех пулăшма тытăнтăм. Кĕçех Лизăн та шкула кайма вăхăт çитрĕ. Çурла уйăхĕнче Александр, пулас упăшка, пирĕн пата килчĕ.
"Сирĕн Иннăна пĕрле илсе кайма юрать-ши?" — ирĕк ыйтрĕ аннерен вăл".
Иннăн аслă ывăлĕ çĕнĕ çемьепе пурăнма килĕшмен, тăван килĕнче кукамăшĕ патĕнчех юлнă. Вадим амăшĕ патне кулленех хăнана çÿренĕ. Çурт-йĕр хĕсĕкне пăхмасăрах çамрăк çемье туслă, ял хушшинче хисепре пурăннă. "Аттепе анне вăй-хăватне шеллемесĕр пĕчĕк çурта пысăклатма пулăшрĕç", — ассăн сывласа каласа парать Инна. Кил хуçи Александр — йĕрке хуралĕнче, Инна почта уйрăмĕнче тăрăшнă.
Анчах кĕçех мăшăр хушшинче хура кушак каçса кайнă. Типтерлĕ, ĕçчен хĕрарăм арçынна ачисене пăхма, кил-çуртра тирпей-илем кĕртме анчах кирлĕ пулнă тейĕн.
"Çĕнĕ çул умĕн ĕçре уяв каçĕ иртрĕ. Эпĕ нумай тытăнса тăмарăм, киле таврăнтăм. Каçхи 9 сехет иртсен упăшка та çитрĕ. Ÿсĕр, ун пекки час-часах пулатчĕ. Сасартăк ман çине сиксе ÿкрĕ, хаяррăн тапса хĕнеме пуçларĕ. Ачасем Эдикпа Лиза хăранипе тухса тарчĕç. Тăна çухатиччен хĕнерĕ, ирччен асаплантарчĕ районти йĕрке хуралçи. Ирхине анне чупса çитрĕ.
"Инна, атя, вĕлерет ку çын сана", — терĕ. Урăлса çитсен упăшка чĕркуçленсе каçару ыйтрĕ: "Сансăр Лизăпа Эдик мĕнле пурăнĕç, çи-пуç кам çуса тăхăнтарĕ? — йăлăнчĕ вăл. — Ан пăрахсам мана".
Çак вăхăтра хам йывăр çын пулнине ăнлантăм. Больницăна вырттарчĕç. Çакна пĕлсен упăшка чупса çитрĕ, тĕвĕленнĕ пепкене çуратма ыйтрĕ: "Çĕнĕрен пурăнма тытăнăпăр, урăх пÿрнепе те тĕкĕнмĕп", — тесе йăлăнчĕ. Ăна ĕненсе каçартăм. Ача çураличчен хут уйăрттартăмăр", — хаш сывларĕ хĕрарăм асаплă кунĕсене аса илнĕ май. Анчах та мăшăрĕ сăмах пани нумая пыман. Каллех ĕçкĕ, ют хĕрарăмсем йĕркеллĕ пурăнма паман.
Кин — еркĕн...
Лăпкă пурнăç каллех чăл-пар арканнă. Александр ĕçсĕр юлсан килтисем тамăка кĕрсе ÿкнĕ. Арçын арăмне сăлтавсăрах кĕвĕçме, эрех ытларах ĕçме тытăннă.
"Ют арçынсем патне кайма-и? Ачасем пĕчĕк тата картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Çын вырăнне хума пăрахрĕ. Вĕçĕм хĕненипе, куляннипе чирлесе кайрăм. Темиçешер кун киле таврăнмарĕ, ют хĕрарăмсемпе ĕçсе-савăшса çÿрерĕ, ачисене те пăхмарĕ. Çав вăхăтрах тăлăха юлнă ачисем çитĕнсе çитрĕç. Лизăна Юнкă енне качча патăмăр, ывăлне Эдика салтака ăсатрăмăр.
"Эпĕ санран уйрăлатăп", — терĕ вăл мана пĕррехинче. Документсем вăрттăн пуçтарнă иккен. Ун чухне кĕçĕннисем, хам çуратнисем, пĕрлеччĕ. 10 çулти хĕрĕмпе хваттере пурăнма куçрăмăр. 14 çулти ывăлăм ашшĕпе килтех юлчĕ, — калаçăва малалла тăсрĕ хĕрарăм. — Анчах кĕçех вăл та ман пата тарса пычĕ. Киле ют хĕрарăм пырса хуçаланать иккен, Александрăн çитĕнсе çитнĕ ывăлĕнчен те, хĕрĕнчен те именме пĕлмест".
Васкаса тунă утăмшăн паянхи кун та ÿкĕнет вăл. "Упăшка" тени инçех кайман хальхинче "майра" шырама. Иннăн кинне куç хывнă. Йывăр чирлекен шăллĕ вара хирĕçлеймен.
Хваттерте пурăнсан та Инна килне кайсах çÿренĕ. Çутă, газ укçине хăех тÿленĕ.
"Намăссăр, мĕн туса çÿретĕн ман килте?" — тарăхнипе çÿçĕнчен тăпăлтартăм пĕррехинче кине. Анчах мĕн усси, намăса çухатнă çынна ăс кĕртейĕн-и? Уйрăлтăмăр. Нушаланса тунă çурт-йĕре ют хĕрарăма парас килменнипе хваттертен каялла киле куçрăм. Вĕсем "кинпе" çынсем патĕнче пурăнаççĕ. Хваттере аслă ывăлăма Вадима парнелерĕм.
Анчах хирĕçÿ çакăнпа вĕçленеймерĕ-ха. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕнче атте-анне, шăллăм килĕ умĕнче Александр машини ларнине асăрхарăм. Хăвăртрах хам çуралнă тăван киле васкарăм. Шăллăмпа темĕн сиксе тухман-ши? Унта вара манăн пулнă упăшка хуçаланать, чÿрече рами юсать. Кин ăна кунта ертсе килнĕ иккен. Çакна курсан чун вĕресе кайрĕ. Тарăхнипе урама чупса тухрăм. Çĕнĕ машина кантăкне çапса çĕмĕртĕм. Вăл укçа çук тесе хĕрачана уйăхра 1500 тенкĕ укçа алимент тÿлет. Çав хушăрах чаплă машина туянать. Çитменнине, манăн тăван килте хуçаланаççĕ", — инкек сăлтавне шырарĕ Инна.
Вĕренĕн те вĕçĕ пур
Александр, Иннăна ачисене Лизăпа Эдика çитĕнтерсе панăшăн, хăйĕнчен 2 ача çуратнăшăн тав сăмахĕ калас вырăнне пепкисен амăшне каçарман, еркĕнĕ хĕтĕртнипе суда панă.
"Манăн адвокат тытма укçа çук. Судра пĕр свидетель те пулмарĕ. Александрпа кин сăмахĕ тăрăх суд турĕç мана. Саккун йĕркине пĕлменнипе хама хÿтĕлеме хевте çитмерĕ. Мана 140 сехет ĕçлемелле туса пачĕç. Халĕ Александрпа кин хуптарассишĕн чупса çÿреççĕ. Ахăртнех, çĕнĕ арăмĕпе пирĕн çурт-йĕре куçасшăн. Ĕмĕрĕпех çын патĕнче пурăнайманнине пĕлеççĕ вĕсем.
Мĕншĕн вăхăтĕнче ман хыççăн чупрĕ вăл? Мĕншĕн эпĕ уншăн курайман çын пулса тăтăм? Унăн аслă ачисене ура çине тăратнăшăн айăпа кĕтĕм-ши?
Шел, аннене итлемерĕм. Халĕ чавса çывăх та çыртаймăн. Машина кантăкне çапса çĕмĕрнĕшĕн айăплă-ха. Анчах вĕренĕн те вĕçĕ пур. Куçран кулнине хăçанччен чăтмалла-ха? Ачасене те пулăшмасть. "Манăн хамшăн пурăнмалла, эсир хăвăршăн пурăнăр", — тет.
Суд манăн лару-тăрăва ăнланма тăрăшманни пăшăрхантарать. Çитменнине, Александр ывăлшăн манран алимент шыраса илесшĕн. Икĕ тĕпренчĕк те манпа пĕрле пурăнаççĕ вĕт!"
Инна В. Шупашкарти общество организацийĕсенчен хăйĕн правине хÿтĕлеме пулăшу ыйтасшăн.
Л.НИКИТИНА.
Муркаш сали.
Комментари хушас